Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шурӑ командовани малтан шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, Мамонтов корпусӗсӗр пуҫне, Коновалов генералӑн утлӑ корпусне те хӗрлисен тылӗсем тӑрӑх рейда кӑларса ямалла пулнӑ, анчах Коновалов корпусӗнчи чаҫсем йышӑннӑ участокра ҫапӑҫусем пуҫланнӑ пирки ӑна фронтран илсе тухма май килмест.
XX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Яланхи пекех шухӑшлама пӗлекен, сӑпайлӑх еккинчен тухма хӑнӑхман Аксинья, Григорий куҫне халех курӑнманни лайӑхраххине ӑнланса, унпа хирӗҫ-мӗн пуласран пӑрӑнса ҫӳрӗрӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсен вӑрӑм ҫула чупса тухма хӑнӑхнӑ лашисем те пирвайхи талӑк вӗҫленеспе йӑлт ырханланса кайрӗҫ, малтанхи пек ывӑна пӗлми йӑлттаммӑн ыткӑнса пыми пулчӗҫ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мӗн чухлӗ суйрӗ вӑл кунта, пӑтраштарчӗ, тӳрре тухма тӑрӑшрӗ, юри суя сведенисем пачӗ — тӗлӗнсе хытса кайӑн!Сколько он тут врал, путал, изворачивался, давал заведомо ложных сведений — ужас!
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Казак сотнисем хӑйсен тарӑн мар окопӗсенчен тухма тӑваттӑмӗш хут атакӑна ҫӗкленсе пӑхрӗҫ, тӑватӑ хутӗнче те, хӗрлисен пулемечӗсем урӑм-сурӑм вирлӗ ҫунтарнине чӑтаймасӑр, ҫӗр ҫине лӑпчӑнса выртрӗҫ.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эсӗ паян вил, эпӗ ыран, — терӗ те тӳрре тухма хӑтланса Прохор; пакунӗсене ҫӑтӑрт-ҫатӑрт туртса татса, тирпейсӗррӗн кӗсйине тӗркелесе чикрӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Куна асанне ҫапла вӑрҫрӗ вӗсене, Полькӑран ыйт хӑть, — тӳрре тухма пӑхрӗ пӗчӗк Мелехов, питне-куҫне шӑмарса.— Это бабка их так обзывала, спроси хоть у Польки, — угрюмо оправдывался маленький Мелехов.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сулӑсем патне хӗрлӗармеецсен пӗр пайӗ ҫеҫ татса тухма пултарчӗ, Вӗсем, сулӑсем ҫине туп-тулли тиенсе, ҫыран хӗрринчен тапранса кайрӗҫ.К плотам прорвалась только часть красноармейцев, Они до отказа загрузили плоты, отчалили.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дружина командирне Крамскова шыраса тупса, Григорий стрелоксене вӑрман хӗррине илсе тухма, унта, кирлӗ пулас пулсан, вӗсене хӗрлисен речӗсене флангран пеме меллӗрех вырнаҫтарса тӑратма хушрӗ те хӑйӗн сотнисем патне кайрӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аксинья упӑшки хытарса каласа янӑ сӑмахсене итлесе пӗтерчӗ те ҫула тухма хатӗрлене пуҫларӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑнтӑр фронтран хӗрлӗ ҫарсен пысӑк пайне туртса пынӑ Тури Дон восстанийӗ Дон ҫарӗн командованине хӑйӗн Новочеркасска хӳтӗлекен вӑйӗсене ирӗклӗн ҫӗнӗлле вырнаҫтарса тухма ҫеҫ мар, ҫапӑҫусенче тӗрӗсленнӗ ҫирӗпрех полксенчен — ытларах анатри казаксемпе калмӑк полкӗсенчен — Каменскипе Усть-Белокалитвенски станицисен районӗнче хӑватлӑ ударлӑ ушкӑн пухса тӑратма та май панӑ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах ирччен ку пӳлӗмрен тухма юрамасть, ҫавӑн пек хушнӑ.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Кушакпа Каштанкӑна пӳлӗмсене кӗрсе тухма чарман; хурне вара ҫав пӳлӗмрен алӑк урати урлӑ та каҫарман.
V. Талант! Талант! // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Ҫак кунсенче Аникей акӑ мӗн асӑрхама пуҫларӗ: ӗлӗк ун килӗнчен тухма та пӗлмен е вӑл чӗннӗ-чӗнменех чупса пынӑ ҫынсем халӗ ун патне темӗнле кӑмӑлсӑррӑн ҫӳре пуҫларӗҫ…
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӑна пӗрмаях хӑйӗнчен темскер пытарнӑ пек туйӑнчӗ, вӑл манса пурӑннӑ ҫынсем тахҫанах унран вӑрттӑн калаҫса татӑлса, хӑйсене ҫӑлса хӑварас тесе, ӑна сӗмсӗррӗн пӑрахнӑ текен шухӑш пуҫӗнчен тухма пӗлмест.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӗҫленӗ чух Корней пурне те маннӑ: алли хӑйӗн ӗҫне тунӑ, вӑл вара хӑй тӗллӗн, уйрӑммӑн пурӑннӑ пек туйӑннӑ, ӑна йӑлтах пуҫран тухма пӗлмен, паллӑ мар шухӑшсем ҫавӑрса илнӗ…
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Тӳрре тухма ан тӑрӑш!
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл икӗ вут хушшине лекрӗ вӗт, ун хӑйне кӑшт ӗнтсе илмесӗр ҫаврӑнса тухма май килмест пулмалла.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Эпӗ комисси тума, Черемшанкӑри мӗнпур ӗҫсене тӗплӗн тӗрӗслесе тухма сӗнетӗп…Я предлагаю создать комиссию, тщательным образом проверить все дела в Черемшанке…
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халӗ вара, Терентий Родионович, районти ӗҫсемшӗн эпир сирӗнпе ответ тытатпӑр, мӗншӗн тесен Бахолдин ӗҫрен тухма ыйтса заявлени пачӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.