Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Эппин сăмах пирĕн базăра пур.
Эппин (тĕпĕ: эппин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эппин, мӗншӗн ӑна кӑвак тӗслӗ хӑюпа ҫавӑрса ҫыхнӑ? — тӗлӗнчӗ Аня.

А почему тогда ленточки на одеяльце синенькие? — удивилась Аня.

Улттӑмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.

— Мӗнех эппин, почтальон профессийӗ питӗ лайӑх ӗҫ, — мухтарӗ Аньӑна ашшӗ.

— Ну что ж, почтальон — очень хорошая профессия, — похвалил Аню папа.

Пиллӗкмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.

«Ыйтам-ха унран. Вӑл хуравламасан эппин нимӗнле асамлӑх та ҫук», — тӗв турӗ Аня.

«Спрошу у неё. Если она не ответит, значит, нет никакого волшебства», — решила Аня.

Иккӗмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.

— Йытӑран ыйтас эппин.

— Спрошу у собаки.

Иккӗмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.

Апла пулсан, эппин Кулагинсен пӳрчӗ патне нимӗҫсене вӑл хӑй ертсе пынине куракансем тапӑнасран хӑрамалли те ҫук.

Значит, нечего бояться мести тех, которые видели, как он подкатил немцев к Кулагиным.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Апла эппин, — салхулӑн каларӗ Зимин.

— Та-ак, — мрачно протянул Зимин.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Каях эппин, турӑ сыхлатӑр сана, — ачашшӑн илтӗнчӗ ашшӗ сасси.

— Ну, иди, бог тебе охрана, — ласково проговорил голос отца.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Каяр эппин сирӗн пата.

Пойдем к тебе в дом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл чӗрӗ эппин, пӗлтернӗшӗн тавтапуҫ-ха, хӗрӗм!

Живы, значит, спасибо, дочка, что сообщила!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Илтрӗр эппин? — сиввӗн ыйтрӗ Ридлер…

— Слышали? — ледяным тоном переспросил Ридлер.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Степан ашшӗ эппин?

Стало быть, отец Степана?

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эппин мӗн тумалла пулать-ха?

— Следовательно, что нужно сделать?

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Илтетӗн-и, Ленинград та халь вӗсен аллинче, теҫҫӗ пулас, эппин мӗн тӑвӑпӑр-ха эпир вӑрманта.

Слышь, и Ленинград-то теперь в их руках, чего же мы в лесах делать будем?

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Тырӑ та, аш-какай та ялта пур эппин, эпӗ ҫапла ӑнлантӑм сире, — чеен ыйтрӗ Ридлер.

— Значит, как я понял, хлеб и мясо есть в селе? — вкрадчиво спросил Ридлер.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Чӑрманас мар тетӗр эппин, кавалер господин…

— Не извольте беспокойство иметь, господин кавалер…

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Катя аманнӑ сылтӑм аллинчи пӳрнисене хускаткаласа нумайччен шарламарӗ, кайран: — Килмерӗ эппин? — тесе ыйтрӗ.

Катя долго молчала, шевеля пальцами правой руки, висевшей у нее на перевязи, потом спросила: — Значит, не приходила?

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Аннене те эппин?

— Значит, и мамку?

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Ҫынсене ним вырӑнне хумастӑр, выльӑхсене те пулин хӗрхенӗр эппин.

— Людей ни во что не ставите, так животину хоть пожалейте.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Ҫырар эппин: партизансен пысӑках мар отрячӗ, тесе калар.

 — Давайте напишем: был небольшой партизанский отряд.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Апла эппин

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней