Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытрӗ (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Еврей кӗмӗл укҫана кача пӳрнипе аллаппи ҫине хӗстерсе тытрӗ те, таврӑнчӑк куҫхупаххине усса ярса, пӑлтӑра тухрӗ.

Еврей мизинцем прижал к ладони монету, опустил вывернутое трубочкой веко и пошел в сени.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Австриец нимӗн кӑшкӑрмасӑрах суранне аллапписемпе хупласа тытрӗ те ҫавӑнтах ҫурӑмӗпе решетке енне ҫаврӑнса тӑчӗ.

Австриец без крика прижал к ране ладони и разом повернулся к решетке спиною.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн сассисем пӑшал пенӗ пек янӑраса кайрӗҫ те, Григорий ҫакна асӑрхарӗ: малта пыракан сотник, шартах сиксе, чӗтревлӗ аллипе револьверне ярса тытрӗ.

Звук их лопался выстрелами, и Григорий заметил, как сотник, ехавший впереди, дрогнул, судорожно лапнул кобуру револьвера.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, ӗҫленӗ чух тӑхӑнакан улӑм шлепке хӗрри патне вараланчӑк аллаппине тытрӗ те, тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ.

Петро всматривался, положив на поля соломенной рабочей шляпы грязную ладонь.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урядник айӑплӑн ихӗлтетсе кулса илчӗ, Григорие аллинчен ярса тытрӗ.

Урядник подребезжал виноватым смешком, схватил Григория за рукав.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, йӑлтах сиксе илсе, унӑн пӳрнисене ҫатӑртаттарса тытрӗ те хӑйӑлтатакан тискер сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ:

Подпрыгнув, склещил на его руке грязные пальцы, дичалым хриплым голосом крикнул:

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тата тепӗр инкек пулчӗ, ҫӑварнире виҫӗ сурӑха кашкӑр тытрӗ.

А ишо беда: на Масленую зарезал волк трех овец.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл татӑклӑнах, Наталие хӑй патне илсе, Григорие ҫураҫтарма шут тытрӗ.

Он твердо решил взять ее в дом и примирить с Григорием.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫунса тухас пек хӗрлӗ пит-куҫлӑ Дуняшка картишӗнчен кухньӑна ыткӑнса кӗчӗ те, ҫапӑнса ӳкес пек чупса пырса, Наталйӑна чӗркуҫҫийӗнчен ыталаса тытрӗ.

Дуняшка, вся в зареве румянца, вскочила с надворья в кухню и с разбегу обхватила Натальины колени.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья сулахай аллипе пӑр пек сивӗ йӑранаран ярса тытрӗ, сылтӑммипе — тумтир аркипе чӗркенӗ ачине хӑй ҫумне чӑмӑртарӗ, унтан Григорий ҫине курса тӑрӑнайми пӑхрӗ; пӗр хупӑнмасӑр пӑхакан чарса пӑрахнӑ куҫӗсенчен шӑпӑртатса тумлакан куҫҫулӗсене шӑлма та алли ерҫмест хӑйӗн.

— Аксинья левой рукой хватала холодное стремя, правой прижимая завернутого в полу ребенка, и глядела ненасытно, и не было свободной руки, чтобы утереть слезы, падавшие из широко открытых немигающих глаз.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, юриех васкамасӑр, учӗн хырӑмлӑхне туртса ҫыхрӗ, утланса ларчӗ, чӗлпӗрне майласа тытрӗ.

Григорий с рассчитанной медлительностью затягивал подпруги, садился на коня и разбирал поводья.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑрах аллипе ҫирӗп те хытӑ кӑкрине сирсе ячӗ, тепринпе ҫава вӗҫне кӑкри ҫине тӗллесе тытрӗ.

Одной рукой отвела тугую неподатливую грудь, другой направила острие косы.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Авӑрлӑ ҫава ярса тытрӗ, ҫавине авринчен кӑларса илчӗ (хӑйӗн хусканӑвӗсем васкавлӑ мар, ҫирӗп шухӑшлӑ, шӑп та шай пулса пыраҫҫӗ), унтан, пуҫне каҫӑртрӗ те, пӗтӗм вӑйпа ҫунтарса тӑракан хаваслӑ хаюллӑхпа, хӑйне пырӗнчен ҫавапа чашлаттарчӗ.

Взяла в руки держак косы, сняла с него косу (движения ее были медлительно-уверенны, точны) и, запрокинув голову, с силой и опалившей ее радостной решимостью резнула острием по горлу.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, Григорий пуҫӗпех кайнипе кайманнине тата таврӑнассипе таврӑнмассине пӗлес тесе, килтисенчен вӑрттӑн ун патне Ягоднӑйне ҫыру ҫырса яма шут тытрӗ.

Она решила послать тайком от домашних в Ягодное к Григорию, чтобы узнать, совсем ли ушел он и не одумался ли.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, сӑмсине туртса илсе, Григорипе юнашар лӑпчӑнчӗ те, кашкӑр хырӑмӗнчен шӑлӗсемпе уртӑннӑ йытта мӑйӗнчен туртса уйӑрчӗ, кашкӑра алӑ вӗҫҫӗнех кайрипе малти уринчен тӑллантарса тытрӗ.

Он, сопя, прилег рядом с Григорием и, оттягивая кожу на шее вгрызавшегося в волчье брюхо кобеля, пятерней стреножил волка.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий утне юриех сухаланӑ ана урлӑ тытрӗ.

Григорий нарочно направил жеребца через пахоту.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, татах ише-ише, аллипе чӗнсенчен тытать, анчах тевӗшсем пӳрне хушшинчен шӑвӑнса тухаҫҫӗ; тата тепре ҫулса тытрӗ те вӑл — ӑнсӑртран урипеле ҫӗре шӑйӑрттарса илчӗ.

Григорий заплывал, хватал, но поводья выскальзывали из пальцев; как-то схватил — и внезапно черкнул ногами землю.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах Григорий ҫуна тупанӗнчен ярса тытрӗ, тилхепине пӑрахрӗ, ҫуна пуҫӗ патне ҫитес тесе, аллисемпе туртӑнса малалла шӑвӑнма тытӑнчӗ.

Григорий успел ухватиться левой рукой за полоз, бросил вожжи, задыхаясь, стал перехватываться руками, добираясь до барка.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий тилхеписене ҫавӑрса тытрӗ те, чӑпӑркка хатӗрлесе, кӗскен: «но!» — тесе кӑшкӑрчӗ, унтан лашисене тапратса ячӗ.

Григорий подобрал вожжи и, готовя кнут, толкнул лошадей коротким повелительным «но!»

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр каҫ тӑхтасан шыв тата ытларах тулма пултарать, тесе, Григорий халех каҫса кайма шут тытрӗ.

За ночь могло еще больше прибыть воды, и Григорий решил переправиться.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней