Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Иртнӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сарӑ, кӑтра йӗкӗт, ярханахне янӑскер, пӗрӗн-кайӑн Фома умӗнчен, — е хулпуҫҫи ҫинче хӑма ҫӗклесе, е аллине пуртӑ тытса, — чупа-чупа иртнӗ; вӑл, выляса кайнӑ качака таки пек, сиккеле-сиккеле илнӗ, хӑй тавра янӑравлӑ кулӑ, шӳтле сӑмах, пӑрӑҫлӑ ятлаҫу сапаласа, ырми-канми ӗҫленӗ, турпаспа, йывӑҫпа тулнӑ палуба тӑрӑх хыттӑн та ҫӑмӑллӑн чупса ҫӳресе, е пӗрне, е тепӗрне ҫите-ҫите пулӑшнӑ.

Русый и кудрявый парень с расстегнутым воротом рубахи то и дело пробегал мимо него то с доской на плече, то с топором в руке; он подпрыгивал, как разыгравшийся козел, рассыпал вокруг себя веселый, звонкий смех, шутки, крепкую ругань и работал без устали, помогая то одному, то другому, быстро и ловко бегая по палубе, заваленной щепами и деревом.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл маларах пулса иртнӗ ӗҫсене аса илчӗ.

Она вспомнила,

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

1904 ҫулта Хулань управине (呼兰府) йӗркеленӗ, 1913 ҫулта Синьхай пӑлхавӑрӗ иртнӗ хыҫҫӑн управӑна пӗтернӗ, ун вырӑнне Хулань уесне (呼兰县) туса хунӑ.

В 1904 году была образована Хуланьская управа (呼兰府), а после Синьхайской революции управа в 1913 году была ликвидирована, а вместо неё образован уезд Хулань (呼兰县).

Хулань // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A5%D1% ... 0%BD%D1%8C

Ҫакӑ 1860 ҫулта Хэйлунцзян цзянцзюнӗ (ҫар генерал-кӗпернаттӑрӗ) Тэбцин (кит. 特普欽, Тэпуцинь; ҫак вырӑна 1859–1867 ҫулсенче йышӑннӑ) сӗннипе пулса иртнӗ.

Это случилось в 1860 г, по предложению хэйлунцзянского цзянцзюня (военный генерал-губернатор; на этом посту в 1859—1867 гг) Тэбцина (кит. 特普欽, Тэпуцинь).

Хулань // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A5%D1% ... 0%BD%D1%8C

Иртнӗ ҫул, май уйӑхӗнче, ман ывӑл Хань Лао-люн Хань Ши-юань ятлӑ аслӑ ачипе Харбинран ман патӑма килчӗҫ…

— В прошлом году, в мае, мой сын вместе со старшим сыном Хань Лао-лю Хань Ши-юанем приезжали ко мне из Харбина.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӗр уйӑх иртнӗ.

Помоги переводом

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Иртнӗ ҫул курнине астумастӑп эпӗ ӑна.

— В прошлом году я что-то не встречал его.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, пысӑк ҫухату пулса иртнӗ.

В деревне Чербай Ядринского района вчера, 9 сентября, произошла дорожно-транспортное происшествие со смертельным исходом.

Ӳсӗр водителӗн арӑмӗ вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/29652.html

Унтанпа сакӑр уйӑх иртнӗ, Хуа Юн-си ҫаплах парти членӗн кандидатӗнче тӑнӑ.

Прошло уже восемь месяцев, а Хуа Юн-си все еще числился кандидатом в члены партии.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чӑн та, вӑл хӑй тивӗҫне сыхласа хӑварма тӑрӑшса пӑхнӑ, анчах харкашу пулса иртнӗ.

Он попробовал было защитить свою самостоятельность. Произошла ссора.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫак канашлу «Китайри ҫӗр реформин программине» вӗренмелли семинар пек иртнӗ.

Фактически это совещание представляло собой краткосрочный семинар по изучению «Программы земельной реформы Китая».

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Иртнӗ ҫул, — хушса хучӗ Чжан Цзин-жуй, — мамӑклӑ курткӑсемпе шӑлаварсем илнӗччӗ.

— В прошлом году, — вставил Чжан Цзин-жуй, — хоть ватные куртки да штаны получили.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах старостӑсен канашлӑвӗнче пулса иртнӗ калаҫӑва аса илнӗ те:

Но вспомнив, чем кончилось его выступление на совещании старост, возчик спохватился.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Юаньмаотунь ялӗнчи хресченсен союзӗнче пулса иртнӗ ӗҫе вӑл тӗпрен тишкермен: — Эсир хресченсенчен хӑйсенчен ыйтӑр. Вӗсем ыйтӑва мӗнле татаҫҫӗ, ҫапла пултӑр, — тенӗ вӑл.

И когда ему сообщили о распрях в крестьянском союзе деревни Юаньмаотунь, он не стал в них разбираться: — А вы спросите самих крестьян. Как они решат, пусть так и будет.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ӑна пурте хисеплеме, сума сума пуҫланӑ, унӑн иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен манна.

Все стали смотреть на него с уважением, и о прошлом никто больше не вспоминал.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ку 1947 ҫулхи пӗр ҫиллӗ октябрь каҫӗнче пулса иртнӗ.

Это происходило в одну из ветреных октябрьских ночей 1947 года.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Начальник, ҫӗре эсир иртнӗ ҫул хӑвӑрах пайласа патӑр.

— Землю вы, начальник, в прошлом году сами переделили.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӑюлланнӑ арҫыннӑн пӑтӑр-патӑрӗ алкум урати урлӑ каҫсан та тӳрех лӑпланмарӗ, картлаҫран анса картишӗпе иртнӗ чухне те, ҫӗрлехи шӑплӑха шуйхатса, йӳҫрӗ-ха явӑнчӗ-ха унӑн тӑкӑсӗ, лешсем хапха умӗнчи вут купинчен пӑрӑнса Йӳҫкасалла сулӑнсан тин йӑмрӗ, ҫухалчӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ку сас, пӗтрӗ.

Помоги переводом

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ара, елпле тӑкӑлтартӑр та хӑвӑр иртнӗ педсоветра.

Помоги переводом

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юрӗ ӗнтӗ, иртнӗ куна каялла тавӑраймӑн.

Помоги переводом

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней