Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫавӑнтах (тĕпĕ: ҫавӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вару-хырӑму анас-мӗн тусан — ҫавӑнтах тӳрлетсе ярӗ.

На случай вылезет грызь — вправит.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавӑнтах, тӗлӗнсе каймалла хӑвӑрт, Мирон Григорьевич Коршунова хутор атаманне ҫуйларӗҫ.

С диковинной быстротой был тут же избран атаманом Мирон Григорьевич Коршунов.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах Мишка, ачаш тунсӑхлӑн та ҫемҫен кулкаласа, ҫавӑнтах тӳрлетрӗ:

Но Мишка, томительно и нежно улыбаясь, поправил его:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ыттисем юрра ҫавӑнтах ярса илчӗҫ; виҫҫӗшӗ виҫӗ тӗрлӗ сасӑпа хӗрарӑмсен ҫак хурлӑхлӑ, айванла хуйхӑ-суйхӑпа касӑлнӑ салху юррине чӳхентерсе шӑрантараҫҫӗ:

Остальные подхватывали и вместе с ней в три голоса искусно пряли эту бабью, горькую, наивно-жалующуюся песню:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казак ҫавӑнтах пӑлтӑра вӑркӑнса кӗчӗ, алӑка хыттӑн туртрӗ.

Казак вбежал в сени, рванул дверь.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ним йӗрки ҫук! — ҫӑра хулӑн сасӑпа мӗкӗрсе ярать ҫавӑнтах Старобельский.

— Безобразие! — затрубил горластый и шумоватый Старобельский.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анна ҫавӑнтах ун патне чупса пычӗ; пӗтӗм сӑн-пичӗ хӑйӗн хӗрхенӳллӗ те виҫеллӗ кулӑпа йӑлкӑшса ҫиҫет.

Анна стремительно пошла к нему; она вся светилась скупой, сдержанной улыбкой.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тӑмпай! — тар пек хыпса илчӗ ҫавӑнтах Пантелей Прокофьевич.

— Дурак! — порохом пыхнул Пантелей Прокофьевич.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Турккӑ юлашки!.. — ҫавӑнтах лаплаттарса хучӗ Озерова.

— Турка проклятый!.. — с живостью отозвалась Озерова.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бравоссио — ҫӑвар автанла авӑтса ячӗ пухуран пухӑва ҫӳреме юратакансенчен пӗри, подъесаул Шеина ҫавӑнтах тепӗр чин хушса парса.

Брависсимо! — гимназическим петушиным баском кукарекал кто-то из завсегдатаев галерки, сразу даря подъесаула Шеина лишним чином.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вунӑ минутлӑха перерыв тума сӗнӳ пулчӗ, анчах ҫавӑнтах, шӑв-шав лӑпланса ҫитсен, Подтелков пӑчӑхса ӑшӑрханӑ халӑх ҫине кӑвар пек вӗри сӑмахсем ывӑтрӗ:

Поступило предложение устроить перерыв на десять минут, но сейчас же, как только восстановилась тишина, Подтелков кинул в жарко согретую толпу:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйсен хуторӗсене курсан, Григорин усӑнарах тӑракан хура мӑйӑхӗ ҫавӑнтах ӑшӑ кулӑпа чӳхенсе илчӗ.

Григорий увидел хуторян — и вислые воронено-черные усы его дрогнули в улыбке.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук ҫавӑнтах вӗткеленсе ӳкрӗ, чӑматанне хӑвӑрт хатӗрлесе, ҫиеле амӑшӗ ҫуса хатӗрленӗ аялти кӗпе-йӗмне хучӗ, питне ыратнӑ чухнехи пек пӗркелентерсе, пальто тӑхӑнчӗ.

И Бунчук засуетился, быстро собрал чемодан, кинул сверху пару выстиранного матерью белья, — болезненно морщась, натянул пальто.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Макеевка патӗнче есаул Чернецов ураран ӳксе тӑрӑшать; казаксен 58-мӗш регулярнӑй полкӗн чаҫӗсем те ҫавӑнтах тӑраҫҫӗ-ха.

В Макеевском районе подвизался есаул Чернецов, там же находились и части регулярного 58-го казачьего полка.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Петроградран илсе тухнӑ Лейб-гварди Атамански тата Лейб-гварди Казак полкӗсене те ҫавӑнтах янӑ.

Туда же в свое время были отправлены из Петрограда Лейб-гвардии Атаманский и Лейб-гвардии Казачий полки.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лагерь кӗр-кӗр кӗрлесе тӑнӑ: кӑштах сыпнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем пухӑнса пӗр ҫаврашка пулса тӑчӗҫ те, арҫын сасси юрӑ пуҫларӗ: «Казакӗ пынӑ улӑх тӑрӑх», ҫавӑнтах юрра вӑйлӑ ушкӑн сасси ярса илет: «Ку-бань уй-хирсем тӑрӑх…», лере, шавлӑ ушкӑн варринче, ухлатса, тӑпӑртатса, ура хуҫса ташланипе ҫӗр чӗтренсе тӑрать.

А лагерь шумел и гудел: там подвыпившие мужчины и женщины собрались в круг, и мягкий тенор запел: «Ска-а-а-кал ка-а-зак чере-е-ез до-о-о-лину», а мощный хор тут же подхватил: «Че-е-ерез куба-а-нские по-о-ля…», там, в шумном собрании, кто-то ухал и выбивал ногами такую частую дробь, выделывал такие колена и присядки, что дрожала земля.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Афанасий куҫӗсемпе тӗл пулсан вӑл, ӑна ҫилленсе пуҫ сӗлтрӗ, анчах ҫавӑнтах аллине сулчӗ.

Когда встретился с глазами Афанасия, тот сердито кивнул ему головой, но тут же помахал рукой.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Калас пулать, кӗсрене те килӗшрӗ ҫав симӗс калча, — вӑл тутанса пӑхас шутпа чӗлпӗрне туртса пуҫне пӗкнӗччӗ ҫеҫ, ҫавӑнтах ҫилхерен пушӑ пырса та тиврӗ, хырӑмӗнчен тапса илчӗҫ.

Надо заметить, что кобыле зеленя тоже понравились, — она уже хотела их отведать, потянула поводья и наклонила голову, но получила пинка в бок и плетку по гриве.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫавӑнтах урӑхла калаҫу пуҫланать…

И сразу начинается другой разговор…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫавӑнтах Сергей Анфисӑна курчӗ.

Сергей увидел Анфису.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней