Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑллӑ (тĕпĕ: кӑмӑллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑн кӑмӑллӑ ан пулӑр.

Не допускайте гордыни.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Туслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ халӑх пурӑнать Хуруй ялӗнче, ӗҫре те, уявра пӗрле вӗсем.

Помоги переводом

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

«Владимир ырӑ кӑмӑллӑ, хаваслӑ, хастар, хӑюллӑ пулнӑ, яланах ыттисене пулӑшма хатӗррипе, кӑмӑл ҫирӗплӗхӗпе палӑрса тӑнӑ. Вӑл пуриншӗн те ырӑ тӗслӗх, чӑн-чӑн паттӑр. Паттӑрсен ячӗсем вара манӑҫмаҫҫӗ», — тет Чупай шкулӗн директорӗ Л.Никифорова.

Помоги переводом

Паттӑрсен ячӗсем манӑҫмаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9944-patt-rs ... -man-cmacc

Тӗлӗнмелле пултаруллӑ та хастар, ҫирӗп кӑмӑллӑ хӗрарӑм, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ялхуҫалӑх ӗҫченӗ хуҫалӑха аталантарнипе пӗрлех коллектива та пӗр тӗллевпе ӗҫлеме хавхалантарса пырать.

Помоги переводом

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Питӗ кӑмӑллӑ хӗрарӑм кил ӑшшине упранӑ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, таса чунлӑ, пуҫаруллӑ, ҫивӗч, ӑслӑ, талантлӑ, культурӑллӑ учитель пулнӑ.

Помоги переводом

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Ҫакна пултарма вара вӗрентекенӗн хӑйӗн чӑн-чӑн ҫын пулмалла: ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, таса чунлӑ, пуҫаруллӑ, ҫивӗч, ӑслӑ, талантлӑ, культурӑллӑ.

Помоги переводом

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Ольга Николаевна - питӗ ырӑ кӑмӑллӑ, ӑшӑ куҫлӑ ҫын.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ шкулта // Семен ФИЛИППОВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11168 ... -n-shkulta

Светлана ача чухнех уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑ, халӗ те сисӗмлӗ чӗри ӑна ҫынсене май килнӗ таран пулӑшма хистет.

Помоги переводом

Ырӑ тунине ҫын манмасть // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11212 ... yn-manmast

Халӑх унпа кӑмӑллӑ, яланах ӗҫ пур унӑн.

Помоги переводом

Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh

Атте - ырӑ кӑмӑллӑ, хастар ҫын.

Помоги переводом

Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh

Манӑн атте пек ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫчен пулас килет.

Помоги переводом

Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh

Атте - питӗ кӑмӑллӑ ҫын.

Помоги переводом

Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh

Унта республикӑри ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем, предприяти-организацисем Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне тӑшӑ ентешсене пулӑшма укҫа куҫараҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш халӑхӗ нимелле ӗҫлет // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/chavash-xalaxe-ni ... eclet.html

Мӗн тери уҫӑ кӑмӑллӑ та сӑпайлӑ мӑшӑр.

Помоги переводом

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Палӑртма кӑмӑллӑ, вӑйӑ картинчен никам та аякра тӑрса юлмарӗ.

Помоги переводом

Алла-аллӑн тытӑнса тухрӗҫ вӑйӑ картине Чӑваш Сурӑм шкулӗнче // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/alla-allan-tyitan ... enche.html

Ҫак ӳсӗмре пӗчӗкскерсем ҫакӑн пек экономика ӑнлавӗсене хак пама пуҫлаҫҫӗ: «хаклӑ» - «йӳнӗ», «тупӑшлӑ» - «тупӑшлӑмар», «тӳрӗ кӑмӑллӑ» - «ултавлӑ».

Помоги переводом

Укҫа хакне пӗчӗкренех вӗренеҫҫӗ // Вера МОРОЗОВА. http://alikovopress.ru/ukca-xaknee.html

Вячеслав Краснов калаҫуран ӑслӑ, ырӑ кӑмӑллӑ тата ҫынсемпе хутшӑнма юратакан ҫын пулни палӑрчӗ.

Помоги переводом

Пӗр-пӗринпе тахҫан паллакан пӗлӗшсем евӗрех калаҫрӑмӑр // Виталий Петров. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d0%bfe%d1 ... %80%d0%b5/

Хӗрӗх ҫул ытла унӑн тӗпчев ӗҫӗсен тӗп теми – вӗресе-тапса тӑракан, ҫав тери тӳсӗмлӗ чӑваш ялӗ, хӑш чух чунӗсене ӗҫпе пиҫӗхтерсе хӗстернӗ, ҫапах кӑмӑллӑ ҫыннисем, ытларах кӗрхи-ҫу сӑн ҫапнӑ йӑли-йӗрки пулса тӑрать.

Помоги переводом

Сӗвемӗн-сӗвемӗн иртсе пыракан чӑваш пурнӑҫӗнчи хурапа шурра 47 ҫул хушши тишкернӗ тарӑн шухӑшлӑ тӗпчевҫӗ // Леонид Атлай. Whatsapp

— Кӑна итлеме кӑмӑллӑ, — терӗ Северьян.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней