Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

эс сăмах пирĕн базăра пур.
эс (тĕпĕ: эс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хуҫа, эс кофӗне пылаклантарса патӑн! — терӗ Огнянов, куркине аяккинелле куҫарса лартса.

— Хозяин, ты подал сладкий кофе! — проговорил Огнянов строгим тоном и отодвинул чашку.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чӑн калатӑп, шан эс мана… — сӑмси айӗн мӑкӑртатрӗ хуҫи кофӗ тултарса панӑ хушӑра, хӑй ҫаплах хӑнана: ӑҫта курма пултарнӑ-ши эп ку ҫынна, тенӗ майлӑ тинкерсех пӑхать.

Я правду говорю, уж ты мне поверь… — приговаривал хозяин, подавая кофе, и так пристально смотрел на гостя, словно старался вспомнить, где он видел этого человека.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс те ӑна йӗрлеме каятӑн пуль?

— И ты туда?

XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс ӑна тытма хӑтланса пӑх-ха!

— А вот ты попробуй поймай его!

XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗн эс пире асанне юмахӗ каласа кӑтартатӑн, Рахман-ага? — терӗ пӗри.

— Что ты нам бабушкины сказки рассказываешь, Рахман-ага? — проговорил кто-то.

XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗтӗм ял халӑхӗ, ачи-пӑчи таранччен, эс ман патӑмра иккенне витӗр пӗлсе тӑрать.

Все наши деревенские, даже дети, знают, что ты у меня…

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Камран хӑратӑн эс?

Кого ты боишься?

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӗтӗм ял халӑхне пуҫтарӑп та, сана кунта вӑйпа хупса илӗпӗр; пирӗншӗн эс турӑ симӗ пек кирлӗ, ху ав — вилмеллипех каясшӑн.

— Я созову всю деревню, и тебя силком запрут здесь; ты нам нужен, как причастие божие, а собираешься идти на верную смерть!

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫук, эс ниҫта та каймастӑн! — терӗ вӑл татса.

— Нет, ты не поедешь! — сказал он решительно.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс ӑсран кайнӑ!

— Ты с ума сошел!

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чӑнах тетӗн те, чӑнах мар ҫав: сана вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ — эс сывах; чӑн калатӑп сана, апла шухӑшлани, тепӗр тесен, саншӑн лайӑхрах та.

— Правда, да не совсем: ты жив, а тебя считают мертвым, и так-то оно и лучше.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Унтах вӑл, эс пӑшӑрханса ан тӑр уншӑн, анчах шкул ӗҫӗнчен ӑна кӑларнӑ.

— Да там она, не беспокойся, но из школы ее выгнали.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс вара тӳрех тухтӑр патне каймарӑн-им?

— Разве ты не пошел прямо к доктору?

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чим, эс капла ытла ан хускалкала! — терӗ Марин, йывӑра хывса.

А ты не слишком ли много двигался? — сказал дядя Марин, снимая тяжелый плащ.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс ан пӑшӑрханса тӑр, хӑвӑртрах сывалассу килсен.

Только не волнуйся, а то не скоро поправишься.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Дойчин пичче, тӑр-ха эс те, хӑна пур-ҫке пирӗн! — вӑратса та мар, ҫывӑракан ват ҫынна тӗккелесех тӑратрӗ Ненко.

— Дед Дойчин, вставай, у нас гость! — разбудил или, лучше сказать, растолкал Ненко спящего старика.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс мӗнле майпа кунта килтӗн?

— Как ты сюда попал?

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ах, тупата, эс пӑр пекех шӑннӑ-ҫке, йӑлт кӳтсе кайнӑ, — терӗ хресчен, Огняновпа пӗрле вут патнелле ҫывхарса.

Матушки, да ты холодный как лед, совсем окоченел, — говорил крестьянин, возвращаясь с Огняновым к костру.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кам пултӑн эс?

— Кто ты?

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс вутӑ пӑрах-ха, эп кӗсрене утӑ парса килем, — терӗ те асли, ларнӑ ҫӗртен ҫӗкленчӗ.

Ты подбрось дров в костер, а я пойду подложу сенца кобылке, — сказал старший и поднялся.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней