Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫитиччен (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтан арман патне ҫитиччен вӑрманпа, унтан Шолашие ҫитиччен сукмакпа.

Сначала по лесу до мельницы, потом тропкой на Шолаши.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ҫӳлту патне ҫитиччен пирӗн хӗллехи вӑхӑтра пачах та пырса кӗме май ҫук тепӗр позици — Усть-Паденьга пур, — хӑйне хӑй ӗнентерсе тата шантарса каларӗ малалла Айронсайд.

А до Высокой горы у нас есть еще такая совершенно неприступная зимой позиция, как Усть-Паденьга, — самоуверенно продолжал Айронсайд.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Апла пулсан, Шенкурска ҫитиччен?

— Значит, до Шенкурска?

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл хӑй ҫитиччен темиҫе сехет маларах илнӗ хыпарсене пӗлсен, унӑн хавасӗ часах сӳнсе ларчӗ.

Но радость его быстро погасла, когда он узнал новости, полученные за несколько часов до его приезда.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Шенкурска ҫитиччен эпӗ поездпа килтӗм, малашне вара — пин те пӗр каҫ.

— До Шенкурска я доехал, а дальше — тысяча и одна ночь.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Заключённӑйсене ҫӗрле те канӑҫ памаҫҫӗ: барака ухтарма ҫӗмӗрсе пырса кӗреҫҫӗ те, ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитиччен пурне те пӑтраштарса тухаҫҫӗ.

Заключенных не оставляли в покое даже ночью: врывались с обыском и все переворачивали сверху донизу.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫыран хӗррине пӗр виҫҫӗр-тӑватҫӗр чалӑш ҫитиччен шӑтӑк баржа ӑшне шыв кӗрсе тулчӗ те, вӑл хӑйӑр ҫине ларчӗ.

Не дойдя трехсот — четырехсот саженей до берега, дырявая баржа наполнилась водой и застряла на мели.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Андрей ҫитиччен Валерий сылтӑм ҫырантан сулахай ҫырана каҫса кайма ӗлкӗрнӗ.

Андрей уже не застал Валерия на правом берегу.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Государство банкне, Центральнӑй телефон станцийӗпе телеграфа тытса илме, акӑлчансен ҫар чаҫӗсем килсе ҫитиччен, персе вӗлерессипе хӑратса, нимӗнле пухусем те пухма чармашкӑн, ҫар диктатури туса хумашкӑн калаҫса татӑлнӑ.

Предполагалось занять Государственный банк, центральную телефонную станцию и телеграф и ввести военную диктатуру с запрещением под страхом смертной казни каких бы то ни было собраний впредь до прибытия английских военных властей.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

«Пире Валёк килсе ҫитиччен илсе каяҫҫӗ пулсан, вара — сывӑ пул, — шухӑшларӗ Андрей.

«Если нас уведут до того, как налетит Валек, значит прости-прощай, — думал Андрей.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Андрей ӑнланать: Валерий килсе ҫитиччен пӗр чӗрӗк сехете яхӑн вӑхӑта мӗнле те пулин ирттерме тӑрӑшас пулать.

Андрей понимал, что необходимо протянуть какие-нибудь четверть часа до прихода Валерия.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тахҫан иртнӗ хӗллехи ире, хӑй, ҫул юппинчен юпаран пуҫласа хыр патне ҫитиччен хунарпа ҫӳресе, кая юлнӑ колхозниксене кӗтнине тата сехет ҫине тунсӑхлӑн пӑхнине аса илет.

Ему вспомнилось то давнее зимнее утро, когда он с фонарем ходил у развилины дорог от столба к сосне, ожидая запоздавших колхозников, и с тоской смотрел на часы.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Халь килтен МТС-а ҫитиччен аллӑ минут каймалла.

Теперь от дома до МТС пятьдесят минут езды.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Телее пула, Вагӑна темиҫе ҫухрӑм ҫитиччен вӑл ҫаврӑнчӗ те каялла Березника кайрӗ.

Не доходя нескольких верст до Ваги, она повернулась и, к счастью, пошла обратно в Березник.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ҫук, малтан анаталла, Березника ҫитиччен каятпӑр.

— Нет, сначала спустимся вниз, до Березника.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вага ӑшӑхланса юлнӑ, Шенкурскран Усть-Вага ятлӑ яла ҫитиччен ҫынсен ҫуран утма тиврӗ.

Вага обмелела, и от Шенкурска до села Усть-Важского людям пришлось идти пешком.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑй ҫитиччен ҫав-ҫавах ҫапӑҫатӑп.

Буду драться до тех пор, пока хватит сил.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑхӑт ҫитиччен халӑха пӑлхантарма кирлӗ мар.

Нечего волновать народ прежде времени.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вологдӑран Обозерская станцине ҫитиччен боецсем чугун ҫулпа пычӗҫ.

Из Вологды до станции Обозерской бойцы ехали по железной дороге.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пурте часах пулса иртмелле, анчах вӑхӑт ҫитиччен Мурманскра та, оккупаци ҫарӗсен штабӗнче те никам та нимӗн те пӗлмелле мар.

Все скоро должно произойти, но ни в Мурманске, ни в штабе оккупационных войск до поры до времени никто не должен ничего знать.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней