Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кашкӑр сăмах пирĕн базăра пур.
кашкӑр (тĕпĕ: кашкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн ҫинчен ӗмӗтленнӗ-и вӑл Кашкӑр Мӗтри патне хыпаланса кайнӑ чухне.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кашкӑр Мӗтрине юлташлӑх укҫи ӑҫта упраннине кайса пӗлтерсе, яла пирвай — милиционерсем, каярах — Крапивин килмелле тунӑ хыҫҫӑн, ӑна ун чухне самантлӑха кӑна курчӗ пулин те, Сӑпани тек ӗнтӗ Хӗлимунсӑр пурӑнма пултараймассӑнах туйрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани ялта Ҫӑпата Матви пуҫарнипе ниме ушкӑнӗ йӗркеленни, ҫакӑ Кашкӑр Микулине шутсӑр тарӑхтарни ҫинчен каласа пачӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кашкӑр Микули куҫ вӗҫертмест вӗсенчен.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗлӗнтермӗш этем, епле тапса сикрӗн ҫав ӑҫтиҫук Кашкӑр ҫурине курсан…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла туни чухах пулчӗ-мӗн: тӑрантаспа Кашкӑр Микулин аслӑ ывӑлӗ, купцана тухнӑ Мӗтри, килетчӗ иккен.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сых енне хыҫалалла ҫаврӑнкаласа пӑхсах утнӑ май (ара, хӑй тахҫан Кашкӑр Микулине хӗрлӗ автан ярса хӑварнӑ яла килет-ҫке, ҫитменнине, пӗр кутамкка хаҫат, кӗнеке, листовка йӑтнӑ), шӑп масарпа усрав вӑрман хушшине кӗрсен, Вӑрманхыҫ енчен хӑйне темле ҫатан урапа хӑваланине асӑрхарӗ те вӗлт ҫеҫ пӑрӑнчӗ сылтӑмалла, ҫамрӑк юманлӑхри шӗшкӗ тӗмӗсем хушшинелле.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав вӑхӑтра вӑл Альтюка Кашкӑр Алюшӗ вӑйпах арӑм тунине пӗлчӗ те, пурнӑҫ ҫулӗ пач кукӑрӑлса-арпашӑнса пӗтрӗ хайхискер.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, Кашкӑр Мӗтри ман пирки урӑх нимех те ҫирӗплетсе калама пултарайман-тӑр».

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Кашкӑр Мӗтри Экеҫ ҫынни иккенне Валетпа Йысна текен хурахсем ӑҫтан пӗлеҫҫӗ?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чим, ку Кашкӑр Микулин аслӑ ывӑлӗ Мӗтри-иҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ку вӑл нумая пымарӗ, шӑпах ҫавӑн хыҫҫӑн хурахӗсене те, Кашкӑр Микулипе Пикмӑрсана та тытса кайрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

…Ун хыҫҫӑн Сӑпани Кашкӑр Мӗтрине пасарта тепре ҫу варринче тӗл пулнӑччӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗтри эпӗ, Кашкӑр Микулин аслӑ ывӑлӗ, — аса илтерчӗ ҫын.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кашкӑр Микули халӗ таҫта Ҫӗпӗрте пурӑнать тет, Сӑпани ашшӗнчен Пикмӑрсаран вара пӗр сас-хура пулмарӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара тӳсеймен — Кашкӑр Микулин арман пӗвине сиксе вилнӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑнсӑртран паллаштарман курӑнать вӗсене Кашкӑр Мӗтри.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑлӑх ӳснӗ Хӗлимун ялти ҫӗрме пуян Кашкӑр Микули ывӑлӗ Алюш вырӑнне яппун вӑрҫине кайса нушаланнӑ вӑхӑтра ҫав Алюшӗ шӑпах вӑйпа качча илнӗ ӑна, вара мӗскӗн хӗрарӑм тӳсеймерӗ, Хӗлимун таврӑнсан-ха, пӗвене сиксе вилчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑҫта кӑна ҫитсе курман Крапивин, халӑхри пек каласан, Вӗлтрен Хӗлимунӗ хӑйӗн ӗмӗрӗнче — яппун вӑрҫинче те пулнӑ, кайран, Кашкӑр Микулине пула чӑваш ҫӗрӗнчен тухса кайсан, Хусанта, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи фронтӗнче, Петроградра, Мускавра, каллех граждан вӑрҫи фронтӗнче революци ӗҫне туса пынӑ, — ҫапах кӗркунне тӗксӗм, хӗлле ҫутӑ, ҫуркуннепе ҫулла вара ем-ешӗл ҫак Экеҫ асран нихӑҫан та тухман, темле асамлӑ вӑйпа туртсах тӑнӑ хӑй патне.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах Матвисен килне Кӗсен Петти ывӑлӗ Мишша, ҫатӑлти ашшӗ пек мар чӗмсӗр те лӑпкӑ ҫамрӑк (Телегин унчченрех вӑл Тарьене кӑмӑлланине сиснӗччӗ-ха), каярах Кӗсен Петти хӑй те (тахҫан вӑл Кашкӑр Микули ҫумӗнчен хӑпма пӗлместчӗ, лешне тытса кайсан, ӑна-кӑна тавҫӑрса илчӗ курӑнать те, мул хуҫисемпе халлӗхе ҫыхланмасть-ха), Кӑртти Йӑванӗ, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫипе граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче арҫынсӑр юлнӑ кил хуҫи хӗрарӑмсем тата ялти активист, вулӗҫтӑвком членӗ Шикки Ваҫҫи килчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней