Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫавӑнтах (тĕпĕ: ҫавӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫавӑнтах темле ешӗк ҫине ларчӗ те, планшетне кӑларса, картти ҫине васкавлӑн паллӑсем тума тытӑнчӗ.

Он тут же присел на какой-то ящик и, вытащив планшет, начал торопливо делать пометки на своей карте.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Манӑн мӗнпур ӗҫ, Андрей, ҫак пӳрне пирки пуҫхӗрлӗ ҫаврӑнса кайрӗ, — йывӑррӑн сывласа хирӗҫ каларӗ те Умрихин, ҫавӑнтах хӑйӑлтатса кулса ячӗ.

— Все дела, Андрей, из-за этого пальца пошли теперь у меня наперекосяк, — ответил Умрихин, вздохнув, и тут же хрипловато засмеялся.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Петя вара ҫавӑнтах утиял айӗнче ӗсӗклесе выртакан шӑллӗне чӑмӑрӗпе чышса кӑшкӑрса тӑкрӗ:

Петя сразу же ткнул кулаком брата, всхлипывающего под одеялом, и прикрикнул на него:

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл ҫавӑнтах, пӗр вӗҫӗмсӗр перес тесен, автомата мӗнле тумаллине уҫҫӑн аса илчӗ.

Она тут же ясно вспомнила, как переключить автомат, чтобы стрелять непрерывно.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫавӑнтах пӗр тунмасӑр хӑйӗн юлташӗсене пӗлтерчӗ:

И тут же откровенно пожаловался однополчанам:

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫавӑнтах вара рабочисем ман танк ҫинче пирӗн бригада валли ҫыру ҫырчӗҫ.

И тут же рабочие написали на моем танке письмо для нашей бригады.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пурте ҫавӑнтах Дубровка тавра кӗпӗрленсе тӑчӗҫ.

Все тут же столпились вокруг Дубровки.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Гитлерӑн куҫӗсем таврана пӑхнине асӑрхануллӑн сӑнаса тӑракан Боок генерал ҫавӑнтах унӑн пуҫӗнче мӗнле шухӑшсем вӗлтлетсе иртнине чухласа илчӗ:

Осторожно наблюдая за выражением лица Гитлера, генерал Боок немедленно уловил его мимолетную мысль.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лена кашӑкне те алла тытрӗ, анчах ҫавӑнтах ӑна котелок ӑшне пӑрахрӗ.

Лена взялась было за ложку но тут же опустила ее в котелок.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах ҫавӑнтах ҫӗре персе аннӑ та ҫӗр пӳртелле шунӑ, тепӗр темиҫе секундран вара тӑнне ҫухатнӑ; ҫӑварӗнчен юн тапса тухнӑ.

Он тут же грохнулся наземь и пополз в землянку, но через несколько секунд потерял сознание: из горла ручьем хлынула кровь.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑтӑр пӗрремӗш снаряд пырса лексен, Загрудько танкӗ пӗтӗмпех шӑтса хуралса пӗтрӗ, вӑл текех хирӗҫлеме пултараймарӗ, ҫавӑнтах вӑрманти сӑмала юхтаракан савӑт пек мӑкӑрланма пуҫларӗ…

Танк Загрядько, весь избитый и почерневший, потерявший способность сопротивляться, вдруг задымил густо, как лесная смолокурня…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗр танк сиенленсе ҫавӑнтах чарӑнса ларчӗ, пӗр вырӑнта туртӑнкаласа илчӗ, ыттисем вара нимӗҫсен танкӗсене хирӗҫ перекен артиллерипе пӗр тан мар ҫапӑҫӑва кӗрсе, хир тӑрӑх сапаланса кайрӗҫ.

Один танк, сразу же получив тяжелые раны, остановился, задергался на одном месте, а остальные заметались по полю, вступив в неравную схватку с немецкой противотанковой артиллерией.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Паллах, эпӗ шӑпланатӑп, аслӑ сержант юлташ, — ҫавӑнтах сассине пусарса каларӗ Кривцов.

— Конечно, я замолчу, товарищ старший сержант, — сразу стихая, ответил Кривцов.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Йытӑсем ҫавӑнтах хӳрисене кӑмӑллӑн пӑлтӑртаттарса илчӗҫ те каллех хӑйсен вырӑнӗсене лӑпланса выртрӗҫ.

Собаки сразу же приветливо повиляли хвостами и улеглись на свои места.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗсен батальонӗ передовойра тӑнӑ вӑхӑтра, Андрей хӑйӗн Ольховкипе тӑванӗсем ҫинчен час-часах аса илме ерҫеймен: иртнӗ мирлӗ пурнӑҫри пӗр-пӗр самант асне килнӗ те, снаряд ҫурӑлнӑ чухне ҫулӑм ялтлатса илнӗ пек, ҫавӑнтах сӳннӗ.

Когда батальон стоял на передовой, Андрею некогда было часто вспоминать об Ольховке и родных: мелькнет какая-нибудь картина из прежней мирной жизни — и сразу погаснет, точно вспышка при взрыве снаряда.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Рубина ӑсатса ярсан, Озеров ҫыру ҫырма пуҫларӗ, анчах ҫавӑнтах Петя Уралеца: — Вознякова чӗнсе кил! — тесе хушса хучӗ.

Отпустив Рубина, Озеров взялся за письмо, но тут же оторвался и приказал Пете Уральцу: — Позови Вознякова.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Батюков, хӑй Бородин аллинчен хаҫата туртса илнине чухласан, ҫавӑнтах ӑна каялла пачӗ.

Батюков увидел, что вытащил из рук Бородина газету, и тут же вернул ее обратно.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗрарӑмсем халь анчах Геройсем патӗнчен хӑпса кайрӗҫ, вӗсем ҫавӑнтах туратлӑ тулӑ патнех каясшӑнччӗ, вӗсен тимлӗхне сурах ӗрчетес ӗҫри ӑстаҫӑсем ҫавӑрса илчӗҫ; сурӑх ӗрчетекен фермӑна епле илемлӗн ӳкерсе илнӗ: вӗсен кӗтӗвӗсем, ҫӳремелли вырӑнӗсем, йыттисем, пӗчӗк вагонӗсем, чабанӗсем — пурте пур кунта!

Только что женщины хотели направиться все туда же, к ветвистой пшенице, как их внимание привлекли овцеводы: до чего ж таки красиво была заснята овцеводческая ферма, со всеми ее кошарами, выпасами, собаками, вагончиками и чабанами.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Туратлӑ пучахсем патне Варвара Сергеевнӑна магнит пек туртрӗ; вӑл Глашӑна хул айӗнчен тытрӗ, хӑйӗн пысӑк та хӑюллӑ утӑмӗпе пӗр стенд ҫине те пӑхмасӑрах утса кайнӑ пулӗччӗ, эрех тӑвас ӗҫри чапа тухнӑ маҫтӑрсен стенчӗ умӗнче делегатсен чылай пысӑк ушкӑнӗ кӗпӗрленсе тӑнӑ ҫӗре те пырса пӑхман пулӗччӗ, — ку стенда тулли бутылкӑсем купаласа хунӑ та вӗсем, аялтан ҫутатнипе, тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫавӑнтах тата пичкерен кӗрен эрех пӗр тӑкӑнмасӑр стакана юхса тӑрать.

Варвару Сергеевну потянуло к ветвистым колосьям; взяв Глашу под руку, она ни за что бы не взглянула ни на один стенд, даже на стенд искусных кубанских виноделов, возле которых толпилась порядочная кучка делегатов, — там, просвеченные снизу, искрились разных цветов бутылки, сложенные высоким курганом, и тут же из бочонка в стакан текло и не проливалось розовое вино.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӗсем акӑ мӗнрен кулаҫҫӗ: чылай ҫула ҫитнӗ хӗрарӑм шӑтӑка йывӑҫ лартнӑ чухне хӑйӗн мӑнтӑркка пӗвӗпе ҫынсен куҫӗсенчен пытанмалла ҫавӑрӑнать, вара тымарсене тӳрлете-тӳрлете, ҫавӑнтах йывӑҫа хӗрес хывса илет.

Дело в том, что пожилая женщина ставила деревцо в ямку и, поворачиваясь своим грузным телом так, чтобы укрыться от людских глаз, засыпала корешки и тут же украдкой крестила стебель.

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней