Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пачах ют «ӑратри» журналсене искуственнӑй майпа «пӗтӗлентерсе» йӗркеллӗ япала ҫураттараймӑн, ку паллӑ.
Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html
Вырӑссемпе тутарсен ҫакнашкалли пачах ҫук.
Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№
Шел те, ҫав вӑхӑтра вӗсене тӗрлӗ сӑлтава пула халӑхӑн пысӑк пайӗ пачах итлеме пултарайман.
Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02
— Тюменьти самантсене пачах та астумастӑп тесен те йӑнӑш пулмӗ.
Янӑратӑр ача-пӑча сасси шкулта та килте! // Луиза ВАСИЛЬЕВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
Чӗрӗп ҫурисем суккӑр, шурӑ тӗслӗ тата пачах та йӗпленчӗк мар ҫуралаҫҫӗ.
Чӗрӗп шaши тытать-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№
Елчӗк районӗнчи Патреккелте пурӑнакан Вера Сироткина хӗр чухне хула пирки пачах ӗмӗтленмен, хӑйӗн шӑпине тӑван ялпах ҫыхӑнтарнӑ.
«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Тепӗр маршруткӑна чарсан вара вӑл пачах саккуна пӑсни палӑрчӗ.
Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2893.html
Унта чунӑм пачах выртмасть.
«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Пачах урӑхла, цикллӑ философи пулнӑ.
«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
— Пачах урӑхла.
«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Кирек хӑш наци ҫынни те, пысӑк йышпа пурӑнать-и вӑл ку тӑрӑхра е пачах шутпа кӑна-и, унран пулӑшу ыйтма пултарӗ.
Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Типӗтнӗ чухне консервантсемпе пачах усӑ курманнине пура ҫак ҫимӗҫсемпе пӗчӗк ачасен апатланӑвӗнче те усӑ курма пулать.
ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
Чӑннине калатӑп: пӗрремӗш вӑйӑ пачах та килӗшмерӗ, мӗншӗн тесен унтан эпӗ каланине «касса кӑларнӑ».Говорю правду: первая игра совсем не понравилась, потому что в ней "вырезали" мои реплики.
Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
«КВН — питӗ кӑсӑклӑ тытӑм, унта нимӗнле хирӗҫӳ те ҫук. Пачах урӑх тӗнче вӑл: унта юлташ-пӗлӗш нумай. Хаваслисемпе тавҫӑруллисен клубӗ оратор искусствине тата ытти пултарулӑха аталантарать. КВН ҫынна хӑйне пӗтӗм енчен уҫма, ҫитменлӗхӗсенчен хӑтӑлма пулӑшать», — тет РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Раҫҫей патшалӑх службин тата халӑх хуҫалӑхӗн академийӗн /РАНХиГС/ Шупашкарти филиалӗнчи «ЧФ РАНХиГС» КВН командин хастарӗ Иван Щирий.
Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Академи ертӳҫи унпа пачах килӗшмест.
Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Хальччен судпа пачах та айӑпланман, кӳрши-арши ун пирки ӳпкелешсе калаҫман...
Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11
Ку вӑхӑтра аттен хӑлхи пачах илтместчӗ ӗнтӗ.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
— Мӑшӑрпа пӗр ӗҫре вӑй хуракансене пачах ӑмсанмастӑп.
Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
Кун-ҫул парнеленӗ ҫыннӑмсем эпӗ артист профессине суйласса пачах шухӑшламан.Подарившие мне жизнь люди совсем не думали, что я выберу профессию артиста.
Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
Чӑн та, ҫав самантсенче пӗр-пӗринчен уйрӑлса каясса пачах та чухламан.
Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№