Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шухӑшлӑн сăмах пирĕн базăра пур.
шухӑшлӑн (тĕпĕ: шухӑшлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сурса хума, анне, ҫӑмӑл ӗҫ вӑл… — пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн тарӑн шухӑшлӑн каларӗ Катя.

— Плюнуть, мамка, легко… — помолчав, задумчиво сказала Катя.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Федя табак туртать, инҫетри тӳпене карса тӑракан юлашки пӗлӗт ҫине тарӑн шухӑшлӑн пӑхса ларать.

Он курил и задумчиво смотрел на остатки туч, далеко за деревней пятнавших небо.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Айӑпа йышӑнма пӗлни хӑех пысӑк ҫӗнтерӳ, — шухӑшлӑн каларӗ анне.

— Признание вины — это уже большая победа, — строго сказала мама.

Хӳреллӗ дневник // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 46,49 с.

— Петюк, паянхи сунар пуринчен те ӑнӑҫли, — шухӑшлӑн пӗлтерчӗ вӑл.

— Да нет, Петя, — ответил он, — как раз сегодняшняя охота очень даже удачная вышла.

Кентти пичче кӑвакалӗсем // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 10 с.

Аксинья, тутлӑ шӑршлӑ ӗмкӗч курӑкӗн хӗрхӗлтӗм ҫеҫкисене тутипе шухӑшлӑн ирткелесе, ун ҫумӗнче чӗнмесӗр ларчӗ.

Аксинья сидела рядом, молчала, задумчиво обрывая губами фиолетовые лепестки пахучей медвянки.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах боецсенчен пӗри Тип Донец патӗнче атакӑна кӗрсе кайни ҫинчен аса илме пуҫласан — Фомин, мӑйӑх вӗҫне шухӑшлӑн пӗтӗркелесе, пӳлчӗ:

Но когда один из бойцов стал вспоминать, как ходили в атаку под Сухим Донцом, Фомин, задумчиво покручивая ус, прервал рассказчика.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Сунманччӗ эсӗ ман пирки ҫапла шухӑшлӑн тесе…

— Не думал, что ты обо мне такого мнения…

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Йӳнелсе кайрӗ этем революци хыҫҫӑн, — тарӑн шухӑшлӑн хушса хучӗ кил хуҫи.

Подешевел человек за революцию, — глубокомысленно вставил хозяин.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ҫапла-а-а… — шухӑшлӑн тӑстарчӗ ӑсатакансен ушкӑнӗнче пӗри.

— Да-а-а… — задумчиво протянул кто-то в толпе провожающих.

17 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Хам та шутлатӑп, хӗрӗм, — старик шӑртлӑ куҫ харшийӗсене шухӑшлӑн пӗрсе хучӗ.

— Сам думаю, дочка, — старик задумчиво свел колючки бровей.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Тепӗр ҫур сехетрен Бадьян юн яракан аппарат умӗнчеччӗ, ӑна майласа килӗштеретчӗ, хӑй шухӑшлӑн кулкалать.

Через полчаса Бадьян настраивал аппарат для переливания крови и задумчиво улыбался.

8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Унтан, кулма чарӑнса, шухӑшлӑн калаҫа пуҫларӗ:

Потом, посерьезнев, сказал:

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хӑй шухӑшлӑн таҫта аякка пӑхнӑ, тути хӗррисем кулаҫҫӗ.

Сама задумчиво смотрела куда-то вдаль и улыбалась уголком губ.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Шухӑшлӑн кулса, ырхан пӳрнисемпе мӑйӑхне шӑлкаласа, Григорий нумайччен чӳречерен пӑхса тӑчӗ.

Григорий долго смотрел в окно, задумчиво улыбаясь, поглаживая костлявыми пальцами усы.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл ура ҫине тӑчӗ, янаххине шухӑшлӑн сӑтӑркаласа, буркипе чӗриклеттерсе, алӑк патнелле иккӗ-виҫҫӗ хутларӗ.

Он встал, прошелся по избе, задумчиво потирая подбородок, поскрипывая бурками.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Вӑт шухӑшласа пӑх, — Егор ун ҫине лӑпкӑн, тарӑн шухӑшлӑн пӑхрӗ.

— А вот посуди, — Егор остановил на ней спокойный вдумчивый взгляд.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кошевой атӑ кунчине чӑпӑрккипе шухӑшлӑн ҫатлаттаркаласа, пуҫне чиксе, Моховсен пусма картлашки тӑрӑх майӗпен улӑхрӗ.

Кошевой, задумчиво похлопывая плеткой по голенищу, уронив голову, медленно всходил по порожкам моховского дома.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗтмен савӑнӑҫ хумӗ кӑштах тамалсан, Горчаков арӑмӗн явакласа тытнӑ пӳрнисене мӑйӗ ҫинчен асӑрханса, анчах ҫирӗп шухӑшлӑн вӗҫерсе илчӗ те, хулпуҫҫийӗнчен ыталаса, хуллентереххӗн юлташӗ енне ҫавӑрса тӑратрӗ.

Когда взрыв радости поутих, перемеженный секундным перебоем, — Горчаков бережно, но решительно разжал сомкнувшиеся на его шее пальцы жены и, обняв ее за плечи, легонько повернул в сторону:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ҫук, Стефан Петрович, — шухӑшлӑн каларӗ Тимофей Ильич, — эсӗ йӑнӑш шухӑшлатӑн, характер ку шута кӗмест.

— Нет, Стефан Петрович, — рассудительно заговорил Тимофей Ильич, — ты неправильно мыслишь, характер тут не в счет.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Йӑлтах пралукпа ҫыхӑннӑ, — шухӑшлӑн каларӗ вӑл.

— Вся в проводах, — задумчиво проговорил он.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней