Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мария Александровна лампа ҫутрӗ, вут хӑюн пур вӗҫне те ярса илессе кӗтрӗ те трубине лартрӗ, ҫиелтен симӗс абажур карчӗ.
Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Симӗс абажур айӗнчи лампа сӗтелпе стенасем ҫине мӑч-мӑч ҫутӑ сапалать, кровате те кӑштах ҫутатать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Эвелина абажур мӗлки ӳкнӗ тӗле ларнӑ, ҫурма тӗттӗмре унӑн пысӑк та тӗксӗмленнӗ куҫӗсем кӑна палӑраҫҫӗ.Эвелина сидела в тени от абажура, и только ее глаза, большие и потемневшие, выделялись в полумраке.
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Сӗтел тӗлӗнче, шурӑ кӗленче абажур айӗнче, краҫҫын лампи ҫакӑнса тӑрать.Над столом висела керосиновая лампа под белым стеклянным абажуром.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Авалхи ҫапакан сехет, кӗтесре ларакан кӗнекесем хумалли пысӑк шкап, лампа ҫинчи ярапаллӑ абажур — ҫаксем пурте халӗ хӑнӑхманскерсем, ютскерсем пек туйӑнчӗҫ.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Валентина тӑрӑшса сарнӑ ҫак шурӑ салфеткӑсем, ҫак ҫӗнӗ чӗрҫитти, ҫак абажур ҫине пӑхма йывӑр пулчӗ ӑна.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл сӗтеле шурӑ ҫиттипе, тумбочкӑсене тӗрленӗ шурӑ салфеткӑсемпе витрӗ, лампа ҫине пурҫӑнтан ҫӗленӗ ҫӗнӗ абажур тӑхӑнтарчӗ.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Халь акӑ астуса илтӗм, унтан виҫӗмкун Волынцев абажур турӗ те кайран хӑех ҫичӗ хут тарличчен шырарӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Кунта нимӗнле секрет та ҫук, анчах ав лампа ҫине абажур вырӑнне эсӗ чӑнах та никама пӗлтерме юраман документа ҫакса янӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Натка кӑвак тутӑра туртса илчӗ те ӑна абажур ҫийӗнчен карса ячӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Алексей Макарович сывлӑш ҫавӑрса илчӗ, куҫӗсемпе Коробина шырарӗ, — ӑна хӑй ӑнлантарса парса ӗнентерме тӑрӑшнӑ ҫын ҫине пӑхса калама ҫӑмӑлрах пулчӗ пулас, анчах абажур мӗлки ӳкнӗ ҫӗрте тӑракан заместителӗн пит-куҫӗ шапа пӑттипе витӗннӗ авӑр тӗпӗнчен пӑхнӑ пек ҫеҫ курӑнчӗ.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тӗттӗм-симӗс абажур мачча ҫине ҫӑра мӗлке ӳкерчӗ, сӗтеле ҫап-ҫутӑ ҫутатса ячӗ.Темно-зеленый абажур отбросил густую тень на потолок, а столик облил ярким светом.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Лампӑ тӑрпи ҫине кивӗ хаҫатран тунӑ абажур тӑхӑнтартнӑ, вӑл ҫӳлтен ҫунса хуралма та ӗлкӗрнӗ, хуралса кайнӑ хут варринчен йӑлт-йӑлт сикекен ҫулӑм тӳрех куҫа ҫутата-ҫутата илет.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксени каҫ пулсан кунта пӗтӗм ҫемье пуҫтарӑннине, пурте пысӑк сӗтел тавра пурҫӑн шерепеллӗ хӗрлӗ сарӑ абажур айне вырнаҫса ларнине аса илчӗ — чей ӗҫетчӗҫ, доминолла, картла вылятчӗҫ, радио итлетчӗҫ, сасӑпа интереслӗ кӗнеке е хаҫатра тухнӑ статьяна вулатчӗҫ, тавлашатчӗҫ, савӑнатчӗҫ, уявсем ирттеретчӗҫ — ҫакӑ пӗтӗмпех уҫҫӑн, шавлӑн, пурин куҫӗ умӗнче пулса иртетчӗ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Абажур айӗнчен сӗтел ҫине пӗчӗк ҫаврашка ҫутӑ ӳкни Усть-Невински ҫывӑхӗнчи илемлӗ пӗчӗк пӳрте аса илтерсен, Сергей, кула-кула, шухӑшӗпе тӑван станицине вӗҫсе кайрӗ, амӑшне, ашшӗне, йӑмӑкне, Семёна курчӗ, вара чӗри савнӑҫлӑн тапма пуҫларӗ.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Сергей сӗтел ҫинче ҫакӑнса тӑракан абажур ҫинелле шухӑшлӑн пӑхса илчӗ.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Нагульнов, хаҫат хутӗнчен лампа ҫине ҫакма абажур хайласа лараканскер, калас килмен ҫӗртенех: — Ӑна Титок ҫапла турӗ. Тиркӗчпе. Титокне эпӗ Захарченко патне ГПУ-на ӑсатрӑм, — терӗ.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫапларах туйӑнма пуҫларӗ вара мана: ҫулсем, вуншар ҫул хушши тӑсӑлӗ ҫак пӑсӑк каҫ, ман вилӗм ҫитичченех тӑсӑлӗ, ҫакнашкалах чӳрече тепӗр енче ҫил ӗхӗрӗ, симӗс тӗслӗ начаркка абажур айӗнче ҫав-ҫавах лампа тӗксӗммӗн ҫунӗ, эпӗ хам пӳлӗм тӑрӑх ҫакӑн евӗрлех пӑлхавӑррӑн каллӗ-маллӗ утӑп, кӑмака патӗнче ҫаплах чӗмсӗр те тӗмсӗлсе тӗсенӗ Ярмола ларӗ — ӑнланса пӗтерме ҫукла, маншӑн ютшӑнчӑк чӗрчун, тӗнчери пур япала тӗлӗшпе те сӳрӗкскер: килӗнче ҫемйи выҫӑ ларни те, ҫил ахӑрса алхасни те, мана чун-чӗре таранах хырса ҫиекен тунсӑх пусса илни те ним мар уншӑн.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑхӑт-вӑхӑтӑн, турӑ кӑна пӗлсе пӗтертӗр, ҫак хӑрушӑ хӑна ман пӳлӗме те таҫтан вӑркӑнса кӗрет, ҫурӑм тӑрӑх сиввӗн чупса иртет те симӗс хутран тунӑ, тӑрри ҫуннӑ абажур айӗн тӗксӗммӗн ҫутатакан лампа ҫулӑмне хумхантарса хӑварать.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Медуза витӗр курӑнакан абажур евӗрлӗ ҫакӑнса тӑнӑ, унӑн нумай туратлӑ урисем те ҫавӑн пекех витӗр курӑннӑ.Медуза висела прозрачным абажуром с кистью таких же прозрачных щупалец.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949