Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

килӗсене (тĕпĕ: килӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн ачасем килӗсене саланчӗҫ, хамӑн чӗрем кӑрт-кӑрт сикет: е никам та килмесен, тетӗп.

Разошлись мои ребятки, а у меня сердце стучит: а что, если никто не придет?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Чылай ҫӗрле пулсан тин, шӑпланнӑ урамсене вӑратса килӗсене саланчӗҫ.

Разошлись поздно, разбудив молчаливые улицы перекличкой голосов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӗрарӑмсем ташша яхӑнне те хутшӑнасшӑн мар, вӗсем килӗсене леҫсе хӑварма ыйтаҫҫӗ, анчах Голуб шӑртланса кайрӗ.

Женщины наотрез отказались танцевать и требовали отвезти их домой, но Голуб стал на дыбы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ялпа ҫыхӑннӑ рабочисем, нимӗҫсен реквизицийӗсемпе тарӑхса тата улпутсем каялла килӗсене тавӑрӑннине кура, пӑлхана пуҫларӗҫ.

Среди рабочих, связанных с деревней, начались большие возмущения, вызванные реквизициями и возвращением помещиков в свои фольварки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Бурлаксем пурте таврӑннӑ тӑван килӗсене, кунта пире лайӑх, кунта пире ырӑ, юрӑ кӗвӗлеме…

Зібралися всі бурлаки до рідноі хати, тут нам мило, тут нам любо в журбі заспівати.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Отряд хула варрине чарӑнса, хваттерсене салана пуҫласан тин вӗсем килӗсене таврӑнчӗҫ.

И разошлись по домам лишь после того, как отряд остановился в центре города и стал размещаться по квартирам.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пин те тӑхӑрҫӗр вунсаккӑрмӗш ҫулхи ҫуркунне виҫӗ тус, Серёжка Брузжак патӗнче «утмӑл улттӑлла» картла вылянӑ хыҫҫӑн, килӗсене таврӑнаҫҫӗ.

Весной тысяча девятьсот восемнадцатого года трое друзей шли от Сережки Брузжака, где резались в «шестьдесят шесть».

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ахтупай пурне те килӗсене саланма, Мӑнкуна кӗре-кере ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑпа чыслама хушать.

Ахтупай велел всем идти в деревню, застольем и песней встречать Манкун дома.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

— Туйӗ ҫитес шӑмат кун теҫҫӗ, туй курма кайӑпӑр пурте, — килӗсене саланаҫҫӗ сарафан телефонӗн «кӗпҫисем».

Помоги переводом

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ку ӗҫ те вӗҫленсен Тарса шывӗнче уҫӑлчӗҫ те кӑнтӑрлана килӗсене пуҫтарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Утӑ хатӗрлесси пуҫӗсене пырса кӗрсен ҫеҫ ушкӑнсем килӗсене саланаҫҫӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫинукпа Кирюк килӗсене утнӑ чух вӗсене Маюк хӑваласа ҫитрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Виҫҫӗн пухӑнса лавкка хыҫӗнче кӗленчене пушатаҫҫӗ те килӗсене саланаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Чавсанай патӗнчи ачасем 24-мӗш ҫурт сачӗ патне пухӑнма калаҫса татӑлчӗҫ те килӗсене саланса пӗтрӗҫ.

Условившись встретиться неподалеку от сада дома № 24, мальчишки из-за ограды разбежались.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Ачасем чартак ҫинчен пӗр сас-чӗвсӗр сике-сике анчӗҫ те кам хӳме хушӑкӗсенчен тухса, кам тӳрех хӳме урлӑ сике-сике каҫса, тӗрлӗ еннелле, килӗсене саланса пӗтрӗҫ.

Бесшумно соскакивали ребята с чердака и через дыры в заборах, а то и прямо через заборы разбегались по домам в разные стороны.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Ваттисемпе ача-пӑчасем килӗсене саланчӗҫ.

Ушли старики, ребятишки.

3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Ачасем килӗсене пӗрерӗн таврӑнчӗҫ.

Домой возвращались поодиночке.

3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Унӑн ансӑр урамӗсенче каҫсерен, хӗвел анса ларсанах (июнь уйӑхӗччӗ ун чухне) сап-сарӑ ҫӳҫлӗ чиперкке нимӗҫ хӗрӗсем уҫӑлса ҫӳретчӗҫ, ют ҫӗршыв ҫыннине хирӗҫ пулсан ҫепӗҫ сассисемпе: «Guten Abend», — тесе сывлӑх сунатчӗҫ; вӗсенчен хӑш-пӗрисем тулли уйӑх кивӗ пӗчӗк ҫуртсен шӗп-шӗвӗр тӑррисем хыҫӗнчен тухса урама сарнӑ вӗтӗ чулсене палӑрмаллах ҫутатма тытӑничченех килӗсене кӗместчӗҫ.

По его узким улицам гуляли вечером, тотчас после захождения солнца (дело было в июне), прехорошенькие белокурые немочки и, встретясь с иностранцем, произносили приятным голоском: «Guten Abend!» — а некоторые из них не уходили даже и тогда, когда луна поднималась из-за острых крыш стареньких домов и мелкие каменья мостовой четко рисовались в ее неподвижных лучах.

I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Кӗскен каласан, килӗсене саланма пуҫланӑ чухне вӑхӑт виҫӗ сехет ҫитнӗччӗ, кучерӗсем вара хӑш-пӗрисене сутӑн илнӗ япала ҫыххине йӑтса тухнӑ пекех йӑтса тухрӗҫ; Чертокуцкий те, хӑйӗн аристокративлӑхне пӑхмасӑрах, кӳмере ларса пынӑ чухне тав тунӑ чухнехи пекех пуҫне сулкаларӗ, ҫав майпа мӑйӑхӗ ҫумне ҫыпҫӑннӑ икӗ куршанака килнех илсе ҫитерчӗ.

Словом, когда начали разъезжаться, то уже было три часа, и кучера должны были нескольких особ взять в охапку, как бы узелки с покупкою, и Чертокуцкий, несмотря на весь аристократизм свой, сидя в коляске, так низко кланялся и с таким размахом головы, что, приехавши домой, привез в усах своих два репейника.

Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Вӑхӑт иртет, нимӗн те шарламаҫҫӗ-ха нимӗҫсем; тӑваткӗтеслӗхсем туса йӗркелесе вырнаҫтарнӑ ҫынсем хӑйсемпе мӗн тӑвасса пӗлмесӗр тӑчӗҫ: вӗсене пурне те карта ӑшне хӑваласа хупаҫҫӗ е килӗсене яраҫҫӗ.

Время шло, а немцы ничего не предпринимали; и построенные в квадраты люди не знали, что же с ними будет: загонят ли всех за эту колючую изгородь, или распустят по домам?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней