Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

асӑрханса (тĕпĕ: асӑрхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуллен асӑрханса авма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хайхи ҫавӑнтах юнӗ сивӗннӗ пек пулчӗ: вӑл асӑрханса, хӗрарӑм урлӑ ӳпӗнсе, ним сисми ыйха путнӑ пӗчӗк пепкене ярса тытрӗ те кантӑк еннелле шурӗ…

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑра такам пит асӑрханса утни илтӗнсе кайрӗ.

Помоги переводом

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Майӗперех калаҫ-ха, — йӗри-тавра асӑрханса пӑхса, пӑшӑлтатма тытӑнчӗ Хусанкка.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав ачана асӑрханса, лӑпчӑтса хурас, ыраттарас маар тенӗн аллине илчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрача вара аслашшӗне пушшех те асӑрханса ӗҫтерме тытӑнчӗ, сасартӑк вӑл старик ӗҫнӗҫемӗн куркари шыв хӑмпӑлчӑланнине, унтан старик ҫӑварӗнчен тухнӑ юнпа хутӑшса хӗрлӗ тӗслӗ пулнине асӑрхарӗ.

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл питӗ асӑрханса, сас тумасӑр, сарай хыҫне алтма пуҫлать.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пахчасем витӗр тӑкӑрлӑка ӳкетпӗр те, унтан ҫав тӑкӑрлӑкпа, питӗ асӑрханса, урам урлӑ каҫатпӑр.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпӗ ҫӳҫене-ҫӳҫенех, ытла та асӑрханса, урасене шитшерӗн-шитшерӗн шутаркаласа ҫыран хӗрринех ҫывхартӑм та куҫа аялалла тирӗнтертӗм — чӗрем сӳ-ӳ-ӳ! сӗвсе кайрӗ: ытла та чӑнкӑ вӑл, пӗве «тӗпсӗр», шывӗ «хуп-хура» (ун ҫинче пӗр тӗлте ӳпресен кӗтӗвӗ пӗтӗрӗне-пӗтӗрӗне ҫӑмхаланать).

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Унта «хӗвел» саҫҫимах «уяра ларсан», янахӑма хыпӑнмасӑр, асӑрханса пӳрнепе тӗкӗнсе илтӗм те — эх-хе-хе-хе-е-е-ей!

Помоги переводом

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Ак ӗнтӗ Алендеев малтанхиллех пуҫне яшт! каҫӑртрӗ те, йӳлекеллӗн елпӗрсе, васкамасӑр, ытла та асӑрханса, хӗсӗнсе-пӑркӑчланса, хистенме пуҫларӗ:

Помоги переводом

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Асӑрханса, аллине йӑва патнелле тӑсрӗ, йӑвара хыпашлакаласа пӑхрӗ — ак тамаша, унта нимӗн те пулмарӗ…

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хӑ… — фельдшер, ку «ҫапма пӗлмен пушӑшӑн» чунтан-вартан ӳкӗннӗ пек курӑнма тӑрмашса, пӗчӗк тӑхтав турӗ, унтан, шӑлне йӗрсе, Урӑлманкин куҫне ытла та чеен, асӑрханса, хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пек йӑкӑш-ш-ш-ш шӑвӑнса кӗчӗ:

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Аркадий автобус салонне асӑрханса, анчах вӑш-вашшӑнах утса-ишсе кӗчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑл ытла та асӑрханса, комисси членӗсем ҫине вӑрӑлла айӑн-айӑн куҫ ывӑткаласа, хӑйӗн брюки кӑшӑлӗн хушшине хӗстернӗ пӗр «хут купӑсне» туртса кӑларчӗ те сулахай аллинче пытарчӗ, вара сочиненин малтанлӑха ҫырмалли хут листин ҫӳлти пӗрремӗш йӗркене «Пирӗн пурнӑҫри позици» тесе ҫырса хучӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Анчӑк асӑрханса ман еннелле пӗр-ик утӑм турӗ те чарӑнчӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ кӗпене ун ҫӑварӗнчен васкамасӑр асӑрханса илтӗм.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Касакан, чикекен япаласемпе асӑрханса усӑ курӑр.

Также будьте осторожнее при обращении с колющими и режущими предметами.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах бизнес-партнерсене асӑрханса суйламалла.

Однако, бизнес-партнёров нужно выбирать с предельной осторожностью.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫаплипех Пурис ури ҫине мӑраланса, мӑштӑк-мӑштӑк сывлакаласа, мӑштӑр-мӑштӑр тӑчӗ те, урисене кӗскен чӑштӑр-чӑштӑр шутаркала-шутаркала, шуҫа-шуҫа аялалла васкарӗ, асӑрханса пускаласа кӳлленчӗк хӗррине ҫитсе тӑчӗ, вара, кукленсе, йӗкӗрленӗ ывӑҫ тупанӗсемпе ӑса-ӑса, пӳрнисем хушшипе шӑпӑр-шӑпӑр юхтарса, шыв пеме пикенчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней