Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йӑраланчӑк хорунжи кӗтмен ҫӗртен ҫӑмӑллӑн лаша ҫине утланчӗ, ӑна карт туртса ҫавӑрчӗ те хӗвеланӑҫнелле сиктерсе кайрӗ.
V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑнтӑрла тӗлнелле пулемет заставинчи хӗрлӗармеецсем, ним кӗтмен ҫӗртен йӑпӑр-япӑр хуторти килсене хӑварса, пулемечӗсене сӗтӗре-сӗтӗре, ҫырмасем тӑрӑх сӑрталла ҫул тытрӗҫ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑйсен хуторӗпе тӗлме-тӗл вырнаҫса тӑнӑ тата ирӗксӗртен ӗҫсӗр аптӑранипе тунсӑхланӑ Татарски казакӗсен сотни пӗррехинче хӗрлӗармеецсене хӑратса та илет: хӑйсемех кӑмӑл туса килӗшнӗ казаксем Донӑн сылтӑм ҫыранне ҫӗр варринче шӑппӑн баркаспа каҫаҫҫӗ те пӗр кӗтмен ҫӗртен хӗрлӗармеецсен заставине пырса тапӑнаҫҫӗ, тӑватӑ хӗрлӗармееца вӗлереҫҫӗ, пулеметне туртса илеҫҫӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗр кӗтмен ҫӗртен темле хӑрушӑ чӗрчуна курах кайрӗ вӑл.
III. Килӗшӳллӗ паллашу // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Ӑна халӗ Мажаров ачаллах пӗлетӗп тени мар, калаҫу кӗтмен ҫӗртен ҫапла урӑх ҫӗрелле пӑрӑнни тӗлӗнтерчӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ара, апат-ҫимӗҫ мӗнле-ха пирӗн, хӑвӑрах куратӑр вӗт — ҫӑкӑрпа ҫӗр улми те шыв ҫеҫ, — хурлӑхлӑн ӑнлантарчӗ хӗрарӑм, вара ун салхуллӑн чӑмӑртанӑ тутисенче кӗтмен ҫӗртен ҫилӗ палӑрчӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑйне кӗтмен ҫӗртен ачашшӑн чуп тунипе вӑтанса, пиччӗшӗ мӑкӑртатрӗ:Смущенный проявлением столь внезапной и непривычной ласки, брат пробормотал:
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тата, тӗрӗссипе каласан, эпӗ, паллах, хамӑр кунта килсен, музыкӑ каласа ярасса кӗтмен.И вообще, если уж говорить начистоту, я, конечно, не ждал, что тут, как мы приедем, музыка заиграет.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫак саманта вӗсем кашниех хатӗрленнӗ пулмалла, кунта, хӑйсен тӑван килӗнче, мӗн курма пултарни ҫинчен кашниех хӑйне евӗр шутланӑ ӗнтӗ, анчах вӑл ҫакӑн пек юхӑнчӑк пуласса вӗсенчен никам та кӗтмен: кӑмака вырӑнӗнче кирпӗчсем сапаланса выртаҫҫӗ, чӳрече янаххисем типсе, хавшаса кайнӑ, вӗсене юр витнӗ, мачча патӗнче тусанлӑ шпалер татӑкӗсем сыхланса юлнӑ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑй урҫа чухне пурӑннӑ хӗрарӑм кӗтмен ҫӗртен килсе кӗнипе нимӗн тума пӗлмесӗр, ҫав тери тулашрӗ пулин те, Анохин хуйхӑ пуснӑ пек чӗнмерӗ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫак кӗтмен ҫӗртен икӗ енчен килнӗ пулӑшу Иннокентие савӑнтарчӗ, Коробин комисси тума килӗшессе шансах каймарӗ пулин те, вӑл, юлашкинчен, хӑйӗн те тухса калама вӑхӑт ҫитнине ӑнланса илчӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах инкек кӗтмен ҫӗртен сиксе тухсан, ун чухне хӑвна хӑв хытӑ тытма пӗлни ҫеҫ ҫӑлма пултарать.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кӗтмен ҫӗртен пурте пӗр харӑс, питӗ хытӑ алӑ ҫупса ячӗҫ, Ксени ҫурӑмӗ сӑрӑлтатса кайрӗ, хӑйне сасартӑк ку таранччен пӗлмен темӗнле вӑй ҫӗклентерсе янӑ пек туйӑнчӗ, чӗрине савӑнӑҫпа тултарчӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Кунта пухура пирӗн партин районти комитечӗн представителӗ пур, — кӗтмен ҫӗртен илтрӗ Ксени Егор Дымшаковӑн ҫирӗп сассине, ҫак сасӑ ӑна ирӗксӗрех ура ҫине тӑратрӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кӗтмен ҫӗрте ҫакӑн пек пулни Ксение шалт тӗлӗнтерсе ячӗ, вӑл ку улшӑну мӗнрен килнине пӗлмерӗ — те ҫынсем ывӑнса ҫитнӗ, те Лузгин пӗр саслӑн, ҫывӑрса каймалла, кичем вулани вӗсемшӗн пӗртте кӑсӑклӑ мар.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ҫитет сана, — вӑтанса алне сулчӗ Аниҫҫе, ун куҫӗсенчен кӗтмен ҫӗртен куҫҫуль тапса тухрӗ, кӗре тӗслӗ пит ҫӑмартисем хӗрелсе кайрӗҫ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Председатель пурнӑҫ тӑршшипех заводра ӗҫленӗ, хӑй ирӗкӗпе вӑхӑтлӑха ҫӗр ӗҫне кайма килӗшнӗ чухне кунта хӑйӗн ҫине кашни кунах кӗтмен япала йӑтӑнса анма пултарасса пачах та пӗлмен: пӗр шӑтӑкне хуплатӑн та — тепри сиксе тухать, пӗр инкекне сиретӗн те — тепри алӑкран шаккать, вӗҫӗм ҫапла.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Константин ку ыйтӑва Коробин ӑна панине тӳрех ӑнланса илеймерӗ, калаҫу ытла та кӗтмен ҫӗртен улшӑнчӗ-ҫке.Константин не сразу понял, что Коробин обращается к нему, так неожидан был этот переход.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Константин асӑрхарӗ: Коробиншӑн ку кӗтмен япала пулман пулас, вӑл хӑйне лӑпкӑн тыткаларӗ, канверта портфеле хурса, ҫӑрине шатлаттарса хупрӗ те: — Тен, эсир ахалех кун пек тӑватӑр? — терӗ.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мажаров вӗсем патне шикленерех утса пычӗ, кунта телее, кӗтмен ҫӗртен Васенӑ ҫитрӗ.Он робко приблизился к ним, и тут Васена неожиданно выручила его.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.