Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑть сăмах пирĕн базăра пур.
хӑть (тĕпĕ: хӑть) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫемен, сан пӑру шырама каясчӗ хӑть! — юрланӑ пек чӳхентерсе каларӗ вӑл алӑкран.

— Сема, ты б пошел телка поискать! — певуче крикнула она с порожков.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эппин хӑть, фронта кай эсӗ!

 — Иди лучше на фронт!

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

 — Хӑть кӗсре шӑтӑкне… силленӗр, ман сирӗнпе аппаланма ерҫӳ ҫук!

— Ступайте к… мне не до вас!

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан эпир кирек хӑҫан та тата хӑть хӑш еннелле те партизанла кӗрешӳ сарса яма пултаратпӑр.

А оттуда мы в любое время и в любом направлении можем развить партизанские действия.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халех хӑть кӑнса выртам.

Пусть я издохну…

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑть эсӗ, Петро, ҫавна тӑнлантар!

 — Петро, хучь ты втолкуй ему!

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шӑмӑ чиперех-и хӑть? —

Кость цела?

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ҫыхӑр хӑть суранне.

— Перевяжите рану-то.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Артиллери нумай-и хӑть?

— Артиллерии-то много?

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсӗ хӑть хӗрлисен тӗнне йышӑнтӑн пулас-ха?

— Ты… кажется, принял красную веру?

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫара пуҫ казачкӑсем, тӑкӑрлӑксене чупса тухса, хӑть тем чухлӗ ывӑҫ тупанӗсем айӗпе тӗмсӗлсе пӑхсан та, — кӗтсе илеймӗҫ хӑйсен чӗрисемшӗн ҫывӑхран та ҫывӑх ҫыннисене!

И сколько ни будут простоволосые казачки выбегать на проулки и глядеть из-под ладоней, — не дождаться милых сердцу!

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ апла та, капла та выртса пӑхатӑп, ҫук ыйхӑ — хӑть макӑр!

Я и так перевернусь, и так лягу, а сна нету — хоть плачь!

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Темле хӑрӑка кӗтӗве ярсан та, унтан мӑнтӑр таврӑнать — хӑть тӳрех тараса ҫине тӑрат.

Хоть какую худорьбу туда выгони, а вернется каждая скотинка жирная — сразу можно на весы.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫул ҫинче хӑть те куллен пуху ирттер.

Вот ты по дороге хоть каждый день и проводи собрание.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсир хӑть мӗн тӑвӑр та, пирӗн взвод шӑвӑнать кунтан!

— Кому как, а наш взвод уходит!

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑть мӗн кала — ӗненместӗп сана!

А очень даже просто не поверю!

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Российӑна хӑть мӗнле пулсан та, темле хаклӑ ларсан та, ҫӑлса хӑвармаллах.

Спасти Россию… спасти во что бы то ни стало, любой ценой!..

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Канашлу ҫарти тата Россия ҫӗршывӗнчи сирӗн чаплӑ ятӑра хӑть мӗнле варалама пӑхнине те преступлени тесе шутлать, ҫакӑн пирки ҫарти офицерсем тата георги кавалерӗсемпе казаксем маларах каланӑ шухӑшпа пӗтӗмпех килӗшет.

Совещание заявляет, что всякие покушения на подрыв вашего авторитета в армии и России считает преступными, и присоединяет свой голос к голосу офицеров, георгиевских кавалеров и казаков.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Мелеховӑн хӑйӗн взводне хӑть арӑмне пӗр каҫлӑха парасчӗ…

— Мелехов хучь бы своему взводу на ночужку бабу пожертвовал…

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чи малтанах большевиксем влаҫа хӑйсен аллине тытса илесшӗн, кирек мӗнле условисенче те — ан тив хӑть сепаратлӑ мир туса пултӑр, — хӑйсем каланӑ пек каласан, «империализм» вӑрҫине чарса лартасшӑн, ҫӗре — хресченсен, фабрикӑсене рабочисен аллине парасшӑн.

Большевики хотят прежде всего захватить власть в свои руки, на любых условиях кончить, как они выражаются, «империалистическую» войну, хотя бы даже путем сепаратного мира, — земли передать крестьянам, фабрики — рабочим.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней