Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

асӑннӑ (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асӑннӑ акци шайӗнче центр специалисчӗсем профилактика субъекчӗсемпе пӗрле учетра тӑракан ҫул ҫитменнисем, шкул ҫулне ҫитмен ачасем пур ӑнӑҫсӑр, йывӑр лару-тӑрури ҫемьесене тӗрӗслес тӗлӗшпе ведомствӑсем хушшинчи рейдсем ирттерӗҫ, вӗсем вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗ тӗлне епле хатӗрленнипе кӑсӑкланӗҫ.

Помоги переводом

«Вӗренме кайма пулӑш» акци пуҫланнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

– Эпӗ асӑннӑ форума 2-мӗш хут хутшӑнатӑп.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен форумӗ – 14-мӗш хут // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/c%d0%b0%d0% ... %83%d1%82/

Лаш Таяпа шкулӗнче (директорӗ Ирина Чернова) те маларах асӑннӑ учрежденисенчи пекех сыхлӑх, хӑтлӑх, тирпей-илем тӗлӗшпе пурнӑҫлани куҫ умӗнче.

Помоги переводом

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

Ҫакӑ маларах асӑннӑ шкулсенчи вӗренекенсем тӗрлӗ шайри олимпиадӑсенче, спорт ӑмӑртӑвӗсенче тата ытти тӗрлӗ мероприятисенче мала тухса округ, республика чысне ҫӳллӗ шая ҫӗклени те лайӑх ҫирӗплетет.

Помоги переводом

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

Асӑннӑ чару мерисем пултарулӑхпа тата спортпа ҫыхӑннӑ ҫынсене пырса тивмеҫҫӗ.

Помоги переводом

Сакӑр пин ытла ҫамрӑк ача ҫуллахи каникул вӑхӑтне ӗҫ тупнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... ln-3334089

- Асӑннӑ кӳлле «Капитал» тулли мар яваплӑ общество (ООО) пӑхса тӑрать.

Помоги переводом

Экологи министерствинче пулӑсем мӗншӗн вилнине ӑнлантарса панӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/epir-tata-ut-ant ... an-3391517

2023 ҫулта асӑннӑ тӳлев вали 3,52 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, федераци бюджетӗнчен – 2,93 миллиард тенкӗ, Пушкӑрт Республикин бюджетӗнчен – 0,59 миллиард тенкӗ, 2023 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗ тӗлне асӑннӑ тӳлеве республикӑри нумай ачаллӑ 25 833 ҫемье илеҫҫӗ.

В 2023 году на данный вид выплаты предусмотрено 3,52 млрд. руб., в т. ч. из федерального бюджета – 2,93 млрд руб., из бюджета Республики Башкортостан – 0,59 млрд руб. На 1 августа 2023 года данную выплату получают 25 833 семей многодетных республики.

Пушкӑртстанри нумай ачаллӑ 26 пине яхӑн ҫемье виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн уйӑхсерен тӳлев илет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3390521

12271 тенкӗпе танлашакан асӑннӑ тӳлев ача виҫӗ ҫул тултариччен пулать.

Данная выплата, размер которой составляет 12271 рубль производится до достижения ребенком возраста 3 лет.

Пушкӑртстанри нумай ачаллӑ 26 пине яхӑн ҫемье виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн уйӑхсерен тӳлев илет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3390521

Асӑннӑ клуб ӗҫӗнче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ чылай кӑлтӑк тупса палӑртнӑ: санитарипе эпидемиологи заключенине илмен, гигиена енчен вӗренмен, медосмотр тухман.

В работе данного клуба Управление Роспотребнадзора по Чувашии выявило ряд недочетов: не получено санитарно-эпидемиологического заключения, не проводилось обучения по соблюдению гигиены, не проходили медосмотр.

Палатка лагерӗшӗн штрафланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35722.html

Асӑннӑ ял таврара паллӑ ял шутланать.

Помоги переводом

Ӑҫта вӑл Чӑваш Кӑлаткӑ ялӗ? Кам вӑл Курак Иванӗ? // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... an-3388969

Пирӗн малашлӑхри ӗҫсене комплекслӑ майпа туса пыма хӑнӑхмалла, ун чухне асӑннӑ лару-тӑру йӗркене кӗресси те иккӗлентермӗ», – тенӗ вӑл.

Помоги переводом

Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйӑрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тӑрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/cher ... enre-ekolo

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанспа рынок ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн Председателӗ Анатолий Аксаков сӑмаха малалла тӑснӑ май, сӑра историйӗ Чӑваш Енӗн мӗн авалтан пуян пулнине асӑннӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» cӑрапа хӑмла фестивальне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/chav ... -msh-festi

Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви асӑннӑ пуҫарӑва хапӑл тусах пулӑшма килӗшнӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» cӑрапа хӑмла фестивальне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/chav ... -msh-festi

Асӑннӑ вырӑна йышӑнма тивӗҫ ҫынна ҫур ҫултан ҫеҫ тупайнӑ.

Человека, способного занять данное место, нашли только через полгода.

Ладыковӑн — ҫӗнӗ ҫум // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35689.html

Асӑннӑ пукан кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пушаннӑ.

Данное место опустело 21 февраля текущего года.

Ладыковӑн — ҫӗнӗ ҫум // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35689.html

Ку ӗҫе кӑҫал малалла тӑсӗҫ — асӑннӑ ӳсӗмри 5 пин ача тӳлевсӗр ҫул ҫӳреве тухӗ.

Помоги переводом

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Строительство министрӗн заместителӗ Михаил Коледа пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ программӑри кӑҫалхи ӗҫсен шутӗнче — 22 фельдшерпа акушер пункчӗн, 4 врач амбулаторийӗн, Канаш районӗн больницин поликлиникин ҫурчӗн строительствипе юсавӗ.

Помоги переводом

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Олег Николаев шучӗпе, ҫак тӗллеве пурнӑҫлас тесен строительство организацийӗсемпе те тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлемелле — асӑннӑ ушкӑнсене кирлӗ хваттерсем тӑвассине йӗркелемелле.

Помоги переводом

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Олег Николаев асӑннӑ тӗслӗхре ачасен ашшӗ-амӑшӗ ҫӑмӑлттай пулнине пайӑррӑн палӑртрӗ.

Помоги переводом

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Павел Юрьевич «КЕТРА» ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ май асӑннӑ предприяти округ бюджетне пысӑк тӳпе хывнине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «КЕТРА» завод ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ // Георгий Борзин. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-p ... -pallashre

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней