Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Эппин сăмах пирĕн базăра пур.
Эппин (тĕпĕ: эппин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эппин, вӗсене те каҫарас пулмасть.

И их нечего миловать.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эппин, ӑҫтан пӗлтӗн еврейкине?

— А почему догадался, что я — еврейка?

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Кала эппин: сан шутпа мӗн кирлӗ, Подтелков?

— Как же, Подтелков, по-твоему?

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эппин вара пурте ҫаплах юлать…

— И будет одно и то же…

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ирина ним чӗнмесӗр: «Ну, пулӑшам эппин», — тенӗ пек йӑл кулчӗ те сӗтел ҫинчен хутпа кӑранташ илчӗ.

Ирина молча взяла карандаш и бумагу и улыбнулась, будто говоря: «Ну, давай, помогу что-ли».

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эппин каласа парам сана, — терӗ Кондратьев.

— Так я тебе скажу, — продолжал Кондратьев.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Апла, эппин, — терӗ Нестеров, пухури ҫынсене ҫирӗп пӑхса ҫаврӑнса, — Глафира Федоровна Несмашная юлташшӑн сасӑлатпӑр.

— Значит так, — сказал Нестеров, обводя собрание строгими глазами, — будем голосовать за Глафиру Федоровну Несмашную.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Апла эппин

— Н-да…

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ну, хура куҫӑм, шуралтӑн эппин! — терӗ савӑнӑҫлӑн Савва.

— Ну, черноокая, побелела! — сказал он.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Итлесемӗр эппин мана, эпӗ хушнисене пурнӑҫлӑр!

Слушайтесь же и исполняйте мои приказания!

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Казак теҫҫӗ эппин? — ыйтрӗ Бунчук, ӑшшӑн йӑл кулса.

Улыбаясь, Бунчук спросил: — Так говорят, что — казак?

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кала-ха эппин, Пугач казак-и, казак мар-и?

Скажи-ка тогда, Пугач из казаков?

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Кала-ха эппин: Учредительнӑй пуху мӗнрен начар? —

— А ну, скажи: чем плохое Учредительное собрание?

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ҫук, эппин?

— Нету, значит?

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Кашкӑртан тарса упана ҫулӑхатпӑр эппин! — нумайӑшӗн шухӑшне каласа хучӗ тӑсланкӑ Борщов.

— Из огня да в полымю! — высказал долговязый Борщев общую для большинства мысль.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пуҫла эппин, Эрхип!

Заводи, Архип!

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ну, тӑваттӑ пултӑр эппин, — пӗрех мар-и-ха вара: пӗчӗк татӑках мар вӗт?

— Ну, все одно, хучь и четыре, — рази мал кусок?

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эппин, хамӑр казаксене йӑнӑшма парас марччӗ, ҫав йӑнӑшсем вӗсене хӑйсенех каялла пырса ҫапӗҫ.

Так давайте же удержим своих казаков от ошибок, за которые им придется впоследствии нести расплату.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эпӗ ҫавӑн чух, урӑхла каласан, ҫитес ҫапӑҫусенче, граждан вӑрҫинче эппин, — ҫав вӑрҫӑ пур пӗр пулассине халь тин ӑнланса илтӗм эпӗ, — хамӑра шанчӑклӑ казак кирлӗ пуласси ҫинчен калатӑп.

— Я говорю, что тогда, то есть в будущих боях, в гражданской войне, — я только сейчас понял, что она неизбежна, — и понадобится верный казак.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ответ пулсан та, ӑссӑр эппин.

— А если и ответ, то неумный, во всяком случае.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней