Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫын укҫипе нумаях хуҫа пулаймӑн.
Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Кун пек чух ӗҫлекенсене кун тӑрӑх тӳлесен, нумаях тавар тӑваймӑн.
Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Нумаях пурӑнаймӑп, парӑмсене тӳлесе татаймасӑр вилсе каяс марччӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Килӗ, нумаях пурӑнмӗ, хамӑр та пит кӗтетпӗр, — тенӗ ҫынсене.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, ытти хуласене те Паймук хӑмли йӑтӑнса кая пуҫларӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
«Ҫак флаконра, — шухӑшлать Моргиана, — нумаях та пулмасть, тен, туп-тулли духи пулнӑ…».Моргиана подумала, что этот флакон, быть может, еще не так давно был полон духов.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Флакон тӗпӗнче тӗссӗр шӗвек — нумаях мар; пӑхсан вӑл ахаль шывран нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть; чашкӑракан ҫӗлен пекрех, тен, унран та хӑрушӑрах пулсан та, мӗншӗн тесен вӑл — наркӑмӑш, пӗр ик ҫӗр ҫул каяллах путсӗр ӑсчах уҫнӑскер, анчах тӳрех вӗлерекенни мар.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫавӑн пекех отчет концерчӗ нумаях пулмасть Йӗпреҫри ӳнер шкулӗнче те иртнӗ.Такой же отчетный концерт состоялся недавно и в Ибресинской школе искусств.
Отчетлӑ концерт Йӗпреҫри ӳнер шкулӗнче те иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31975.html
Триптихӑн сылтӑм енче — нумаях пулмасть ҫеҫ-ха хӑйӗн чапӗпе мухтанса та мӑнаҫланса ларнӑ ватӑ юман асапланнине куратӑн..
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Нумаях пулмасть унтан иккӗмӗш ӑстрӑм вӗренсе тухнӑ.
Чӑваш тӗррин шкулӗнчен ӑстасем вӗренсе тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31926.html
Нумаях пулмасть ҫеҫ уҫнӑ марччӗ-и, халӗ унта кӗртмеҫҫӗ», — ыйтнӑ хулари «Грани» хаҫатран пӗри.Вроде недавно его открыли, а уже не пускают», — в городскую газету «Грани» поступил такой вопрос.
Стадиона солидолпа сӗрсе тухасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31895.html
Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш вӑтам шкулӑн стадионне нумаях пулмасть тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ.На стадионе новочебоксарской средней школы №8 недавно была проведена полная реконструкция.
Стадиона солидолпа сӗрсе тухасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31895.html
Лариса Петровӑн нумаях пулмасть «Мӗн ҫинчен авӑтать-ши куккук?» сӑвӑ пуххийӗ кун ҫути курнӑ.Недавно был опубликован сборник стихов Ларисы Петровой под названием «О чем кричит кукушка?»
Библиотекарьсем Лариса Петрова сӑвӑҫпа тӗлпулнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31858.html
Ӑна нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Псковра тытса чарнӑ.
18 млн тенкӗлӗх кивҫене кӗнӗ арҫынна 14 ҫултан тупнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31864.html
Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ, утнӑ сасӑ илтрӗм те алӑка уҫрӑм.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Самаях аван шалусӑр пуҫне аттен нумаях мар, анчах ҫав вӑхӑтшӑн пӗлтерӗшлӗ укҫа пурччӗ; аннем вара, — эпӗ ӑна ҫав тери юрататтӑм, — ҫывӑрмӑшран сайра тухатчӗ, каҫсене те кунсене Таса Ҫыру вуласа, ӗшеничченех кӗлӗ туса тата темӗн пирки шухӑшласа ирттеретчӗ.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
— Нумаях мар, анчах аван, — терӗ Ливингстон.
III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Нумаях пулмасть иртнӗ занятисенчен пӗрне Шупашкарти 75-мӗш ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем чӑвашсен наци апат-ҫимӗҫӗпе паллашма пухӑннӑ.
«Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫсем» клуб малалла ӗҫлет // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31751.html
Тата — ҫакна эпӗ нумаях пулмасть уҫӑмлӑн ӑнлантӑм, — куллен аптӑратакан кӑмӑл еккине пурнӑҫа кӗртсе ҫурта улӑштартӑм, унтан вара унӑн кӑткӑс капаш-ӗренкине тивӗҫлӗ ӑш-чик-тӗшӗ тупасса кӗтрӗм-шантӑм, кирек мӗн калӑр та — капаша эпир вӑрттӑн та пулин пӑхӑнатпӑрах.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Нумаях пулмасть «Мелузина» ҫинчи йӗкӗтсем темӗнле коктейльпе сӑйласа манӑн сылтӑм ал ӳтне пӑсрӗҫ, — виҫӗ сӑмахлӑ татуировка ҫырса хучӗҫ: «Эпӗ пӗтӗмпех пӗлетӗп».
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.