Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытма сăмах пирĕн базăра пур.
тытма (тĕпĕ: тытма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майӗ ҫукчӗ те чӑтасса, анчах ҫӗр ҫине анса ҫитес чух хама хам тытма пултартӑм.

Это было невозможно, но мне как-то удалось сделать перелом над самой землёй.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унпа халь ахаль телеграфпа кӑна ҫыхӑну тытма та кунсерен кансӗр пула пуҫларӗ.

и поддерживать с нею даже простую телеграфную связь день ото дня становилось всё труднее.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Стоматологически клиникӑра ӗҫлемешкӗн малтанхи вӑхӑтра мана пушшех те йывӑрччӗ, йывӑррине пула хавасланаттӑмччӗ те эпӗ, кашни калас сӑмахӑма шухӑшласа каламаллаччӗ, чӗрене пите йывӑр пулсассӑн та хама ҫирӗп тытма пӗлмеллеччӗ.

Мне было трудно в стоматологической клинике, особенно первое время, и я была рада, что мне трудно и что нужно так внимательно следить за каждым словом и держаться уверенно, даже когда очень тяжело на душе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петя япалисене питӗ васкаса пуҫтарчӗ, таҫта лав тытма кайса килчӗ, унтан вара кукамай патне ҫӳле хӑпарчӗ, лешӗ Ярославль облаҫне кайма килӗшмен.

Очень быстро он уложил вещи, сбегал куда-то за подводой и отправился наверх, к бабушке, которая объявила, что в Ярославскую область она не поедет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мускавра та Ҫурҫӗрте, каллех Мускава — хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартассине пӗтӗм тӗнче умӗнче сӑмах тытма хатӗр вӑл.

В Москве, на Севере, снова в Москве — перед целым миром он готов отстаивать свою правоту.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Айӑпланакана йӗркене кӗртме ыйтатӑп, унсӑрӑн сӑмах тытма ҫук.

— Прошу призвать подсудимого к порядку, иначе я отказываюсь…

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӑх-ха, епле практикантсем тупӑннӑ, хатӗррине тытма!

Гляди, какие практиканты нашлись — готовое ловить!

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чи кирли — санӑн ӑс чӑтӑмлӑхӗ пурри, хӑна ху тытма пӗлни.

Главное, у тебя выдержка есть, с тобой считаются.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сивӗре ӑшӑ тытма пулӑшать, шӑрӑхра пӗҫертмест.

Помоги переводом

Ҫутҫанталӑк пани аванрах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31

Халӗ те вӗсем — пӗри сулахайра, тепри сылтӑмра — киммӗн хыҫалти сакки ҫине ман хулсем ҫумнех ҫыпҫӑнса ларнӑ, мана кимме тытма чӑрмав кӳреҫҫӗ.

Они и сейчас сидели возле меня — слева и справа — на задней банке нашей лодки, тесно прижавшись к моим плечам, и мешали мне править.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сакӑр сехетре хайхи карчӑк темшӗн телефонпа пӗлтермерӗ, вара эпир каллех клиникӑна чупса ҫитрӗмӗр те, хальхинче ӗнте, хай, профессора чирлисене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн коридорта тытма сӗннӗ чипер сестрапа калаҫрӑмӑр.

В восемь часов сиделка почему-то не позвонила, и мы опять побежали в клинику и снова говорили — на этот раз с той милой сестрой, которая посоветовала нам ловить профессора после обхода.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӗринче пӑшӑрханатчӗ пулин те хӑйне вӑл лӑпкӑн тытма тӑрӑшать, унпа халь пӗр сӑмах та хушмалла маррине сисетӗп-ха эпӗ.

Но это было спокойствие потрясенного человека, и я чувствовал, что сейчас не нужно говорить ни о чем.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӳлерех ҫӗртен ярӑнма аван, Пӳрт ҫӳлӗшӗнчен тикӗс тытма ҫук!

Плохо выравнивать на уровне крыши!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑвна ху тытма пӗлни ҫинчен мӗн тейӗн?

А самообладание?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку вӑхӑтра Астрахань енне таракан Пугачева йӗрлесе тытма яна хӑшпӗр отрядсен начальникӗсем хӑйсен ирӗкӗпех айӑплисене те, айӑпсӑррисене те наказанки панисем сахал мар пулнӑ.

Начальники отдельных отрядов, посланных в погоню за Пугачевым, тогда уже бегущим к Астрахани, самовластно наказывали виноватых и безвинных…

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тӗрӗссипе каласан, пӗр вӑл ҫеҫ хӑйне ҫакнашкал ирӗклен тытма пултарчӗ.

Впрочем, только он один держал себя так свободно.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хӑйне хӑй, чӑн та, тӗлӗнмелле лӑпкӑ тытма пӗлет.

У него было удивительное самообладание.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑйне ырӑ кӑмӑллӑ пек тытма тӑрӑшакан Николай Антоныч манӑн куҫ умне ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа тухса тӑчӗ.

Николай Антоныч, вежливый, обстоятельный, круглый, мигом представился мне.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Горбунов Ваньӑна шыраса икӗ талӑк хушши нимӗҫсен «штаб вӑрманӗнче» пытанса ҫӳренӗ, ӑна унта кашни минутрах нимӗҫсен патрулӗ тытма, унтан вӗлерме те пултарнӑ.

Двое суток Горбунов, каждую минуту рискуя быть схваченным немецким патрулём и поплатиться жизнью, скрывался в немецком «штабном лесу», разыскивая Ваню.

17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Пӳрнисем вӗсем патнеллех туртӑнчӗҫ, анчах тупӑсем тытма ҫук вӗри пулнӑ пекех — вӑл пӳрнисене каялла туртса илчӗ.

Палец так и тянулся к ним, но тотчас отдёргивался, словно пушечки были раскалённые.

17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней