Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ырӑ ҫынпа ҫула тухсан, ҫул иртнине те сисместӗн, йывӑрлӑха та палт анчах ҫавӑрса ҫапатӑн.
Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.
Мӗн те пулин сиксе тухсан — шӑнкӑравла.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
«Вӑл мана качча тухсан епле аван пулмалла та!» — ӗмӗтленет Смит.
Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.
Спринг рульҫӑ ҫырана тухсан канӑвне Коломахӑра вӗҫлеме шухӑш тытрӗ, кунта Покетран чукун ҫулпа килсе ҫитрӗ.
Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.
Портӑн чакӑл туллӑ ансӑр пырӗнчен тухсан Битт-Бой руле сулахаялла авӑк-кӑн пӑрчӗ те карапа ҫапла пӗр мильӑна яхӑн тытса пычӗ, унтан тӳрӗ кӗтес туса хӗвел тухӑҫнелле тӳп-тӳррӗн ҫул тытрӗ; унтан каллех — инстинктне пӑхӑнса — сылтӑмалла ҫавӑрчӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Итлесем: саншӑн япӑх килсе тухсан — мана та япӑх пултӑр.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Шырава тухсан карапсем тӗрлӗ еннелле ҫул тытрӗҫ: «Куҫӑм» материк патнелле, «Пӑлан» вара кӑнтӑралла, шывӑн пуш-пушӑ пичӗ ҫинелле; унта сайраран пӗрре хысаклӑ риф ҫеҫ тӗл пулкалать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Урама тухсан вӑл пичетлемелли «Ундервуд» машина ҫакӑн йышши «Ремингтонран» мӗн енӗпе аванраххи пирки лӑпкӑн та тимлӗн, тӗлсӗррӗн шухӑшласа утрӗ, ҫӗр кӑмрӑкӗпе кирпӗч ванчӑкӗ тӑкса тултарнӑ пушӑ темиҫе вырӑнтан иртсен Ангр ҫулӗн кивӗ чул пусмипе кӗпер ҫине хӑпарчӗ, унтан хула варринелле тӑсӑлакан урамсем патне тухрӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӑйлӑ чалӑш юхӑм ӑшӑхалла туртать; эппин, Вард леш енчен тухсан — юхӑма хирӗҫле ҫыраналла пӑрӑнмалла, вара рифсен хушшипе — ҫакӑн пек… — капитан тӗттӗмре пӳрнипе латинла «8» ҫырчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Ирхине вунӑ сехетре, ҫӗр улми пахчин тепӗр лаптӑкне тустарса тухсан, Дюк хӑй патне пӗчӗк йывӑҫ пӳрте кӗчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Эпир тухас умӗн те, тухсан та ҫил Михайловка еннелле вӗретчӗ.
II // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.
Ҫыран хӗрринче, кимминчен тухсан, Аян тӳрленсе тӑчӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Вара ӑна, — шутласа кӑларайми сасӑсем чунра хорпа тӑрса тухсан кунашкалли тӑтӑшах пулать, — самантӑн кӑткӑс ҫивӗчлӗхӗ, ӑнлантарма май ҫук вӑйлӑ туйӑм хӑпартлантарса ҫӗклентерчӗҫ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Калаҫкалаҫҫӗ: унӑн ӳчӗ пӗтӗмпех каснӑ-чӗрнӗ суранпа витӗннӗ имӗш: ҫырана тухсан пӗррехинче чипер ют пикене комплимент каланӑшӑн-и е тӗл пулнӑ малтанхи ҫыннах, кӗпи тӑхӑннӑ джентльмена, ҫул парас килменнишӗн-и, — анчах ҫакна эпӗ ҫирӗплетсех калаймастӑп, мӗншӗн тесен манӑн умра штурман кӗпине нихӑҫан та хывман; ӑна вӑл виҫӗ хутчен хывать — пысӑк уявсенче.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Калюков тек пӗр самант та тӑхтаса тӑмарӗ, алӑкран пуҫне йӑпӑрт кӑларчӗ те, такамсем кунталла чупса килнине асӑрхаса, ӑна шалт хупса лартрӗ, вара урайӗнчи вӑрттӑн алӑкран чӑмрӗ, пӳрт айӗпе ҫырмана тухсан, пӗр самант ҫеҫ тавралла пӑхса илсе, тӗмсем хушшине мар, айккине, сылтӑмалла сиксе ӳкрӗ, куҫран ҫухалчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пасартан тухсан, каччӑ тӳрех чугун ҫул урлӑ каҫрӗ, пушӑ тӑкӑрлӑка кӗрсе кайрӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пурте ларса тухсан, пуйӑс Воронеж еннелле тепӗр икӗ разъезд кайрӗ те темле станцие ҫитсе чарӑнчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫук, ӑссӑрла япала пулнӑ пулӗччӗ ку; вӗсем Йӗпреҫрен тухсан пӗр пилӗк ҫухрӑм уҫӑ ҫулпа кайрӗҫ, унтан тин вӑрмана пӑрӑнса кӗчӗҫ; ҫак хушӑра, паллах, Валет хӑйсене йӗрленине тавҫӑрса илетчех.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тухсан, унран сых енне кӑшт айккинерех тӑрса, револьверпа сунарҫӑ ҫӗҫҫине ҫӗре пӑрахма хушрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Вӑл дама вӑрмана сунара тухсан, иксӗмӗртен ирттерӗ, — мухтанарах каларӗ Мӗтри.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.