Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ача-пӑчасем тарса пӗтрӗҫ, Павлуш вите тӑррине хӑпарса утӑ ӑшне кӗрсе пытанчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫӑварнире лешӗ пӑруласа та пачӗ, анчах ӑшӑ вите те ҫук пӑру валли, чуспа ҫапкаласа тунӑ лупас кӑна, ҫавӑнпа пӑрӑва пӳртре усрама тӳрӗ килчӗ.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
Вӗллисем нумаях та мар, ҫапах уҫланкӑ хӗррипе утарҫӑ пӳрчӗ, вӗлле пӳрчӗ, мунча, темле сарай е вите лартса тухнӑ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вите пӗрре кӑна та самаях тӑсӑкскер, унта ӗнепе пӑрушӗ тата вӗт-шакӑр выльӑх кӑна мар, лаша та пур пулас, мӗншӗн тесен лупасайӗнче урапа ларать, ут хатӗрӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, стена ҫумне ҫуна та тӑратса хунӑ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кирлӗ пулӗ тесе, вӑл укҫа парсах Машука темиҫе лаша хупмалӑх вите тутарттарнӑччӗ, унта картиш енчен те, пахча енчен те кӗмелле алӑк кастарттарнӑччӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ку района тин ҫеҫ йӗркеленӗ те, административлӑ пайӑн пӗр взвод йышӑнмалӑх вырӑн та, лашасем валли вите те ҫукчӗ-ха.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗрача шиклене-шиклене вите алӑкне уҫрӗ, аллипе хыпашласа ӗнене шыраса тупрӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Вите тӑвасси пирки те, ӗҫе ҫӳресси пирки те манчӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Вите валли пӗренесем турттараҫҫӗ, — аппӑшне хулӗнчен тӗкрӗ Костя.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Ҫула май вӗт, — хӗр вите алӑкӗсене питӗрнине сӑнаса тӑракан зоотехник ӑна алӑран тытрӗ.По пути же, — зоотехник, наблюдавший, как девушка запирает двери в хлев, взял ее за руку.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Тулӑ кӗрпинчен пӗҫернӗ пӑтӑпа пӑтратса вите урайӗ айне хурса тухрӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Эппин, кам пырса уҫнӑ-ха вите алӑкӗсене.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Аня Марук аппа мӗн каласса кӗтмесӗрех вите еннелле чупрӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
…Вӑл кун Аня яланхи пекех пӑрусене апат ҫитерсе вите тасатнӑ хыҫҫӑн килне кайма хатӗрленчӗ.…В этот день Аня, как всегда, накормила телят, почистила хлев и готовилась вернуться домой.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Вите алӑкӗн урати урлӑ каҫсан унӑн кӗлеткине никам та арҫын ача тесе йышӑнас ҫукчӗ, вӑл юр кӗлетке евӗрлех юрланса пӗтнӗччӗ.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вите алӑкӗ умӗнче хунар ҫакӑнса тӑрать, ҫав хунар ҫутинче ҫынсем хускални курӑнать.У входа в хлев висел фонарь, и в его свете он увидел двигающиеся тени людей.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Туалета Катхультра пурӑнакансем вите хыҫне ҫӳреҫҫӗ.
Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
— Сан пата каярахпа кӗретӗп-ха эпӗ, — терӗ те Эмиль ку вите алӑкне те хупса хучӗ.— Попозже я к тебе ещё забегу, — сказал Эмиль и хлев тоже запер на защёлку.
Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
— Лина, кайса Эмиле чӗнсе кил-ха, вӑл вите умӗнче Нӑрикпе вылять пулӗ-ха, — терӗ амӑшӗ.— Лина, пойди позови Эмиля, он, наверно, играет у хлева со Свинушком, — сказала мама.
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Пӗррехинче вӑл, вите ҫумӗпе иртсе пыраканскер, Эмильпе Ида пӑру ҫавӑтса ҫӳремелли кивӗ вӗрене ик енчен тытса ҫавӑрттарнине, варринче вара сысна ҫури талт-талт сикнине курах кайрӗ.