Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

никама (тĕпĕ: никам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ултӑ теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑскер пурнӑҫӗнче никама та усал туманни унӑн сенкер тарӑн куҫӗнченех паллӑ.

Помоги переводом

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Раҫҫейӗн кашни кӗтесӗнчен тата Никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлӗхӗн ҫывӑхри ҫӗршывӗсенчен килнӗ 7,5 пин ҫын пӗрле пухӑнать.

С каждого уголка России и ближних стран Союза независимых государств вместе собираются 7,5 тысяч людей.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Никама систермелле мар сулахай ал тупанӗ ҫине пӑхатӑп.

Незаметно для всех подглядываю на левую ладонь.

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Эпӗ никама та кӗтместӗп, — тӗлӗнчӗ вӗл.

Я никого не жду, - удивился он.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

— Сӑнарта чухне никама та курмастӑп, эпӗ вылянине ҫын еплерех хакланине ятарласа пӑхаймастӑп, ҫавӑнпа кунашкалли сайра пулать.

- В образе никого не вижу, я не могу смотреть как оценивает человек мою игру, поэтому такое бывает редко.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

— Чӑнах та, кун ҫинчен никама та каласа паман.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Раккасси легендин паянччен пурӑнакан пӗртен-пӗр аппӑшӗ, тен, хӑй пурнӑҫӗнче журналистсемпе урӑх тӗл пулайманнине туйнӑ та пулӗ, пылпа чей ӗҫсе ларнӑ хушӑра ентешне никама каласа паман пулӑмсемпе паллаштарчӗ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Эпӗ нихҫан та, никама та начар тӑвассишӗн пурӑнман.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Эпӗ халиччен никама та улталаса курман.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Хӑрах куҫлӑ, хӑрах алӑллӑ, вӑл та пулин виҫӗ пӳрнеллӗскер, пичӗ-куҫӗ снаряд ванчӑкӗсемпе хӑрушланнӑ каччӑ никама та кирлӗ мар пек туйрӗ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Малтанах хӑранипе никама та каламан.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Риммӑна текех никама та памарӑм, Юра салтакран таврӑниччен хӑвӑртрах авлантӑм.

Больше никому не отдал Римму, до возвращения Юры из армии быстрей женился.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Пӗр талӑк ытла пурӑнтӑм ҫав вырӑнта кун хыҫҫӑн, никама та курмарӑм, нимӗн те тупаймарӑм, – тенӗччӗ Александр Григорьевич пире.

Помоги переводом

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

— Кайран мана: «Эпӗ мероприятие кая юлса ҫитнине никама та ан кала», — терӗ.

Помоги переводом

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Нимӗҫсем никама шеллемеҫҫӗ, персе вӗлереҫҫӗ.

Помоги переводом

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

«Пирӗн ҫынсене ӑнлантармалла: нихӑҫан та, пӗр ҫыравра та, СССР, патша, Ленин, Сталин, Брежнев, Хрущев, Горбачев тапхӑрӗсенче те - конкретлӑ ҫын е ҫемье пирки информаци никама та паман, - палӑртрӗ Росстат ертӳҫи. - Ял хуҫалӑх, халӑх ҫыравӗсемпе информаци саракан должноҫри ҫынна саккунпа явап тыттараҫҫӗ, уголовнӑй ӗҫ пуҫаричченех».

Помоги переводом

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Раҫҫейри тата Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхӗнчи халӑх пултарулӑх коллективӗсем ҫеҫ мар, чикӗ леш енчен те килме пуҫларӗҫ шурӑ Шупашкарӑмӑра.

Не только народные самодеятельные коллективы России и Стран независимых государств стали приезжать в славные Чебоксары, но и из-за зарубежья.

Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Эпӗ никама та, ниме те ӳпкелеместӗп.

Я никого, ничто не упрекаю.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Нихӑҫан та суйман, никама та улталаман.

Никогда не врал, никого не обманывал.

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Эпӗ тӳрре тухмастӑп, никама та айӑпламастӑп.

Я не оправдываюсь, никого не обвиняю.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней