Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лешӗ сăмах пирĕн базăра пур.
лешӗ (тĕпĕ: лешӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗркене кӗрсен, Давыдов куҫ хӳрипе учительница ҫине пӑхса илчӗ, анчах лешӗ те, куллине пытарасшӑн пулса, кантӑк патнелле ҫаврӑнса тӑнӑ-мӗн.

Овладев собою, Давыдов с виноватой улыбкой покосился на учительницу, но увидел, что она, отвернувшись к окну, также пыталась скрыть смех.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лешӗ кӗтмен ҫӗртен ҫилленсе кайрӗ:

А тот неожиданно рассвирепел:

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лешӗ вара пӗр шарламасӑр будка патне утса кайрӗ те сӑхмансен купи айӗнчен ҫӗнӗ вӑрӑм чӑпӑркка туртса кӑларчӗ; чӑпӑркка аврин вӗҫне илемлӗ чӗн ярапа ҫакса янӑ.

А тот молча и не спеша подошел к будке и вытащил из-под вороха зипунов новехонький длинный кнут с нарядным ременным махром на конце кнутовища.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах лешӗ парӑнасшӑн пулмарӗ:

Но тот не хотел сдаваться:

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӑртак чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн Макар каллех хыттӑнрах калаҫма пуҫларӗ, унӑн хӑйӑлтатарах тухакан сассинчен Давыдов пӗр кӗтмен ҫӗртен лешӗ хӑй мухтаннине пытарманнине сисрӗ.

После недолгой паузы Макар опять заговорил громче, и в хрипловатом голосе его Давыдов неожиданно уловил плохо скрытые нотки горделивости:

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лешӗ месерле выртать, сылтӑм аллине айккинелле сарса пӑрахнӑ.

Тот лежал на спине, далеко откинув правую руку.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лешӗ ун ҫине вӑрт кӑна пӑхса илчӗ, пӑркаланса:

Тот бегло взглянул на него, уклончиво ответил:

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов, калаҫма юратакан тимӗрҫпе сывпуллашас тесе, ура ҫине тӑчӗ; анчах лешӗ ӑна кӗпе ҫаннинчен туртрӗ, каллех хӑйпе юнашар лартрӗ те пӗр кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ:

Давыдов поднялся, чтобы распрощаться с разговорчивым кузнецом, но тот потянул его за рукав рубахи, снова усадил рядом с собой и неожиданно спросил:

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лешӗ вара аллисемпе ҫеҫ сулкалать, сухал пусса илнӗ ҫӑварне карса, янӑравлӑн кулать.

А тот только рукою отмахивался и, широко раскрыв забородатевшую пасть, смеялся гулким, грохочущим смехом.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах лешӗ Давыдов ҫине тухарах тӑракан хура куҫӗпе пӑхса илчӗ те мӑшкӑлчахлӑн тенӗ пек:

Но тот внимательно посмотрел на Давыдова черными навыкате глазами, насмешливо сощурился:

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах лешӗ пачах урӑх япала ҫинчен калаҫма пуҫларӗ:

Но, вопреки его ожиданиям, тот заговорил поначалу о другом:

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лешӗ Давыдов хыҫҫӑн косилка патӗнчен косилка патне ҫӳрерӗ, хӗрелнӗ пичӗ ҫинчи тарне сӑран чӗр ҫиттийӗпе шӑла-шӑла, кӳреннӗн ҫапла каларӗ:

Тот переходил вслед за Давыдовым от косилки к косилке, вытирал кожаным фартуком пот с багрового лица, недовольно говорил:

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лешӗ ним те чӗнмерӗ, сӑмсине нӑш-нӑш ҫеҫ турткаларӗ, унтан лашине утланчӗ те кайрӗ.

Промолчал этот чудак, только носом посопел, с тем сел верхи и уехал.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫутӑра куратӑп хайхи: унӑн, Ҫӑрттанӑн ӗнтӗ, ҫамкине хыр турпасӗ пырса тӑрӑннӑ… пуля чӳрече янаххинчен турпас сирпӗтсе янӑ иккен те лешӗ Ҫӑрттанӑн ҫамкине тӑрӑнса ларнӑ иккен, тирне шӑтарнӑ, а вӑл, ухмах, ӑна пуля тесе шутланӑ та ҫӗре йӑванса кайнӑ.

— При свете вижу, что у него, у Щукаря то есть, сосновая щепка во лбу торчит… пуля, оказывается, отколола у оконного наличника щепку, она отлетела и воткнулась Щукарю в лоб, пробила кожу, а он сдуру представил, что это пуля, ну и грянулся обземь.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Туйӑмӗ темле икке пайланнӑ унӑн: пӗрре вӑл Варьӑна лешӗ хӑй ирӗкӗпе хӑтланнӑшӑн ҫилленет, тепре ӑна, арҫынна, хӗр ӑна пула вӑхӑтлӑха ӗҫлеме пӑрахнине чухласа илни савӑнтарать те…

Странное чувство раздвоенности испытывал он в этот момент: с одной, стороны, он негодовал на Варю за самовольство, а с другой — его мужскому самолюбию льстила догадка, что из-за него девушка на какое-то время оставила работу…

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах лешӗ ӑна илтмест те, вӑл паҫӑр хӑй Нестеренкӑпа мӗн калаҫнине аса илсе тӑрать.

Тот не слышал ее, мысленно перебирая в памяти недавний разговор с Нестеренко.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫапӑҫу умӗн сехӗрленсе ӳкекене — куҫа-куҫӑн пӑхса лӑплантарать; ухмаха хӑй вырӑнне лартать, — ҫитменнине тата лешӗ ҫакӑншӑн ҫилленмест те, кӳренмест те.

Который трусит перед боем — он его с глазу на глаз подбодрит; безрассудного поставит на место — да так, что тот и не подумает в бутылку полезть, обидеться.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов ура ҫине тӑчӗ, ҫӗнтернӗ ҫынна алӑ тӑсса пачӗ, анчах лешӗ сӳтӗлсе кайнӑ пружина пекех вӑшт сиксе тӑчӗ те ун енне ҫурӑмӗпе ҫаврӑнчӗ:

Давыдов поднялся, великодушно протянул побежденному руку, но тот вскочил, как распрямившаяся пружина, повернулся спиной.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лешӗ сулӑнса кайрӗ, малтан вӑл хӑйпе кӗрешме чӗннине ӑнланмарӗ те.

Тот качнулся и сначала не понял, что его зовут на борьбу.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лешӗ, хӑвӑрттӑн пӗшкӗнсе, темле хускану тунӑ та тӳрленнӗ, унтан, ыратнипе те савӑннипе ҫихӗрсе ярса, сасартӑк ама-турӑ ури патне ним латтисӗр юнлӑ аш татӑкӗ вӑркӑнтарнӑ.

И он, быстро нагнувшись, сделал какое-то движение, выпрямился и с воплем боли и восторга вдруг бросил к ногам богини бесформенный кровавый кусок мяса.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней