Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

савӑнӑҫлӑн сăмах пирĕн базăра пур.
савӑнӑҫлӑн (тĕпĕ: савӑнӑҫлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сирӗн — ангелӑнни пек! — тесе хунӑ Фома савӑнӑҫлӑн, ҫутӑлса кайнӑ куҫӗсемпе ун ҫине пӑхса.

— У вас — как у ангела! — восторженно объявил Фома, глядя на нее сияющим взглядом.

V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ӑҫтан эп пӗлнӗ кӑна! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса янӑ Фома.

— Я так и знал! — с радостью вскричал Фома.

V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унӑн пӗчӗкҫӗ куҫӗсем савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатнӑ.

Глазки его сверкали торжеством.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан, платьине майланӑ май, Фоман шлепке тытса усӑнса тӑракан аллине ӑнсӑртран сӗртӗнсе илнӗ, вара Фома, хӑйӗн алли ҫине пӑхса, именчӗклӗн, савӑнӑҫлӑн кулса янӑ.

И, оправляя платье, нечаянно погладила рукой своей опущенную руку Фомы, в которой он держал шляпу, что заставило Фому взглянуть на кисть своей руки и смущенно, радостно улыбнуться.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫирӗктӑрри-кайӑксен ушкӑнӗ, сывлӑшра чӑрсӑррӑн та савӑнӑҫлӑн чӗвӗлтетсе, сад урлӑ вӗҫсе кайнӑ.

Стая чижей пронеслась над садом, рассыпав в воздухе задорно веселый щебет.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Питӗ, питӗ те тав тӑватӑп! — именчӗклӗн, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса янӑ тырӑ илекен.

— Это, благодарю вас! — смущенно и радостно вскричал приемщик…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Савӑнӑҫлӑн, уҫӑ саслӑн кӗрлекен ӗҫ шавӗ, ҫурхи ҫутҫанталӑкӑн хӗвелпе хавасланса йӑлтӑртакан ҫамрӑк илемӗ — ҫаксем пурте ҫӗкленӳллӗ вӑйпа тулса тӑнӑ, Фома ӑшчикне ыррӑн, тутлӑн чӳхентернӗ, палӑрсах ҫитеймен ҫӗнӗ туйӑм-кӑмӑлсем вӑратнӑ.

Веселый, громкий шум труда, юная красота весенней природы, радостно освещенной лучами солнца, — всё было полно бодрой силы, добродушной и приятно волновавшей душу Фомы, возбуждая в нем новые, смутные ощущения и желания.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӗрарӑмсем юрӑ юрланӑ, арҫынсем шӳт тунӑ, пӗр-пӗринпе савӑнӑҫлӑн ятлаҫса илнӗ, матроссем, хӑйсене хӑйсем йӗрке кӳрекенсем вырӑнне картса, ӗҫлекенсем ҫинелле кӑшкӑркаланӑ; каҫма хӑмисем, урасен айӗнче авӑнса, шыв ҫинче йывӑррӑн шаплатса тӑнӑ, ҫыран хӗрринче утсем кӗҫеннӗ, урапасем хӑйӑлтатнӑ, кустӑрмасен айӗнче хӑйӑр чӑкӑртатнӑ…

Бабы пели песни, мужики шутили и весело поругивались, матросы, изображая собою блюстителей порядка, покрикивали на работавших, доски сходень, прогибаясь под ногами, тяжело хлюпали по воде, а на берегу ржали лошади, скрипели телеги и песок под их колесами…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсем хӑвӑрт та савӑнӑҫлӑн пынӑ, мӗншӗн тесен, пурин те кӑмӑлсем тулӑмлӑ пулнӑ.

Плыли быстро и весело, потому что все были довольны.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вара, йӗри-тавра чӑл-пар саланса, тарса йытӑнӗччӗҫ, каярах, пӗрле пухӑнса, куҫсене савӑнӑҫлӑн, хӑюллӑн ялкӑштарса, хӑваланӑ чух камӑн мӗнле туйӑм пулнине, сад тӑрӑх вут хыпнӑ пек хӑвӑрттӑн чупса пынӑ чух кам мӗскер курнине, кула-кула, пӗрне-пӗри каласа парӗччӗҫ.

От крика они разлетятся в стороны и исчезнут, а потом, собравшись вместе, с горящими восторгом и удалью глазами, они со смехом будут рассказывать друг другу о том, что чувствовали, услышав крик и погоню за ними, и что случилось с ними, когда они бежали по саду так быстро, точно земля горела под ногами.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ну, мӗнле, шкул кӑмӑла кайрӗ-и? — ыйтнӑ Игнат, ывӑлӗн ҫуталса кайнӑ хаваслӑ пичӗ ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса.

— Ну что, понравилось в училище? — спрашивал Игнат, с любовью глядя на румяное и оживленное лицо сына.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Аялта, палуба ҫинче, шыв алхасса сирпӗннӗ, матроссем савӑнӑҫлӑн кулнӑ…

А внизу, на палубе, игриво плескалась вода и матросы весело смеялись…

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӑрахут ҫинчи команда ачана юратнӑ, вӑл хӑй те ҫав маттур йӗкӗтсене, хӑйпеле савӑнӑҫлӑн шӳт тума юратаканскерсене, хӗвелпе, ҫилпе кӗренленсе кайнӑскерсене, юратнӑ.

Команда парохода любила его, и он любил этих славных ребят, коричневых от солнца и ветра, весело шутивших с ним.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӗвел ҫак ватсупнӑ, хӑршӑлнӑ, анчах ҫамрӑк чунне ҫухатман ӳт-пӳ ҫине, ҫак ватӑ пурнӑҫ ҫине, хӑйӗн вӑйӗ-пӗлӗвӗ ҫитнӗ таран ачасен пурнӑҫ ҫулне илемлетекен ҫын ҫине савӑнӑҫлӑн, ачашшӑн пӑхнӑ…

Солнце ласково и радостно светило ветхому, изношенному телу, сохранившему в себе юную душу, старой жизни, украшавшей, по мере сил и уменья, жизненный путь детям…

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Кӑна мӑнакку каласа пачӗ-и? — ыйтнӑ Игнат, ҫӗкленсе кайнӑ ачи ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса.

— Это тебе тетка, что ли, рассказала? — спросил Игнат, любуясь оживлением сына.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унпала юнашар савӑнӑҫлӑн кулса Ивась тӑрать, ун пирки эпӗ класра ҫапӑҫса та илнӗччӗ.

А рядом с ним стоит и улыбается Ивась, из-за которого я дрался в классе.

7. Каллех Ображеевкӑра // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хам ҫуралнӑ район ҫыннисем мана ҫакӑн пек савӑнӑҫлӑн кӗтсе илни мана пӗтӗмпех пӑлхатса ячӗ.

Я глубоко взволнован неожиданной встречей, устроенной мне земляками.

7. Каллех Ображеевкӑра // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫынсем пурте савӑнӑҫлӑн кулаҫҫӗ, мана чечек ҫыххисем параҫҫӗ.

Люди улыбаются, протягивают мне цветы.

7. Каллех Ображеевкӑра // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Семен Алексеевич мана савӑнӑҫлӑн та ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илет.

Семён Алексеевич встречает меня тепло и радостно.

3. Семен Алексеевич Лавочкин патӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫак вӗҫев хыҫҫӑн вӑл ырханлансах кайнӑ, анчах унӑн куҫӗсем савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатса пӑхаҫҫӗ.

Он даже осунулся за этот вылет, но глаза его радостно блестят.

18. Берлин ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней