Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

халиччен сăмах пирĕн базăра пур.
халиччен (тĕпĕ: халиччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Халиччен пулман ӗҫ малашне те пулмӗ-ха.

— Ничего, раньше не попадался, и теперь пронесет.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ те, халиччен пӗр ют ҫын патне пырса лекменскер, вырӑссенчен вилесле хӑраканскер, сӑмахсӑрах Ивашка тетепе калаҫса татӑлнӑ тейӗн, хуллен урама тухрӑм та пуҫӑма ун арки ҫине пырса чикрӗм.

Я же, который до сих пор не попадал к чужому человеку и до смерти боялся русских, как в полусне вышел со двора, и ноги сами понесли меня к дяде Ивашке…

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халиччен курни-илтнисем, тӳссе ирттернисем, пурӑнни — пӗр енче, Ухтиван, пӗр-пӗччен, — тепӗр енче.

Все, кто были и что было, осталось по одну сторону, а Ухтиван, один-одинешенек, — по другую.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халиччен вӑл килне те ҫитрӗ пуль ӗнтӗ.

Только он за это время, поди, уж до дому добежал.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юнашар пурӑннисем икӗ ҫӗрте, халиччен пӗрне-пӗри сайра курнисем — юнашар вырнаҫнӑ.

Те, что весь век живут бок о бок, оказались в разных концах, и наоборот, те, что видят друг друга по великим праздникам, трутся сейчас рядом.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эп ӑна халиччен кайса ҫитереттӗм те, уҫҫи хӑвӑнта пулчӗ».

Да мне не жалко, я бы и покормил, только ключ-то ведь у тебя…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Халиччен кӗл туни шута кӗмест.

А то ведь толку не будет от молебна-то.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Турӑпа ҫӳреме тухас тесен халиччен Салакайӑк малтан вулӑс правленине кайса калаҫаканччӗ, вӗсенчен пулӑшу ыйтаканччӗ.

А ведь, бывало, силком не сгонишь их на площадь; в волостное правление ходил даже святой отец за подмогой.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ӑш-чикӗнче Ухтиван темӗнле халиччен пӗлмен вӗри кӑмӑл ҫӗкленнине туять: хӑмлаллӑ сӑра хӑйӗннех тӑвать!

— Ухтиван почувствовал, что внутри у него вздымается какая-то горячая волна: хмельное пиво сделало свое дело!

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халиччен никам та асӑрхаман, никама та кирлӗ пулман Яриле сасартӑк чапа тухрӗ, паллӑ ҫын пулса тӑчӗ.

До сих пор никем не замеченный, ничем особо не отмеченный, никому не нужный, тихий, робкий Яриле вдруг стал самым известным, почетным жителем деревни.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван хӑйне халиччен ҫыхса тӑнӑ япалана сирсе пӑрахнӑ пекех туйрӗ ку сӑмахсем хыҫҫӑн.

Эти слова окрылили Ухтивана, она говорит, нам!

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халиччен никама та сив сӑмах каламанскер, кураксене тӑпра муклашкисемпе пере-пере ятлаҫрӗ тет.

В сердцах начал ругаться и кидать в грачей комьями земли, хотя до этого слыл набожным, никому слова худого не говорил.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Курман вӑл ӑна халиччен».

Не видал он его до сего дня…

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кун пек усал ӗҫ курман Силпи ялӗ халиччен.

Помоги переводом

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Турра шӗкӗр, халиччен Усал сӑмах илтменччӗ, Ҫак тарана ҫитиччен Киремет те тивменччӗ, Манӑн килӗм-ҫуртӑма Ырӑ пирӗшти пӑхатчӗ, Ырӑ пирӗшти пӑхнипе Ялта ятӑм кайманччӗ, Пӳлӗх, Хӑрпан, Ҫут Тӗнче Мана савса тӑратчӗҫ, Кӑвак Хуппи, Ҫут Хӗвел Мана тупӑш паратчӗҫ.

Помоги переводом

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Чылайчченех шывран тухмарӗҫ, Пач ҫӑвӑнман пек халиччен.

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халиччен яка калаҫакан Ятман ҫырнӑ сӑмахах йывӑррӑн вуланине Липа хӗреле-хӗреле итлерӗ.

Помоги переводом

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халиччен эс ӗҫлесе илнипе пурӑнман.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл каланинче кулӑшли те, хурланмалли те, халиччен илтни те, илтменни те нумай.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хиртен таврӑнса каллех киле пуҫтарӑнсан, Кӑтра Михала ачисене халиччен каламаннине каласа хучӗ.

Помоги переводом

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней