Поиск
Шырав ĕçĕ:
Виктор Андреевичпа юнашар тӑракан Альберт хускалмарӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Ҫӑварне карса, сарӑхнӑ асавӗсене ҫеҫ кӑтартса илчӗ вырӑнтан хускалмарӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Джульбарс, хӳрине айӑплӑн пӑтраткаласа, аяккалла пӑрӑнчӗ, Пират вырӑнтан та хускалмарӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Алӑк патӗнчен вырӑнтан та хускалмарӗ вӑл.
II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чӑваш ав чӗринче темле вӗри туйӑм ҫунсан та вӑтаннипе вырӑнтан та хускалмарӗ.
Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кашни ют ҫынна хӑраса кӗтекен Янтулӑн хальхинче темшӗн пӗр ҫӳҫ пӗрчи те хускалмарӗ.Яндул, привыкший опасаться любого незнакомца, на сей раз принял его совершенно спокойно.
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Янтул хӗр хӑйне пырса шеллессе е сӑмахпа та пулин йӑпатасса кӗтнӗччӗ пулас, анчах лешӗ вырӑнтан та хускалмарӗ, ҫӑварне те уҫмарӗ.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӗр тухса чупасса е хӑйне вӑрҫса тӑкасса кӗтнӗччӗ вӑл, Енчӗпек вырӑнтан та хускалмарӗ, шурса кайрӗ те мунча ҫенӗкӗн улӑм стени ҫумне таянчӗ.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Амӑшӗ вӑранмарӗ, хускалмарӗ те.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Пуҫне тутӑр пӗркерӗ те хӗр тӑруках ни тухса кайма, ни каялла сак ҫине ларма аптраса вырӑнтан та хускалмарӗ.Девушка, наскоро набросив на голову платок, вдруг растерялась, застыла па месте.
Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӗсен урапи курӑнми пуличченех никам та вырӑнтан хускалмарӗ.Никто не двинулся с места, пока телега со старостой и Ивуком не скрылась из виду.
Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Нарспи ӑна хурланса Пӑхса юлчӗ хыҫӗнчен, Хускалмарӗ вырӑнтан Савни куҫран кайиччен: «Сывӑ пулах, сывӑ пул!
Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Ҫук, хускалмарӗ ват Якур, Каларӗ тивӗҫлӗн: «Ан ур!»
XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Нар пек хӗрелчӗ хӗвел анӑҫ, Вӑл капӑрлатрӗ пӗлӗте, Ниҫта ним хускалмарӗ — тӑнӑҫ: Сас-чӳленсе вӑл тем кӗтет.
III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫавӑнпа та, ҫур сехете яхӑн калаҫрӗ пулин те, вӑл каниччен трактор вырӑнтан хускалмарӗ, Карачӑм бригадир кайсан ӗҫлеме тытӑнассине те нимпе те палӑртмарӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл питӗ ывӑннӑ е такам ҫине ҫиленнӗ пулас, Укахви пырса кӗрсен, вырӑнтан та хускалмарӗ.
XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хан хӑй вырӑнтан хускалмарӗ.
5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫуркуннеренпе ниҫта та хускалмарӗ.
3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ун пичӗ ҫинче пӗр мускул та хускалмарӗ.
2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кунта хаким япалисем, — вырӑнтан та хускалмарӗ иҫник.
21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.