Поиск
Шырав ĕçĕ:
Алӑк патӗнче пӗчӗк плита, унпа юнашар — чӗриклетекен йывӑҫ кравать; ҫиттисӗр пысӑк сӗтел ҫур пӳлӗме яхӑн йышӑнать; ик-виҫӗ пукан.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кӗҫтукпа Альтук юнашар мӑшлатса ҫывӑраҫҫӗ.
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Пасарта унпа юнашар тӑрса улма сутрӑмӑр.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Макар хуллен хывӑнчӗ, алӑ ҫурӗ, сӗтел хушшине Сахрун мучипе юнашар кӗрсе ларчӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫавӑнпа вӑл хӑйне телейлӗ тесе шутлать, хӑй Макарпа ялан юнашар пулнишӗн, ӑна вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма, хавхалантарма пултарнишӗн савӑнать.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Мухаровпа Каюрова пахча ҫӗрӗ иккӗшне пӗрле вӑрманпа юнашар касса пачӗҫ.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Лавр урамра е училищӗре пӗр-пӗр хӗрпе калаҫса пынине е юнашар тӑнине курсан, Поля урсах каять, вӑл вара упӑшкине ҫынсем умӗнчех намӑслантарма та именсе тӑмасть.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Поля юнашар пӳлӗмрен кӑвак пурҫӑн халат тӑхӑнса тухрӗ, качча кухньӑна чӗнчӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Лаврпа Макар койкисем юнашар.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Уйрӑм ҫынсен сачӗсем хула хӗрринчи вӑрманпа юнашар вырнаҫнӑ.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Анчах чуна хытӑрах ыраттармалли кайран тупӑнчӗ: сеанс пуҫлансан, Акчуровпа Нагасова юнашар ларчӗҫ; япшар чӗлхеллӗ каччӑ ун ҫумнерех ларма тӑрӑшрӗ; хаваслӑ Аля ӑна хӑй ҫумӗнчен сирсе ямарӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Пулать, пӑрҫа ҫине гексахлоран сапма килмелле пулать, — терӗ юнашар ларакан Мефоди-ҫурӑ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Хура мӑйӑхлӑ маттур трактористпа юнашар Аля тӑрса пырать, вӑл тракторист хӑлхинчен темӗн кӑшкӑрса калать.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
«Беларусь» трактор виҫӗ сӳре юнашар кӑкарнӑ та тулӑ калчине сӳрелет.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ашшӗпе ывӑлӗ лутака та мӑн хырӑмлӑ, самӑр ҫынна пӳрте ҫавӑтса кӗчӗҫ те манпа юнашар лартрӗҫ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ибраев юнашар алӑка уҫрӗ те, умра вӑрӑм коридор курӑнса кайрӗ, унӑн икӗ енӗпе алӑксем.
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Акӑ, ҫырма хӗрринчех, шыв уҫлакан башньӑпа юнашар, сысна вити сарӑлса ларать.
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӗсемпе юнашар авалхи икӗ тукмаклӑ, куккуклӑ сехет ҫакӑнса тӑрать.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Малти стена ҫинче колхоз ҫӗрӗсен пысӑк картти ҫакӑнса тӑрать; сӗтелпе юнашар кӗнеке этажерки; сӗтел ҫинче шут шӑрҫи, татса уҫмалли календарь, кирлӗ хутсен тӗрки, телефон аппарачӗ; шурӑ тӑмпа шӑлнӑ стенасем ҫинче пӗр кирӗк те ҫук, вӗсем больницӑри пек таса; стенасем ҫумне ҫич-сакӑр пукан лартнӑ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Театрта эпир виҫсӗмӗр юнашар лартӑмӑр.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.