Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ӗҫсе пачӗ, пушӑ стаканне ҫӳлелле ывӑтрӗ те тытрӗ, чӗлӗмне чӗртрӗ.Он выпил, подбросил пустой стакан, поймал его, закурил и сказал:
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Ҫакӑн пек чаплӑ ҫынсен, ку ҫеҫ-и, — аристократсен ушкӑнӗ, каламасӑрах паллӑ, пушӑ сӗтел хушшинче ларма юратмастех.Такое блестящее, даже аристократическое общество, само собой, не могло восседать за пустым столом.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
— Пассажирсене ҫинҫе ураллӑ, батист сӑмса тутриллӗ капӑрчӑксем турттарччӑр; «Тинӗс шӑрчӑкӗ» ҫинче эпӗ капитан чухне вӗсем валли пушӑ вырӑн тупӑнмасть.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Эсир, пушӑ кӗленче, мӗншӗн ҫак шӑнкӑрч йӑвине ӳкертӗр?
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Кунта ӗнтрӗк ҫапнӑ; хулӑн пусмапа карнӑ лутра кантӑксем ҫутӑ кӗртмеҫҫӗпе пӗрех; мӑйӑр йывӑҫӗнчен тунӑ пысӑках мар бильярд пушӑ класри ачасем вӗренмелли пурӑ хӑмилле тӗксӗммӗн курӑнать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Кунсӑр пуҫне — пичке пушӑ мар, вӑл — тар пички.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
— Вӑл пушӑ, — терӗ боцман.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
Урама тухсан вӑл пичетлемелли «Ундервуд» машина ҫакӑн йышши «Ремингтонран» мӗн енӗпе аванраххи пирки лӑпкӑн та тимлӗн, тӗлсӗррӗн шухӑшласа утрӗ, ҫӗр кӑмрӑкӗпе кирпӗч ванчӑкӗ тӑкса тултарнӑ пушӑ темиҫе вырӑнтан иртсен Ангр ҫулӗн кивӗ чул пусмипе кӗпер ҫине хӑпарчӗ, унтан хула варринелле тӑсӑлакан урамсем патне тухрӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Хӳмепе пысӑках мар пушӑ вырӑнтан лерелле — вӑрман; ун ҫумӗнченех Зурбаган пуҫланать.За забором и небольшим пустырем лежал лес, примыкающий к Зурбагану.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ҫул ҫинче тормоз площадкисем уҫӑлкаларӗҫ пулин те — вӑл унта та тӳрленсе тӑмарӗ; ҫурӑмӗ ҫав тери ыратать; юлашкинчен тинех сарлакан уйрӑлнӑ рельссен тӗлӗнчи пушӑ вырӑна тухрӗ; кунта, ҫывӑхрах, алӑксӑр пӗчӗк будка: шалта ҫурта тӗпӗ ҫунать; хуралҫӑ ҫук; кӑнттам койка тӑрринчи сентре ҫинче — сӗт кӗленчи, юнашарах пир татӑкӗпе чӗркенӗ ҫӑкӑр, шӑвӑҫ савӑтра ҫу.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Анчах ҫак пушӑ сӳпӗлтетӳ ӑна йӑлӑхтарчӗ курӑнать.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Таврара ҫап-ҫутӑ, анчах пушӑ, ҫынсӑр; ҫыран хӗрринчи тӑнӑҫ шӑплӑх, хӗре кӑткӑс сӑлтавсене пула ирӗксӗрех тыткӑнланӑскер, кӑмӑлне халӗ самаях пусӑрӑнтарать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
3) ҫӗмрӗк фаянс, ванчӑк кантӑк, пушӑ кӗленчесем;
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
1) хӑмасем, пӗрене таткисем, хӑва карҫинккисем, пушӑ ешчӗксем;
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Пӳртӗн пӗр ҫуррине — ятарласа кӑнттам сӗтел-пукан лартса тухнӑ сарлака пушӑ пӳлӗме — Варнава ӑна пачӗ, тепринче вара хӑй вырнаҫнӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
— Такам килет, Ленур, — терӗ те юнга сиксе тӑрса пушӑ савӑт-сапана ярса тытрӗ.— Кто-то идет, Ленур, — сказал мальчик, вскакивая и забирая пустую посуду.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
— Мӗн тесен тен, вӑл пире уя илсе каякан ҫулпа илсе кайнӑ, — тет Сисменов лаши пуҫӗнчен пушӑ аврипе ентчен-енне ҫапкаласа.
II // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.
Аян умӗнче утиялсӑр койкӑсем тӑлӑххӑн тӑсӑлаҫҫӗ; урайӗнче ҫӳп-ҫап, вӗрен таткисем, ҫӗтӗк-ҫатӑк, ҫурта тӗпӗсем, пушӑ шӑвӑҫ, савӑт; япала миххисем, стена ҫине ҫакнӑ тумтирпе хӗҫ-пӑшал ҫухалнӑ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Халӗ вӑл ҫыран енчен йӑтӑна-йӑтӑна килет; айккинчен питех те хытӑ лӑсканипе Аян кимми пушӑ михӗлле куҫкалать, унталла-кунталла силленет, сулахай бортпа, унтан сылтӑммипе тайӑлать, ҫакӑн чухне кӗсменсенчен пӗрин е теприн сывлӑша хевтесӗррӗн ҫапнипех ҫырлахма тивет.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫап-ҫутӑ пушӑ пӳлӗмре вӑл пӗччен.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.