Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хамӑн (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ хамӑн ҫырнине уҫа-уҫа пӑхрӑм.

Я перелистал свою работу.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хамӑн кӑмӑлӑм пӑсӑлса кайнипе, Ромашка мана мӗн тери пӑлханса кӗтсе илнине те сисме пултараймарӑм.

Я был расстроен и поэтому не обратил внимания на то, с каким волнением встретил меня Ромашка.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмах калас вырӑнне эпӗ унӑн аллине тытрӑм та хамӑн питҫӑмартине, куҫӑмсене сӑтӑркаларӑм.

Вместо ответа я взял ее руку и провел ею по своему лицу, по глазам.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, хамӑн сӑмаха ҫуррине каласа пӗтерсенех калаҫма чарӑнса, куҫа хупрӑм та ӑна пит ҫӑмартийӗнчен чуптуса илтӗм.

Я замолчал на полуслове, закрыл глава и поцеловал ее в щеку.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ташла пӗлменшӗн хамӑн пурнӑҫра чи малтанхи хут ӳкӗнсе илтӗм.

Впервые в жизни я пожалел, что не танцую.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫав упӑте хӑй ӗҫлемест пулин те, ҫын ҫинче кӑна тӑранса пурӑнать пулин те, — эпӗ хамӑн хулран тытма тӑна Кира аллинчен вӗҫерӗнтӗм, — апат ҫинӗ хыҫҫӑн хӑйне тав тума хушатчӗ.

— После обеда нужно было благодарить ее… — я отмахнулся от Киры, которая испуганно схватила меня за локоть.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑн пурнӑҫӑмра эпӗ нихҫан та кун пек вӑрах вуланине астумастӑп.

Никогда в жизни я так медленно не читал!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав кӗнекесене вуланӑ хыҫҫӑн мана хамӑн сочинени калама ҫук япӑх пек туйӑнма пуҫларӗ.

После этих книг мое сочинение начинало казаться мне дьявольски скучным.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ уншӑн хамӑн пурлӑха ҫеҫ мар, пурнӑҫа панӑ.

Ты дочь человека, которому я пожертвовал всем — не только всем своим достоянием, но, можно сказать, и самой жизнью.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вара, хамӑн кӑмӑла кайнипе кайманнине пӗлмесӗрех, Катя шухӑшӗпе килӗшрӗм.

Я не знал, нравится мне или нет, и согласился с Катей.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Часах, Марья Васильевнӑпа курнӑҫсан, хамӑн шухӑшсем тӗрӗс иккенне эпӗ чӑннипех туйса илтӗм.

Вскоре я встретился с Марьей Васильевной и окончательно убедился в этом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Энскра чухне, Гаер Кули хамӑр килте хуҫа пулса тӑрсан, пире йӑмӑкӑмпа иксӗмӗре ӑна «атте» тесе чӗнме хушсан, манӑн хамӑн та киле таврӑнас килместчӗ.

В Энске мне не хотелось возвращаться домой, когда Гаер Кулий стал у нас полным хозяином и мы с сестрой должны были называть его «папа».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, чӑтаймасӑр, кӑшкӑртӑм пулас, хӑлхамсем ҫинче наушниксем пуррипе эпӗ хамӑн сасса илтме пултарайман, анчах ыйӑхласа пыракан хӗр шарт! сиксе вӑраннӑран, артиллерист ман ҫине чарр! пӑхса илнӗрен тата железнодорожник пӑхӑр куҫлӑхне сасартӑк ярса тытнӑран хам мӗнле сас тунине эпӗ хам чухларӑм.

Кажется, я не выдержала и закричала, уши мои были зажаты чашечками наушников, я не слышала своего крика, я видела только, как встрепенулась сонная девушка, как удивленно взглянул на меня артиллерист и железнодорожник схватился обеими руками за очки.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах хам ӑшра хампа мухтанмасӑр ирттереймерӗм: акӑ мӗнле пысӑк усӑ турӑм эп хамӑн туса, ҫапах та нимӗн шарламасӑр пурӑнатӑп, мухтанмастӑп…

Но в душе я очень гордилась собой: вот какую большую услугу я оказала своему другу и не хвастаюсь, молчу…

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ хамӑн мускулсене тыта-тыта пӑхатӑп та: «Сасартак йышӑнмасан?» тесе ыйтатӑп.

Я щупал свои мускулы и думал: «А вдруг не примут?»

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Калле салтӑнмалли пӳлӗме каятпӑр, эпӗ хамӑн конькие ҫилӗллӗ, хӗрлӗ питлӗ слесаре паратӑп.

Пришлось вернуться в раздевалку и отдать его сердитому краснощекому слесарю,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ хамӑн вӑрттӑн шухӑшӑмсене пуринчен те пытаратӑп.

Итак, я скрыл свою тайну от всех.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та манӑн хамӑн авиаци ҫинчен «ҫӗнӗ йӑпанчӑк» тесе калаҫтарас килместчӗ.

а мне не хотелось, чтобы о моей авиации говорили: «Новое увлечение».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кашни кунах эпӗ хамӑн шухӑшпа куракан самолета сӳтсе пуҫтартӑм.

Каждый день я разбирал свой воображаемый самолет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хамӑн шухӑш-ӗмӗтсемпе самолет ҫине ларса Скотт, Шеклтон, Роберт Пирисем хыҫӗнчен вӗҫетӗп.

Я мысленно пролетел на самолете за Скоттом, за Шеклтоном, за Робертом Пири.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней