Поиск
Шырав ĕçĕ:
Паллах, пире шыраҫҫӗ, ҫил-тӑман палӑртнӑ трассӑран аяккалла илсе кайрӗ пулин те, пире пурпӗрех тупаҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ юлашки юр кирпӗчне касса кӑлартӑмӑр, аяккалла ывӑтрӑмӑр.Но вот наконец последний снежный кирпич был вырезан и отброшен.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сулахай урана пуссан, самолет темшӗн чӗтресе кайрӗ, пире каллех аяккалла ывӑтса ячӗ, анчах эпӗ ҫав-ҫавах калле ҫаврӑнма тытӑнтӑм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Нильса шыв юххи аяккалла илсе кайрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӑвӑл пӗлӗтне аяккалла сирех, ҫӳлти турӑ. Апла-иҫ вӑл Алексей Иваныч, аван хураҫи иккен вӑл, калама та ҫук!» — терӗ Акулина Памфиловна.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Валька пуҫне аяккалла пӑрчӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кун хыҫҫӑн Сӗм-сӗмекке шыва сикме пӑхать, анчах шыв, вӑл пынӑ-пыман, хум ҫаптарса аяккалла тарать.Тут Безымянный Брат решил утопиться, но едва вошел он в реку, как вода отхлынула от него.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ку кӑна мар, вӑрӑмтуна та, Сӗм-сӗмеккен сӑмси ҫине ларма пӑхнӑскер, нӑйлатса аяккалла вӗҫсе кайнӑ.И даже комар, собравшийся сесть на нос Безымянного Брата, улетел прочь.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Онегина ҫын вӗлернӗшӗн айӑплӑ тесе шутлатӑн-и эсӗ?» тенӗ манӑн ыйтӑва вӑл аяккалла пӑрса: «Онегин — эгоист» тесе ответлерӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑвайт ҫунса шӑранать, салтаксем обоз патнелле уттарчӗҫ, вара эп, хама пӗччен хӑварнине кура, майӗпен аяккалла упаленме пуҫларӑм, унтан, сиксе тӑрса, вӑрман урлӑ хамӑрӑннисем еннелле чавтартӑм…
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ ӑна аяккалла чӗнсе илтӗм те хам Иван Игнатьичпа калаҫни ҫинчен пӗлтертӗм.Я отвел его в сторону и уведомил его о своем разговоре с Иваном Игнатьичем.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Сасартӑк пирӗн ямшӑк таҫта аяккалла пӑхкалама тытӑнчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Минутсерен тенӗ пек, ман шарсем аяккалла сикме тытӑнчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пӗлейместӗп пулӗ халӗ: те ӗненетӗп ӗнтӗ эпӗ пӳрнӗ тенине, те ҫук, анчах ҫак каҫхине эпӗ ӑна пӗр иккӗленмесӗрех ӗненнӗ: ҫав тери ӗненмелле пулса тухрӗ-ҫке вӑл, ҫавӑнпа эпӗ хамӑрӑн ватӑ асаттесенчен, вӗсене пулӑшма юратакан астрологинчен кулкаларӑм пулин те, ирӗксӗрех вӗсен ҫулӗ ҫине лекрӗм, анчах эпӗ ҫав хӑрушӑ ҫул ҫинче шӑпах вӑхӑтра чарӑнтӑм, хам нимӗнрен йӗрӗнмен, нимӗскере те курмасӑр ӗненмен йӑлана тытса метафизикӑна аяккалла пӑрса ятӑм та хамӑн ура айне пӑхкаларӑм.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пурте шӑп пулчӗҫ, аяккалла пӑрӑнчӗҫ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл аяккалла ҫаврӑнчӗ; чавсипе сӗтел ҫине таянса куҫне аллипе хупларӗ те куҫҫульне ҫутатнӑ пек туйӑнчӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл сӑмах хушмарӗ, хӑранипе аяккалла пӑрӑнчӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл аяккалла пӑрӑнчӗ те: — ҫапах та ку пачах йӗркене хирӗҫле пулать, — тесе мӑкӑртатрӗ.— Он отвернулся и, отходя, пробормотал: — А все-таки это совершенно против правил.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл капитана аяккалла ҫавӑтса кайрӗ те ӑна темӗн ҫинчен ҫав тери хӗрӳллӗн калама тытӑнчӗ: куратӑп акӑ, унӑн кӑвакарнӑ тути чӗтрет, анчах капитан йӗрӗнсе ҫеҫ кулса илчӗ те унран пӑрӑнчӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Капитан ӑна аллинчен тытрӗ те аяккалла ҫавӑтса кайрӗ: тахҫанччен вӗсем пӑшӑлтатрӗҫ.Капитан взял его под руку и отвел в сторону; они долго шептались.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964