Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрулми сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӗрулми (тĕпĕ: ҫӗрулми) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрулми пысӑк тухӑҫпа савӑнтарасса шанаҫҫӗ, сӗт суса илессине ӳстернӗ.

Помоги переводом

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Майӑн 8-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи 44 ҫул Аркадий Павлович Айдак ертсе пынӑ «Ленинская искра» хуҫалӑхра халӑх йӑли-йӗркине пӑхӑнса ҫӗрулми лартма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, Патшалӑх Канашӗн Председателӗн заместителӗ Николай Малов, Раҫҫей Геройӗ, авиаци генерал лейтенанчӗ Николай Гаврилов тата пурте пӗлекен телеертӳҫӗ Раҫҫей халӑх артисчӗ Леонид Якубович хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Вӗсен тӗллевӗ - ҫӗрулми тата пахчаҫимӗҫ тухӑҫлӑхне ҫулсерен ӳстересси.

Помоги переводом

Юрий Поповпа Петр Краснов ял ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Вӗсем кашни ҫулах сутмалли тата вӑрлӑхлӑх ҫӗрулми ҫитӗнтереҫҫӗ.

Помоги переводом

Юрий Поповпа Петр Краснов ял ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Хӗрӳ ӗҫҫи вӑхӑтӗнче бухгалтерсем те кантурта лармаҫҫӗ, вӑрлӑх хатӗрлеме, ҫӗрулми касма хутшӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

В.Гаврилов ирхине УАЗпа ҫынсене ӗҫе илсе килет, кӑнтӑрла хире ҫӗрулми турттарать.

Помоги переводом

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вӗсем хӗл каҫиччен вӑрлӑх хатӗрлеҫҫӗ, ҫӗрулми суйлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Халӗ ҫӗрулми лартатпӑр, — юлашки кунсенчи ӗҫ-хӗлпе тата малашлӑхри тӗллевсемпе паллаштарнӑ май пӗлтерчӗ хуҫалӑх ертӳҫи Роберт Петров. — Кӑҫал 85 гектартан кая мар лартасшӑн.

Помоги переводом

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Унсӑр пуҫне пӗр ҫул ӳсекен курӑксем 296 гектар, сахӑр кӑшманӗ - 200 гектар, пахча-ҫимӗҫ 3 гектар акма ӗлкӗрнӗ, 98 гектар ҫӗрулми лартнӑ.

Кроме этого, успели засеять однолетние травы на площади 296 гектаров, сахарной свёклы - 200 гектаров, овощные культуры 3 гектара, посадили 98 гектаров картофеля.

Уй-хирте // Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Типнӗ лаптӑксене пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, пахча-ҫимӗҫ акаҫҫӗ, ҫӗрулми лартаҫҫӗ.

На подсохших участках высевают зерновые, бобовые, овощные культуры, сажают картофель.

Уй-хирте // Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Ҫавна май фермер хуҫалӑхӗ кӑҫал 448 гектар тӗштырӑ, 60 гектар куккурус, 50-60 гектар ҫӗрулми лартма палӑртнӑ.

Помоги переводом

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Складсенче ӗҫ шавӗ тӑратчӗ, пӗринче ӗҫченсем тыр-пула им-ҫамлаҫҫӗ, тепринче ҫӗрулми вӑрлӑхне суйлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫӗрулми, тыр-пул вӑрлӑхӗсене тирпейлекен складсенче ӗҫченсемпе тӗл пулса калаҫрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Кӑҫал Хырхӗррисем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене 692 гектар ҫинче акма палӑртнӑ, ҫӗрулми 30 гектар йышӑнӗ.

Помоги переводом

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Кӑҫалхи ҫур акинче вара пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 490 гектар, 20 гектар ҫӗрулми, 50 гектар куккурус тата пӗр ҫул ӳсекен курӑксене 100 гектар ҫинче акса хӑвармалла.

Помоги переводом

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫӗрулми сӗткенӗ.

Картофельный сок.

Мӗнле сӗткен килӗшет? // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

Ака лаптӑкӗсен тытӑмӗнче тӗп пая - 50% - пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем йышӑнаҫҫӗ, 40% - выльӑх апачӗлӗх культурӑсем, ытти - ҫӗрулми, техника культурисем тата пахчаҫимӗҫ.

Помоги переводом

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Кӑшман, кишӗр, ҫӗрулми лайӑх ҫиеҫҫӗ вӗсем.

Они с удовольствием едят брюкву, морковку, картофель.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

1. Хӳтлӗх тата сиплев тӗллевӗпе 40-рен иртнӗ ҫынсене час-часах чӗрӗ ҫӗрулми сӗткенӗ ӗҫме сӗнеҫҫӗ.

Помоги переводом

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Ҫӗрулми хумалли путвал, утӑ типӗтмелли комплекс та хута кайнӑ.

Помоги переводом

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней