Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Иртнӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кунсенче эпӗ Тӑван ҫӗршывра ӗлӗк пулса иртнӗ нумай ӗҫсемпе паллашрӑм.

В эти дни я многое узнал из истории Родины.

5. Вӗренӳ ҫулӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Халӗ, нумай ҫулсем иртнӗ хыҫҫӑн, ун чухне, ҫыранӗсенчен тухса сарӑлнӑ Десна юханшывӗ хӗрринче эпӗ хам чӑтӑмлӑха пирвайхи хут сӑнаса пӑхнӑ пек туйӑнать.

Теперь, много лет спустя, мне кажется, что тогда, на разлившейся Десне, мне впервые довелось испытать свою выносливость.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ахӑртнех, каҫ пулнӑранпа вӑхӑт чылай иртнӗ пулӗ.

Верно, уже поздняя ночь.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Иртнӗ туратсене ҫавӑнтах, садрах ҫунтаратпӑр.

Сучья сжигаем там же, в саду.

7. Пирӗн пионеротряд // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑхӑт иртнӗ май крокодилӑн ваннӑ янахӗ ҫӗре пуҫланӑ.

Со временем старая челюсть крокодила начала гнить.

Крокодилсем патӗнче хӑнара пулни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ку бассейна тунӑранпа виҫҫӗр ҫул та иртнӗ теҫҫӗ.

Говорят, что этому бассейну триста лет.

Крокодилсем патӗнче хӑнара пулни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Эсир пусма ҫине тӑратӑр та мрамортан касса тунӑ Джехангир тупӑкне аса илетӗр, Джахан шах сачӗн симӗс пейзажне, садӑн анлӑ планне, Лахор музейӗнчи иртнӗ ӗмӗрӗн чапне ӳстерекен тӗлӗнмелле скульптурӑсемпе фрескӑсене аса илетӗр.

Вы вступаете на ступени и вспоминаете тонкую мраморную резьбу гробницы Джехангира, размах планировки и зеленые пейзажи сада шаха Джехана, изумительные миниатюры в Лахорском музее, скульптуры и фрески, составлявшие гордость прошлых веков.

Шкулта мӗнле вӗрентеҫҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Мусульмансемпе индуссем хушшинчи ҫапӑҫу питӗ хаяр пула-пула иртнӗ.

Битвы между мусульманами и индусами были ожесточенными.

Пакистан ҫинчен // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Индие пайлама хатӗрленнӗ чухне те, ӑна пайланӑ чухне те Англи агенчӗсем провокациленипе унта юнлӑ тытӑҫусем пула-пула иртнӗ.

При подготовке и во время раздела Индии там происходили кровавые столкновения из-за провокаций английских агентов.

Пакистан ҫинчен // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Анчах ҫапӑҫу иртнӗ хыҫҫӑн ӑна партизансем шыраса тупаймарӗҫ.

После боя партизаны не нашли его.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Татти-сыпписӗрех вырӑнтан-вырӑна куҫса ҫӳренипе пирӗн партизансен ерипен ҫирӗп закон пулса ҫитрӗ: маршсем тунӑ чух каҫхине, сӗм-теттӗм пулса ҫитсен ҫеҫ похода тухмалла; кӑнтӑрла вӑрманта е ҫынсем сахал пырса ҫӳрекен ялсенче канса тӑмалла; хамӑр умра тата аякра мӗн пулса пынине ҫирӗп пӗлсе тӑмалла; пӗр ҫулпала е пӗр еннелле нумай вӑхӑт хушши каймалла мар; тӳрӗ ҫулсем вырӑнне кукӑр-макӑр ҫулсемпе ҫӳреме тӑрӑшмалла; тавра ҫулсемпе петлесем туса ҫӳреме хӑрамалла мар; тӑшманӑн пысӑк гарнизонӗсем тӗлӗнчен иртнӗ чух заслонсем тӑратса тухса хӳтӗленсе пымалла; пысӑк мар гарнизонсене, засадӑсене тата заставӑсене пӗр ҫын юлмичченех пӗтерсе тӑкмалла; ҫулта пынӑ чух хӑть мӗн пулсан та строя пӑхмалла мар, ретсенчен никамӑн та тухмалла мар; тӑшман килсе тапӑнас пулсан икӗ минутранах йӗри-тавралла оборона йышӑнса пӗтӗм хӗҫпӑшалран тӑшмана персе тӑма хатӗр пулмалла.

За время маневренных действий у нас постепенно выработались свои железные законы партизанского марша; выступать в поход с наступлением темноты, а при дневном свете отдыхать в лесу или в глухих сёлах; знать всё, что делается далеко впереди и по сторонам; не идти долго в одном направлении, прямым дорогам предпочитать окольные, не бояться сделать крюк или петлю; проходя мимо крупных гарнизонов врага, прикрываться от них заслонами; небольшие гарнизоны, заставы, засады уничтожать без остатка; ни под каким видом не нарушать в движении строй, никому не выходить из рядов; всегда быть готовыми к тому, чтобы через две минуты после появления врага походная колонна могла занять круговую оборону и открыть огонь на поражение из всех видов оружия.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Припять ҫинче пулса иртнӗ ӗҫсем хыҫҫӑн ку вырӑн пирӗншӗн калама та ҫук илемлӗ те лӑпкӑ кӗтес пек туйӑнса кайрӗ.

После того, что было на Припяти, это место показалась нам каким-то исключительно красивым и мирным уголком.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тӑшманпа кашни кӗпер патӗнчех тытӑҫу пӗр пекрехех пулса иртнӗ.

У каждого моста происходила похожая схватка с противником.

Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Сталин юлташ приказӗ, унӑн ӑслӑ сӑмахӗсем пирӗн иртнӗ ҫула та, малашнехи ҫул-йӗре те ҫутатса пачӗҫ.

Сталинский приказ, сталинские указания как будто сразу осветили нам и предстоящее и прошедшее.

Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Мускавран вӗҫсе килнӗ чух эпӗ ҫакна питӗ лайӑх туйса илтӗм: пирӗн пӗтӗм иртнӗ кӗрешӳ, ҫав кӗрешӗвӗн опычӗ халӗ хамӑр асӑрхаса илеймен хаклӑ япала пулса тӑчӗ.

Я прилетел из Москвы с таким чувством, как будто вся наша прошлая борьба, весь её опыт вдруг приобрели какое-то новое, большое, непредвиденное нами значение, новый, большой смысл.

Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вилнӗ хыҫҫӑн уйӑх ҫурӑ иртнӗ пулин те, Олег ҫав тери илемлӗ.

Даже через полтора месяца после смерти Олег был прекрасен.

Юлашки кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Иртнӗ ӗҫ — каласа парам.

Дело прошлое — скажу.

Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

— Апла пулсан, сирӗн ывӑлӑр иртнӗ ултӑ уйах хушшинче кунта мӗн-мӗн туса пӗтернине пӗлместӗр пулсан, эсир унӑн ытла начар амӑшӗ! —

— Значит, вы плохая мать, если не знаете, что ваш сын вытворял здесь в продолжение шести месяцев! —

«Олег, ӑҫта эс?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫак ӗҫ пӗр самант хушшинчех, пӗр сас-чӳсӗр пулса иртнӗ.

Всё это было совершено мгновенно и без единого крика.

Комсомолла туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Пӗррехинче, сӗм ҫӗрле Нина Иванцова патӗнче пулса иртнӗ вӑрттӑн пухуран никам пӗлмен сукмаксемпе киле таврӑннӑ чухне, Олег сасартӑк хӳме ҫумне йӑпшӑннӑ та тӑпах чарӑнса тӑнӑ.

Однажды, возвращаясь поздней ночью тайными тропинками с конспиративной сходки у Нины Иванцовой, Олег вдруг прижался к забору и замер.

Комсомолла туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней