Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Эхер те вут-ҫулӑм тухса йывӑҫ тӗмӗсене хыпса илсессӗн, ҫӗмелсене е тырра-пулла, е хире ҫунтарса ярсассӑн, уншӑн ҫав вут-ҫулӑма кӑлараканни тӳлеме тивӗҫлӗ.
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эхер те кам та пулин хӑйӗн хӗрне чуралӑха сутсассӑн, вӑл арҫын чура тухса кайнӑ пек тухса кайма пултараймасть; 8. эхер те ҫав хӑрхӑм хӑйӗн хуҫине килӗшмест пулсассӑн, хуҫи ӑна ҫураҫмасть пулсассӑн, ӑна каялла тӳлесе илме ирӗк патӑр; ӑна хӑй тиркенӗ пулсассӑн, [хуҫан] ӑна ют халӑха сутма ирӗк ҫук; 9. эхер те вӑл ӑна хӑйӗн ывӑлӗ валли ҫураҫсассӑн, ӑна хӑйӗн хӗрӗ вырӑнне хутӑр; 10. эхер те ывӑлӗ валли урӑх арӑм илсессӗн, ӑна апатсӑр, тумтирсӗр хӑвармалла мар, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнасси те сыхланса юлтӑр; 11. эхер те хуҫа уншӑн ҫакӑ виҫӗ япалана тумасть пулсассӑн, вӑл ун патӗнчен ахалех, тӳлемесӗрех, тухса кайтӑр.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ [сан вырӑнна] вӑл калаҫма пултарасса пӗлетӗп, акӑ вӑл сана хирӗҫ тухӗ те сана курсассӑн чунтанах савӑнса кайӗ; 15. эсӗ ӑна каласа тӑрӑн, унӑн чӗлхи-ҫӑварне [Манӑн] сӑмахсене калаттарӑн, Эпӗ вара санӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа, унӑн чӗлхи-ҫӑварӗпе пулӑп, сирӗн мӗн тумаллине сире вӗрентсе тӑрӑп; 16. сан вырӑнна халӑхпа вӑл калаҫӗ; ҫапла вара вӑл санӑн чӗлхӳ пулӗ, эсӗ уншӑн Турӑ вырӑнне пулӑн; 17. ҫакӑ [ҫӗлен пулнӑ] туяна аллуна тыт: эсӗ унпа астутаракан паллӑсем тӑвӑн, тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл вилни хӗрӗх кун ҫитнӗ: ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейлесси ҫав вӑхӑта пырать; Египет ҫыннисем уншӑн ҫитмӗл кун хурланса хӳхленӗ.
Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иуда хӑйӗн ашшӗне Израиле каланӑ: кӗҫӗн ачуна манпа пӗрле яр, эпир тӑрӑпӑр та кайӑпӑр, эпир те, эсӗ те, пирӗн ачамӑрсем те сывӑ пулӑпӑр, вилмӗпӗр; 9. уншӑн эпӗ явап тытӑп, ӑна эсӗ манӑн аллӑмран ыйтса илӗн; эпӗ ӑна сан патна илсе килмесессӗн, ӑна санӑн куҫу умне тӑратмасассӑн, эпӗ санӑн умӑнта пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе айӑплӑ пулӑп; 10. чӑрманкаласа тӑман пулсассӑн, ӗнтӗ икӗ хут та кайса килнӗ пулӑттӑмӑр, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иосиф ун умӗнче ырӑлӑх тупнӑ, уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ашшӗ уншӑн ҫапла хурланса йӗнӗ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иаков Лаванӑн сӑнне курнӑ та — акӑ вӑл уншӑн ӗнерхи пек, виҫӗмкунхи пек мар.2. И увидел Иаков лице Лавана, и вот, оно не таково к нему, как было вчера и третьего дня.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Лаван каланӑ: пирӗн енче апла тумаҫҫӗ: кӗҫӗннине аслинчен малтан качча памаҫҫӗ; 27. ӗнтӗ ҫакӑн эрнине вӗҫле те, вара сана теприне те парӑпӑр, уншӑн эсӗ ман патӑмра тата ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑн, тенӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иаков вара Рахильшӗн ҫичӗ ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ; ӑна юратнипе уншӑн ҫичӗ ҫул темиҫе кун пек анчах туйӑннӑ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫав вырӑнти ҫынсем унӑн арӑмӗ [Ревекка] ҫинчен ыйтнӑ, вӑл вӗсене: ку манӑн йӑмӑкӑм, тенӗ, мӗншӗн тесессӗн «ку манӑн арӑм» теме хӑранӑ: вӑл «Ревекка питех те илемлӗ пулнӑран ҫак ҫӗрти ҫынсем мана уншӑн ан вӗлерччӗр» тесе шухӑшланӑ.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авраам Саррӑшӑн макӑрма, уншӑн хурланса хӳхлеме пынӑ.
Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑна каланӑ: кам Каина вӗлерӗ, ӑна уншӑн ҫичӗ хут тавӑрмалла, тенӗ.15. И сказал ему Господь [Бог]: за то всякому, кто убьет Каина, отмстится всемеро.
Пулт 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Куракана искусствӑпа тата пултарулӑх ӗҫӗн асамлӑ хӑвачӗпе паллаштаракан, уншӑн Ырӑпа Илемлӗхӗн тӗлӗнмелле тӗнчине уҫакан пирӗн театрсен артисчӗсем пархатарлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1371586
Уншӑн хушса тӳлетпӗр, анчах ку енӗпе ӗҫлемелӗх пур-ха.
Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Аякран килекен СМС-ҫырусене савӑнса вулаттӑм, уншӑн хӗпӗртеттӗм, посылкӑсем кашни уйӑхрах ярса параттӑм.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Уншӑн та, Мишӑшӑн та пенси панӑ, анчах ачасене нимӗн те лекмен — выҫӑллӑ-тутӑллӑ ҫӳренӗ вӗсем.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Тӑванран та тӑван вӑл уншӑн.
Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Юратнӑ киленӗҫ ӑна нимӗн чухлӗ те ывӑнтармасть, пачах урӑхла, вӑл уншӑн – кану, пурӑнмашкӑн вӑй парать.
«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче пиччӗшӗ уншӑн тӗслӗх пулса тӑнӑ.
Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№