Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хамӑн (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Итле, Гек, эпӗ сана уншӑн хамӑн шӑла паратӑп.

— Слушай, Гек, я тебе отдам за него свой зуб.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Томӑн аллисем шӑнана ярса тытасшӑн кӗҫӗтсех тӑраҫҫӗ пулин те, кӗлӗ вӑхӑтӗнче ун пек тума хӑймасть, вӑл, ун пек хӑтлансан, хамӑн чуна ӗмӗрлӗхех пӗтерсе хурӑп, тесе шутланӑ.

Как ни чесались у Тома руки поймать ее, они на это не поднимались: Том верил, что в один миг загубит свою душу, если выкинет такую штуку во время молитвы.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эсӗ ху, Томас, хӑҫан та пулин чаплӑ ҫын пулса тӑрӑн; ҫавӑн чух вара эсӗ каялла ҫаврӑнса пӑхӑн та ҫапла калӑн: ҫакӑн пек пулса тӑма мана вырсарникунхи калама ҫук ырӑ шкул пулӑшрӗ, вӑл шкула эпӗ ача чухне ҫӳренӗччӗ, ҫакӑн пек пулса тӑма мана манӑн хаклӑ учительсем пулӑшрӗҫ, вӗсем мана тӑрӑшса ӗҫлеме вӗрентрӗҫ; ҫакӑн пек пулса тӑма мана ырӑ директор пулӑшрӗ, вӑл эпӗ тӑрӑшнине ырласа, мана астуса пӑхса тӑчӗ; манӑн хамӑн библи пултӑр тата вӑл библи яланах хам ҫумра пултӑр тесе, директор мана шутсӑр хитре хуплашкаллӑ тӗлӗнмелле аван библи пачӗ; ҫакӑн пек пулса тӑмашкӑн мана тӗрӗс вӗрентсе ӳстерни пулӑшрӗ тесе калӑн.

ты и сам когда-нибудь станешь хорошим человеком, большим человеком, Томас, и тогда ты оглянешься на пройденный путь и скажешь: «Всем этим я обязан тому, что в детстве имел счастье учиться в воскресной школе, — моим дорогим учителям, которые показали мне дорогу к знанию, моему доброму директору, который поощрял меня, следил за мной и подарил мне прекрасную Библию — роскошную, изящную Библию, которая станет моей собственностью и будет храниться у меня всю жизнь, — и все это благодаря тому, что меня правильно воспитывали!»

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ сире каласшӑн: хамӑн умра ҫавӑн чухлӗ савӑнӑҫлӑ, тап-таса, пӗчӗк ача пит-куҫӗсене курсан, манӑн кӑмӑл питӗ савӑнать, вӗсем ырра, чӑнлӑха вӗренесшӗн ҫак таса стенасем ӑшне пуҫтарӑннӑ.

Мне хочется сказать вам, как приятно видеть, что столько чистеньких веселых детских лиц собралось здесь для того, чтобы научиться быть хорошими.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эпӗ сана хамӑн пӗтӗм улмана паратӑп.

— Я все яблоко тебе отдам!

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ сана хамӑн шурӑ шарика паратӑп!

Я тебе подарю белый с мраморными жилками!

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Манӑн хамӑн та пичче пур, санӑннинчен те пысӑкрах, вӑл санӑн пиччӳне ав ҫав хӳме урлӑ та тытса пеме пултарать.

У меня тоже есть брат, еще постарше, возьмет да как перебросит твоего через забор!

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ хамӑн пиччене каласа кӑтартатӑп.

Вот скажу моему старшему брату.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пур ачасемшӗн те праҫник пулакан вырсарникун ӑна ӗҫлеттерни лайӑх мар пулин те, урӑхла май ҫук: ӗҫе вӑл тӗнчере темӗнрен те ытларах кураймасть, манӑн хамӑн тивӗҫе хӑҫан та пулин пурнӑҫа кӗртес пулать, унсӑрӑн эпӗ пӑсса пӑрахатӑп ачана.

Жалко заставлять мальчика работать, когда у всех детей праздник, но работать ему всего тяжелей, а мне надо исполнить свой долг — иначе я погублю ребенка.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ хамӑн мӗн тумаллине тумастӑп, мана уншӑн турӑ каҫартӑр.

Не выполняю я своего долга, что греха таить!

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тӗрӗссипе, пӗрремӗш хут курсанах хамӑн та вӑл 9 теҫетке урлӑ каҫнине ӗненесех килмерӗ.

Честно говоря, с первого взгляда я и сам не поверил, что он перевалил за 9 десятков.

Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.05.07

— Хальхинче эп хӑна тӑвӑп, манӑн хамӑн та сим пыл пур! — куҫне-пуҫне вылятрӗ Мархва.

— На этот раз я сам его угощу, у меня самого тоже имеется медовуха! — кивнула головой Марфа.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Манӑн хамӑн та икӗ ывӑл, кӗҫӗнни Саша хальхи вӑхӑтра Ульяновскри Сывлӑш-десант ҫарӗн чаҫӗнче салтакра.

Помоги переводом

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

— Хӑвах пӗлетӗн: эпӗ ӑна хамӑн пенси шучӗпе 50 экземпляр кӑна пичетлеттертӗм.

Помоги переводом

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Хамӑн Нарспипе Сетнер ҫӗршывне — Пушкӑрт тӑрӑхне каяс килетчӗ, Самар ен те хӑй патне туртатчӗ…

Помоги переводом

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Ӑна хамӑн мӑнукӑм пекех юрататӑп та.

Я же его люблю как собственного внука.

Урхамах туянса парсан-и? // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016,04,07

Эпӗ хамӑн демократие ҫул парас, сӑмах ирӗклӗхне ҫирӗплетес тата аталантарас ҫул-йӗре ҫирӗппӗн тытса пыратӑп.

Я подтверждаю свою верность курсу на демократизацию, укрепление и развитие свободы слова.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Тата хамӑн хӗрача та калакалать: «Умоляю тебя, будь же немного серьезной».

Помоги переводом

Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19

Анчах хамӑн ман телевизор ҫук.

Помоги переводом

Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19

Хамӑн ПТК карточкине таҫти мура персе чикнӗ хыҫҫӑн тепре туянасси пирки шухӑшланӑччӗ, анчах пуҫлӑхсем савӑнтарчӗҫ — ахаль карточкӑпа та тӳлеме май пуса панӑ терӗҫ.

После того как засунул черт знает куда свою карточку ПТК, подумал о приобретении другой, но руководители порадовали - сказали, что сделали возможность платить и обычной карточкой.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней