Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тӗлӗкри (тĕпĕ: тӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна халь ача чухне курса выртнӑ хӑрушӑ тӗлӗкри пек пӑчӑ та йывӑр пулса килчӗ.

Было душно и тяжко, как в тяжелом сне в детстве.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро тӗлӗкри пек анкӑ-минкӗлӗхне ҫав тери асаплӑн тӗрмекленсе сирчӗ.

Петро страшным усилием стряхнул с себя сонную одурь.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Малалла мӗн пулса иртнине Кошевой тӗлӗкри пек кӑна астурӗ.

Дальше Кошевой помнил все как во сне.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах курни-мӗнӗ нихӑшӗ те асра тытӑнса юлмарӗ, йӑлтах уҫӑмсӑррӑн та тӗлӗкри евӗр тӗтреллӗн шӑвӑнса иртрӗ.

Но все то, что он видел, в сознании не фиксировалось, скользило невнятно, расплывчато, как во сне.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий, сӑмах чӗнмесӗр, унӑн тачка хулпуҫҫийӗсемпе аллисем йывӑррӑн хускалнине, ҫӑвар шӑтӑкӗнче хӗрлӗ чӗлхи килӗшӳсӗр хӑвӑрт ҫӑтӑлтатса тӑнине тӗлӗкри пек курса выртрӗ.

Григорий, не отвечая, сонно следил за тугими движениями его мясистых плеч и рук, за неприятно часто мелькавшим в скважине рта красным языком.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Улӑп тӑпри те пулин куҫ ытамне кӗнӗ тарӑн тӗлӗкри пек, темле ытла та тӗлӗнмелле те уҫӑмсӑррӑн кӑвакарса палӑрать…

Даже курган синеет на грани видимого сказочно и невнятно, как во сне…

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӳрерӗ утса, турӗ темскерсем, ҫывӑрчӗ, анчах пурте ҫаксем ӑс-пуҫа тӗтрелетсе минретекен ухмахла, тӗлӗкри пек ҫеҫ пулса иртрӗҫ.

Ходил, делал что-то, ел, спал, но все это словно в полусне, одуряющем и дурманном.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл хӑйӗн лӗнчӗркесе кайнӑ вӑйсӑр кӗлеткине аран-аран сӗтӗрсе пычӗ, тимӗр пек хытса кайнӑ урисене тӗлӗкри пек илкелесе пусрӗ, Аннӑн инҫтрен пӑлханса пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пулчӗ, хӗрӗн сасси те ӑна питӗ аякран килсе илтӗннӗ пек ҫеҫ туйӑнса пычӗ.

Он с величайшим трудом нес свое обмякшее, бессильное тело, как во сне переставлял железно-неподатливые ноги, встречал далекий призывно-встревоженный взгляд Анны, и словно издалека слух его воспринимал ее слова.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун чухне вӑл хӑйӗн пӳртне, пахчине, пахчара алла ача тытнӑ Анфиса ҫӳренине тӗлӗкри пек курнӑ, — вӑл пулас ҫук ӗмӗт пек туйӑннӑ ӑна.

Как во сне, видел он тогда свою хату, садок и Анфису, идущую по саду с ребенком, — то была мечта, и казалась она несбыточной.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Икӗ вӑкӑр кӳлнӗ пӗр касӑллӑ плуг леш эрнерех тӑваткал ҫӗре ансӑр йӗрпе чӗрсе уйӑрнӑ хыҫҫӑн Савва Остроухов кӗтессене хӑй аллипе хӑй пӗчӗк юпасем лартса тухнӑ, ҫапах та Ҫемене ку ӗненмелле мар пек, тӗлӗкри пек туйӑннӑ, Савва ӑна, пичет пусса, документ панӑ:

а однолемешный плуг, запряженный парой волов, еще на той неделе описал узкой стежкой квадратное поле, и Савва Остроухов сам поставил на углах колышки, а Семену все еще не верилось и все еще казалось, что это была не явь, а сон, Савва вручил ему документ с печатью:

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Умра сӑн ӳкермелли аппаратсем ҫине-ҫинех чӑклатнине, халӑх ушкӑнӗ ӑнтан кайса ҫуйхашнине, юнкерсем ҫирӗп те хӑюллӑ маршпа утса иртнине тата йӑрӑс та тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ пӗчӗк генерал, монгол сӑнлӑскер, вӗсене хӑй умӗнчен сапӑррӑн пӑхса ӑсатнине — ҫаксене пурне те Листницкий тӗлӗкри пек кӑна ас туса юлчӗ.

Смутно помнил, как клацали фотографические аппараты, бесновалась толпа, шли церемониальным маршем юнкера и стоял, пропуская их перед собой, стройный, подтянутый, маленький, с лицом монгола, генерал.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл куҫне хупрӗ те тӗлӗкри пек йӑл кулчӗ.

Он закрыл глаза и улыбнулся, как во сне. —

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Икӗ хутчен вӑл йывӑр ҫӗклемне пӑрахса хӑварчӗ, анчах икӗ хутӗнче те каялла таврӑнса, ӑна каллех алли ҫине ҫӗклерӗ, тӗлӗрмесӗр курнӑ тӗлӗкри пек шавах малалла тапаҫланчӗ.

Два раза бросал свою ношу и оба раза возвращался, поднимал и брел, как в сонной яви.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пӗртте тӗлӗкри пек мар, чӑн-чӑн пулса иртнӗ пекех.

— Так живо, как будто наяву!..

VI. Вӑранни // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Астӑватӑп эпӗ, тӗлӗкри пек, — куҫне пӳрт ҫинчен илмесӗр каларӗ Ганна, — тахҫанах-ха вӑл, эпӗ пӗчӗккӗ чухнех, анне патӗнче пурӑннӑ чух, ҫак пӳрт ҫинчен темскерле хӑрушла япаласем каласа паратчӗҫ.

— Я помню будто сквозь сон, — сказала Ганна, не спуская глаз с него, — давно, давно, когда я еще была маленькою и жила у матери, что-то страшное рассказывали про дом этот.

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Нимӗҫ тӗлӗкри пекех ҫухӑрса ячӗ.

Немец закричал, точно во сне.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак кун вӑл кунӗпех тӗлӗкри пек ҫӳрерӗ.

Весь этот день он жил как во сне.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хура сухал тухма пуҫланӑ янахӗпе чӗркуҫҫи ҫине сӗвеннӗ те вӑл, тем вӑрттӑн шухӑш тытнӑ пек, кӑвайт ҫинелле пӑхса ларать, сайра-хутра, тӗлӗкри пек, кӑрт сике-сике илет.

Положив на колени подбородок, обраставший черным волосом, он затаенно смотрел на огонь и изредка вздрагивал, будто во сне.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрей вара, тӗлӗкри пек, кӑшкӑрашса калаҫнине илтрӗ:

И Андрей, как во сне, услышал крикливые голоса:

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Макариха, тӗлӗкри пек, ҫакӑн пек сасӑсем илтрӗ:

Макариха, как во сне, услышала голоса:

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней