Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шыва (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗри ача шыва кӗртмелли савӑта вӗри шыв тултарать, тепри, шывне тӗрӗслесе пӑхмасӑрах: «Хоспоти-исусе, ят хунӑ ятпа турӑ чури шыва кӗрет» — тесе илет те, мана вӗри шыва шампӑрт! чӑмтарать, пуҫӑм курӑнмиех путарать…

Один налил в купелю вару, а другой не попробовал и — «Господи-сусе, крещается раб божий» — да как ширнет меня в кипяток, с головой затопил…

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну, хӑвах шухӑшласа пӑх: ҫавӑн пек шартлама сивӗре пӗчӗк ачана шыва чиксе кӑларма юрать-и?

Ну, сам подумай: мысленное дело дитя в купелю окунать по такому холоду?

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан тайкаланса илчӗ те сасартӑк, ӳсӗрле нимӗне уямасӑр-тумасӑрах, тӳрех шыва кӗрсе кайрӗ, ерипен, енчен енне сулкаланса, кӗлет патнелле танкӑлтатрӗ.

Потом качнулся и вдруг с пьяным безразличием шагнул прямо в воду, побрел к амбару, медлительно и валко покачиваясь.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Гремячий Лог хуторне таврӑннӑ хыҫҫӑн, сиккипе чуптарса килнипе лачкам шыва ӳкернӗ лашасене колхоз витине леҫсе килсен, Половцев Яков Лукича хӑй патне, пӗчӗк пӳлӗме, чӗнсе илчӗ.

После того как вернулись в Гремячий Лог и Яков Лукич отвел на колхозную конюшню запаренных быстрой скачкой лошадей, Половцев позвал его к себе в горенку.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапларах та кала-кала кӑтартнӑ тата: Балкис амӑшӗ пӗррехинче, шыва кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн, темле турӑ, вӑхӑтлӑха хур пулса тӑнӑскер, хӑй вӑрлӑхне хальтерех кӑна хӑварнӑ ҫӗре, хӑйӑр ҫине, ларнӑ-мӑн те, ҫав ӑнсӑртлӑха пула вара вӑл Савӑн хитре майра-патшине ҫуратса панӑ имӗш.

И даже рассказывали о том, что мать царицы Балкис однажды, после купанья, села на песок, где только что оставил свое семя некий бог, временно превратившийся в гуся, и что от этой случайности понесла она прекрасную царицу Савскую.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Арҫын ачасем шыва аллисемпе сирпӗттернӗ, ӑна хӑйсен пичӗсем ҫине ывҫи-ывҫипе сапнӑ, утне хыттӑн пусса шӑлнӑ пулсан, хӗрачасем вара ҫав вӑхӑтрах йӑлт хӗрарӑм ҫӑвӑннӑ чухнехи евӗр хӑтланнӑ.

И в то время когда мальчики смело брызгались в воде руками и бросали себе ее горстями в лицо, крепко вытирая кожу, девочки поступали так, как всегда делают женщины при умывании.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хӑйне Хура тинӗсре шыва кӗртсе кӑларичченех пире хирӗҫ пычӗ, халӗ те пирӗн ҫула урлӑ выртасшӑн, тӗнчери революцие сӑтӑр туса пурӑнасшӑн!

До тех пор нам супротивничал, покеда его в Черном море не выкупали, да ишо и зараз норовит поперек дороги лечь, вреду наделать мировой революции!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов ӑшӑнса, тутлӑмарланса кайнӑ шыва графинран тӳрех ӗҫет, графин анин хӗррисене шӑлӗсемпе шӑкӑртаттарать.

Нагульнов пил прямо из графина противную, степлившуюся воду, ляская о края зубами.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лачкам шыва ӳксен те ун чухлӗ ӗҫлейместӗн!

В мылу будешь, а не сработаешь.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сире хӑвӑра пурсӑра та ҫатма аврипе ҫапса вӗлерсе пӗтеретӗп, хам та шыва сиксе вилетӗп!» — тет.

И вас всех чапельником побью, и сама утоплюсь!»

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пуҫне питӗ пысӑк лаххана пырса чикнӗ те мӑшкӑлтӑк шыва чаплаттарсах ӗҫет.

Опустив голову в огромную лохань, он чавкал, пожирая помои.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шыва бассейналла кӗрен сардониксран касса кӑларнӑ тӑватӑ арӑслан пуҫӗ пӗрӗхтерсе тӑнӑ.

Четыре львиные головы из розового сардоникса извергали тонкими струями воду в бассейн.

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫак кунсенче, кулаксен килйышӗсемпе пӗрле Тимофей Рваный та тухса кайнӑ хыҫҫӑн, вӑл шыва чиксе кӑларнӑ ҫын пек, пуҫне усса ҫӳрет.

Все эти дни, после того как с кулацкими семьями уехал и Тимофей Рваный, она ходила как в воду опущенная.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл лаххан умӗнче Половцев аллисене епле супӑньлесе тӑнине, шӑпӑртаттарса шыва сирпӗткеленине тата пӗрӗхкеленине, унтан хӑйӗн пӗчӗк пӳлӗмне кӗрсе кайнине илтсех выртрӗ.

Он слышал, как над лоханкой мылил руки, плескал водой и отфыркивался Половцев, потом ушел к себе в горенку.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл шыва пӑтратса хӑварать те — аяккалла чӑмать, пирӗн вара каллех хамӑрӑн ответ тытма тивет.

Он намутит воду — и в сторону, а нам опять расхлебывать.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич кӳршӗри станицӑсенче лӑпкӑ марри ҫинчен, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӑшпӗр ҫӗрте коммунистсене ӗлӗк-авал Мускав патнелле сӗмсӗрленсе пыракан атамансене миххе пуҫхӗрлӗ чике-чике шыва чӑмтарнӑ пек чӑмтарнисем те пулкалани ҫинчен асӑрханарах каласа пачӗ.

Яков Лукич осторожно намекнул, что в соседних станицах неспокойно, что будто бы даже кое-где коммунистов уже учат уму-разуму, по-казачьему, как в старину учили нежеланных, прибивавшихся к Москве атаманов, а учили их просто — в мешок головой да в воду.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лаши, тарпа ҫӑвӑннӑ пекех, чӑм шыва ӳкнӗ, аяк пӗрчисене хӑвӑрт-хӑвӑрт карӑнтарса сывлать, сайра хутран пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе йывӑррӑн чӗтрекелесе илет.

Конь был мокр, словно вымыт потом, часто носил боками, сотрясался тяжелой нечастой дрожью.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсене ҫуса тасатасси, шыва кӗртесси — акӑ манӑн ӗҫӗм.

Обмыть их, искупать — вот мое дело.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ача артист уринчен вӗҫерӗнсе ӳксен, вараланчӑк кӳлленчӗкри ыйхӑ пуснӑ шыва ҫил чӗтретсе илнӗ пек, пурин сӑн-пичӗсем ҫинче те хаваслӑх ҫути чӗтренсе илет.

И, когда ребенок срывается с ноги артиста, на всех лицах вздрагивает оживление, точно ветер кроет легкой рябью сонную воду грязной лужи.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Калӑн, такам ҫав хӑйӑр тӑрӑх утса пынӑ та, ҫыран хӗрне ҫитсен, хӑйӗн чаплӑ тумне хум кӑкӑрӗ ҫине ывӑтса, шыва чӑмнӑ.

Как будто некто пришел на острие косы и погрузился в волны, бросив свои богатые одежды на грудь им.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней