Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ сире пӑшал парсан,темӗнле йывӑр пулсан та, эсир унпа мана хирӗҫ те, манӑн ҫывӑх юлташсене хирӗҫ те тӑмалла мар, эсир ман пӑшалсене эпӗ пӗрре ыйтсанах каялла тавӑрса памалла.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Анчах та эпӗ вӗсен аллине пӑшал парсан, вӗсем тав тӑвас вырӑнне ҫав пӑшалпа хама хирӗҫ тухсан тата, хӑйсем манран вӑйлӑрах пулнипе, манӑн ирӗке пӗтерсен, — манӑн хам тунӑ ырӑ ӗҫсемшӗн ӳкӗнме ҫеҫ тивӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Эпӗ сана кимӗ парсан, эсӗ тӑван ҫӗршыва, хӑвӑрӑннисем патне, кайнӑ пулӑттӑн-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ.— Ну, а если бы я дал тебе лодку, — спросил я его, — ты поехал бы на родину, к своим?
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Кам та пулин мана виҫ-тӑват мӑшӑр ахаль йышши пушмакпа чӑлха парсан, пӗтӗм укҫана панӑ пулӑттӑм, мӗншӗн тесен эпӗ вӗсене темиҫе ҫул ӗнтӗ тӑхӑнса курман.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫак кӗнекене вулакан, эпӗ ҫак ӗҫе мӗнле тытӑнни ҫинчен каласа парсан, мана, тен, хӗрхеннӗ пулӗччӗ е манран кулӗччӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ку ӗҫ маншӑн питех те йывӑр пулчӗ, анчах пурӑнма кирлӗ япаласем тупас шухӑш мана хавхалантарчӗ, эпӗ вара ахаль чухне тем парсан та тӑваяс ҫук япаласем туса хутӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ун чухне эсир мана ҫавӑн пек пулӑшу парсан, эпӗ мӗн тери телейлӗ пулнӑ пулӑттӑм!И как я был бы счастлив тогда, если бы вы оказали мне такую же помощь!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫавӑнтах манӑн пуҫа пӗр шухӑш килсе кӗчӗ, эпӗ вара: ку аша вӗсене кучченеҫ вырӑнне парсан аван пулӗччӗ, терӗм.И мне пришло в голову, что будет хорошо, если они получат его от меня в дар.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Тур парсан кайӑпӑр-ха, кайӑпӑр…
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Бяла Черква хулине Клисурӑна ҫӗмӗрнӗ пек ан ишсе тӑкӑр тесе ӳкӗте кӗртме пит те йывӑр пулнӑ имӗш: хула вара Тосун-бей пин лирӑ пама пулнӑ, ҫавӑнпа ҫеҫ Тосун-бей хӑй ушкӑнне Бяла Черква хулине ҫӗмӗрсе тӑкасран ҫырлахтарса хӑварма пулнӑ, укҫине парсан, тӗрӗксем килӗсене кайма пултарнӑ; унтан тата хула хӑлӑхӗ пур хӗҫ-пӑшала та ҫӗҫӗ пекӗ таранччен тӗрӗксене памалла пулнӑ; ҫийӗнчен тата пур шанчӑксӑр ҫынсене те влаҫсен аллине памалла пулнӑ.
VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Марийка, эс пӗлетӗн-и, ҫак ҫырӑва ҫухатсан, е пӗр-пӗр ҫынна йӑнӑшпа эс мана курни ҫинчен каласа парсан, эп ӑҫта пытанса тӑнине пӗлтерсен, тӗрӗксем кунта килеҫҫӗ те мана чиксе пӑрахаҫҫӗ.
VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Рада патне нихҫан та, ним парсан та пырас ҫук!.. — тесе шухӑшларӗ.
IV. Ялав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ӑна сан пирки каласа парсан, мӗнле кӑна савӑнӗ-ха!
XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Эс кирек мӗн каласа парсан та, маншӑн эс ялан ҫакӑн пекех юлатӑн, — терӗ хӗр именсе.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кам иккенне хам каласа парсан кӑна сире.
X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Турӑ ҫӑлса хӑвартӑрах та, енчен ман пирки халӑха пӑлхатать тесе элеклесе парсан, мӑнастире те терт кӑтартӗҫ!..А если, упаси бог, на меня наклепают, что я, дескать, народ бунтую, тогда и монастырь пострадает!..
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Апат парсан, вилкӑсемпе чикӗнетпӗр! — хӑрушлӑхран пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫӑлӑннӑ пек савӑнса каларӗ тепри.— Подадут закуску, заколемся вилками! — с восторгом неожиданного спасения произнес другой.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах манӑн ҫакӑн евӗрлӗ япала пулни ҫинчен каласа парсан, эпӗ сире мӗншӗн ҫапла сыхланине ӑнланӑр эсир.Но вы поймете, почему я так предостерегаю вас, когда я вам скажу, что у меня был пример.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑна вара эпӗ эсир ответ парсан каласа кӑтартӑп.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Астӑвӑр, ҫын хӑйне никам та кансӗрлемен чухне ҫеҫ тӗрӗс шут тытма пултарать, тарӑхтарман чухне ҫеҫ ҫын хирӗҫмест, ҫӗткеленмест; хӑйӗн фантазийӗсене ыттисем туртса илмесен ҫеҫ, вӗсем лайӑххипе лайӑх маррине курма-пӗлме парсан ҫеҫ хисеплет.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.