Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулас (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эй, мансах кайнӑ, аннӳ ыраш хӑмӑлӗнчен туса панӑ сап-сарӑ пуканӳ валли сап-сарӑ ҫурт купалаттӑн пулас.

Помоги переводом

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Эх, Шура, Шура, шутлатӑп та, эпир иксӗмӗр те пурнӑҫ сӗмлӗхӗнче ҫав икӗ лӗпӗш-хӑю майлах уйрӑлса ҫухалтӑмӑр пулас.

Помоги переводом

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ҫтаппан Кӗркурийӗ тахҫанхине аса илчӗ пулас: — Сана трюморан пӑхаканни, чиперленекенни, кам вӑл? — шӳтлерех ыйтать ашшӗ.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Хӗвел Тусӗ хур чӗлхине пӗлеймерӗ пулас, чӗпписенчен пӗрне малти тяппипе унтан та кунтан тӗккелет.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Хытах ҫапӑнать пулас, ура ҫине тӑрсан та тӳрех утса каяймасть, апла-капла сулкаланать, вара тин, пуҫне силле-силле, пӳрт еннелле йӑпӑр-йӑпӑр чупса каять.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Хӗвел Тусӗ макӑрать пулас, — кӗреҫине пӑрахсах тӑнлать ашшӗ.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Мӑнукӗпе кушакӗ те унран юлмаҫҫӗ: мӑнукӗ юмах каласа пама ыйтать, кушакӗ, ахӑртнех, сӗтшӗн пулас.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Малтан тухнӑччӗ, хытӑ чышнипе каялла кӗчӗ пулас.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Хӑ, — кулма чарӑнать ашшӗ тинех, — ку вырӑна тӗрӗсех вуларӑн пулас.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Апатӑн тути-масине ӑнлансах ҫитереймест пулас та каллех лӗрплеттерет, вара, йывӑҫ кашӑка сӗтел ҫине шак хурса: — Амӑшӗ! — тет хыттӑн.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ашшӗ ачин айванлӑхне нихӑҫан та татӑклӑн сивлесе тӑкмастчӗ-ха, ахӑртнех, лаша пулас тихана мӗн пӗчӗклех тимлӗ пӑхса ӳстермеллине тӗле хунӑ пулас.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ашшӗ тата тем каласшӑнччӗ пулас, мунча умӗнче амӑшӗн сасси илтӗнсе каять:

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Анне каласа панӑ пулас.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Вихтӗр, «таҫта акса-тӑкса хӑварнӑ пулас» тенине илтсен, хӑпӑл-хапӑл тумланать те урамалла тухса вӗҫтерет.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Эсӗ лешне, ҫухалнине, ахӑртнех, таҫта акса-тӑкса хӑварнӑ пулас.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Аннӳне каплах итлемесен, Вихтӗр ачам, асу вӑрҫӑран килсен веҫ каласа парап, — кӑмакари пуленке тинех «мӗн турӗ» пулас та, амӑшӗ турчӑкине пӑтана ҫакать.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Кушак-мулаххай та тӗлӗнет пулас, Вихтӗр умне пырать, ҫӗрте выртакан ҫутӑ кӗленче кантӑкне малти тяппипе тӗрткелесе илет…

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Авӑ, мулаххая аса илтерекен кушакӑн та унта-кунта сиккелесе вылянакан ҫутӑ-куянпа аташас кӑмӑлӗ пур пулас, вӑл, «ма йӑлтӑртаттармастӑн асамлӑ кӗленчӳне» тенӗн, куҫ сиктермесӗр Вихтӗре пӑхса ларать сак ҫинче.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ярмӑркка хӑнисем кӗнеке парнелеме, открытка ҫине алӑ пусма, вӗсен пурнӑҫӗпе тавракурӑмне мӗнле витӗм кӳни ҫинчен каласа пама, пулас вулакана хӑйӗн сӗнӗвӗсене каласа пама пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӗнеке парнелес, открытка ярас: "Китап-байрамра" тӑлӑх ачасен ҫурчӗсем валли кӗнекесем пухас ӗҫе йӗркелеҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... le-3769737

Ачасем витаминсем мӗн иккенне, вӗсем мӗн тума кирлине пӗлнӗ, сывлӑхлӑ пулас тесен, хӑйсене микробсенчен хӳтӗлес тесен, мӗн тумаллине хурав илнӗ.

Помоги переводом

Ситекри библиотека ӑслӑ журнал йӗркеленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/syvl-kh/2024 ... en-3771414

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней