Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑлхав сăмах пирĕн базăра пур.
пӑлхав (тĕпĕ: пӑлхав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑлхав тапранман пулӗ те?

Бунты зачались?

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӑлхав путарма?

— Усмирять?

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эпӗ, тӑванӑм, пин те тӑхӑрҫӗр пиллӗкмӗш ҫулта пӑлхав лӑплантарнӑ ҫӗрте пултӑм.

— Я, браток, в тысячу девятьсот пятом годе на усмирении был.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нимӗнле пӑлхав та ҫук-и?»

Нету никаких бунтов?»

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсен аслашшӗн ашшӗне Воронежри ҫар пуҫлӑхӗ (воевода) ҫак пӑлхав шухӑшлӑ станицӑна кӑларса янӑ чух уйрӑм грамота (хут) ҫырса панӑ пулнӑ.

Прадеда воронежский воевода жаловал грамотой, посылая в бунтовскую станицу.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑлхав пуҫарма шутлатӑр-и?

— Бунт задумали?

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Анне, Володька каллех ыйтмасӑр кӗнекесем илет те ман ҫумма ҫыпҫӑнать! — нӑйлатать Валентина, пӑлхав пуҫланӑ гладиаторсене хирӗҫ милӗкпе тӑрса.

— Мама! Чего Володька опять книжки берет без спросу и еще лезет! — пищала Валентина, отбивая выставленным вперед веником атаку восставших гладиаторов.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пӑлхав!

Бунт!

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пӑлхав, тарӑху-кӑмӑлсӑрлӑх-и унта е урӑххи…

Бунт, возмущение там или что…

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вӑл, пӑлхав пуҫараканӗ, капитана ҫыхса пӑрахнӑ, ирсӗр сӑмахсемпе ятлаҫса кӳрентернӗ.

Он первый бросился на капитана и связал ему руки, оскорбляя и ругая его.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫав пиратсем хушшинче боцман та пулнӑ; вӑл — пӑлхав пуҫарса яраканни пулнӑ тенӗччӗ эпир, халӗ ӗнтӗ унӑн хӑранипе сехри хӑпнӑ.

В том числе был боцман, который, как уже сказано, был главным зачинщиком, а теперь вел себя как самый отъявленный трус.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пӑлхав пуҫаракансем ҫаксем мар-ши тесе ыйтрӑм эпӗ капитанран.

Спросил капитана, не эти ли зачинщики бунта.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ карап капитанӗ; ман экипажра пӑлхав ҫӗкленчӗ.

Я капитан корабля; мой экипаж взбунтовался.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пӑлхав сарӑлма та пултарайман…

Восстание не смогло широко распространиться…

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхав вырӑнне ав арӑш-пирӗш кӑна пулса тӑчӗ, — ҫилленсе пӳлчӗ ӑна тухтӑр.

— А вместо восстания получилась какая-то каша, — ожесточенно прервал его доктор.

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кунта пӑлхав хускалчӗ пуль тесеттӗм.

Я думал, что здесь уже началось восстание.

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхав хускатас вӑхӑта тӑснӑ пулнӑ, ытла васкаса пуҫлани пӗтӗм ӗҫе путарса хунӑ.

Установленный срок был нарушен, и преждевременная вспышка погубила все дело…

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чӑн та, Бяла Черква ытти чылай хуласемпе ялсем пекех пӑлхав хускатман, хатӗрленессе вӗсем пурте чиперех хатӗрленнӗ, ытти хӑш-пӗр хуласенчен лайӑхрах та хатӗрленнӗ.

Действительно, Бяла-Черква не восстала, так же как и многие другие города и села, хотя они были подготовлены к восстанию не хуже, чем она, а иные даже лучше.

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Малтан калаканнин сӑмахӗ чун патӗнчен тухатчӗ-ха — вӑл пӑлхав умӗн те ҫаплах калаҫатчӗ, ҫаплах шухӑшланӑ та, — ҫавӑнпа ӑна хирӗҫ курайманлӑх кӑна ҫӗкленет; тепри вара хӑй тӑшмана сутӑннипе ытла та йӗрӗнтерет.

Слова первого были искренни — ведь то же самое он говорил и думал до восстания, — и потому он возбуждал только ненависть; второй же внушал отвращение: он изменил своим.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхав хускатма шухӑшланӑччӗ-и?

Бунтовать вздумали!

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней