Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫӗр (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Революци хыҫҫӑн симӗс йывӑҫсем лартнӑ ҫӗр талккӑшӗ мӗн чул ӳсни ҫинчен те эпӗ каламӑп, — ӑна эсир хӑвӑрпа юнашар ларакан «Шурӑмпуҫ» колхозӑн пысӑк садӗнченех курса тӑратӑр.

Также не буду говорить о том, на сколько выросло пространство посадки зеленых деревьев, — это вы видите на примере большого сада в находящемся рядом с вами колхозе "Заря".

Кӗске доклад // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 174–175 с.

Хӑҫан вӑл хатӗр ҫавӑрмашкӑн тепӗр май Ҫӗр чӑмӑрне?

Когда готов перевернуть он шар Земной?

Арҫын телейӗ… // Лидия Филиппова. https://chuvash.org/lib/haylav/7352.html

Ҫӗр ҫинчи тӑнӑҫлӑха тата Тӑван ҫӗршывӑн никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑвармашкӑн чӑмӑртаннӑ совет халӑхӗн хӑюлӑхӗ, пурнӑҫа шеллеменни, вӗсен чунӗсен ҫирӗплӗхӗ Раҫҫейӗн паянхи ҫыннисемшӗн тата пулас ӑрусемшӗн паттӑрлӑх тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Мужество, самоотверженность, сила духа советского народа, сплотившегося во имя мира на земле и независимости Родины, являются героическим примером для нынешнего и будущих поколений россиян.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news?type=news&id=3562161

Параппанҫӑсем ҫапнӑ кашни сасси вӑрҫӑра бомба ҫӗр ҫине ӳксе сирпӗннӗ пек.

Звук каждого удара барабанщиков как взрыв упавшей на землю бомбы на войне.

Полкри салтаксен паттӑрлӑхӗ вилӗмсӗр // А.СИЛИВЕСТРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/polkri-saltaksen-pattarlaxe-vilemser.html

Ҫак уйӑхри майӑн 9-мӗшӗ вара ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ҫыншӑн чи хакли тата мухтавли.

А 9 мая — самый дорогой и славной день для каждого жителя Земли.

Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html

Миҫемӗш хут ӗнтӗ ҫӗр ҫинче чечекленекен тата хӗвелпе йӑл ҫиҫекен май уйӑхне тулли кӑмӑлпа кӗтсе илетпӗр.

В который раз мы с радостью встречаем вечно солнечные и цветущие майские дни.

Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html

Хӗрарӑм канӑва тухсан та ахаль лармасть, чӑлха-нуски ҫыхать, выльӑх-чӗрлӗх тытать, ҫӗр ӗҫӗпе киленет.

Женщина и на пенсии не сидит без дела: вяжет носки, держит скотину, наслаждается работой на земле.

Телейӗ — юратнӑ ӗҫре // Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА. «Авангард», 2019.05.06

Чӑваш Республикинче чӑваш чӗлхи те патшалӑх чӗлхи, ҫавӑнпа чӑваш ачисем шкулсенче пурте ҫӗр проценчӗпех пӗрремӗш класран пуҫласах чӑвашла вӗренмелле.

В Чувашской Республике чувашский язык тоже государственный язык, поэтому чувашские дети в школе все сто процентов должны с первого же класса изучать чувашский.

Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах // Л.Е. Андреев-Лесник. https://chuvash.org/content/4820-%D0%A2% ... D1%85.html

Малашне вара декабрӗн 22-мӗшӗчченех кун кӗскелсе пырать, ҫӗр вӑрӑмланнӑҫемӗн вӑрӑмланать.

Помоги переводом

Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/

Сентябрӗн 23-мӗшӗнче кунпа ҫӗр танлашать.

Помоги переводом

Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/

Ҫав ӗҫсенчен пушаннӑ хыҫҫӑн тин ӗшеннӗ ҫӗр уҫӑ ҫумӑрсемпе ҫӑвӑнса тасалса канма выртать.

Помоги переводом

Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/

Уйӑх пуҫламӑшӗнчех кӗр тыррисене акса пӗтереҫҫӗ, ҫӗр улми кӑларма тытӑнаҫҫӗ, ҫӗртме сухине пӗтересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/

Ун чух та тӗммине хуҫасран, ватасран хытӑ сыхланас пулать, мӗншӗн тесен вӑл питӗ вӑрах ҫитӗнет, чипер упрасассӑн виҫ ҫӗр ҫула яхӑнах ларать.

Помоги переводом

Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/

Сӑмахран, «Йӗс шӑши - сӳс хӳре», «Пирӗн пӳртре кам хыткан», «Шӑлӗ пур - ҫыртаймасть», «Икӗ хырӑмлӑ, пӗр пилӗклӗ», «Мӗн чухлӗ ҫаврӑнать, ҫавӑн чухлӗ хулӑнланать», «Хӑй курпун, чунсӑр, ҫӗр чавать», «Ҫырмара икӗ майра ташласа ҫӳреҫҫӗ», «Шӑлӗ пур - ҫӑварӗ ҫук», «Тимӗр шӑллӑ карчӑк, ури сенӗк пек, пур тӗнчене тӑрантарать, хӑй выҫах пурӑнать», «Вӑрмана кайрӑм - касрӑм, ҫула тухрӑм - аврӑм, киле килтӗм - ҫӗлерӗм, варри - тиха тирӗ, хӗрри - пӑру тирӗ»…

Помоги переводом

Ӗҫе мӗн ачаран вӗрен // Наталия МАТВЕЕВА. Тантӑш, 2015.11.26

1918 ҫулхи кӗркунне яла таврӑннӑ, пӗр вӑхӑт вулӑсри ҫӗр ӗҫ пайне ертсе пынӑ.

Осенью 1918 года я вернулся домой, в одно время в волости вел отдел земельной работы.

Ҫемене Элкере халалланӑ литература уявӗ иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/21904.html

Авалхи Шумерпа Египет патшалӑхӗсен саманипе пӗр вӑхӑтрах ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ытти территорисенче те чӗлхе аталанӑвӗ енӗпе шумерсемпе египтянсенчен чухӑнрах первобытный ҫынсем пурӑнман-и-ха?

Эпохой государств древних Шумеров и Египтян во одно и то же время на земном шаре и на других территориях разве не жили первобытные люди, которые в отношении развитости языка беднее шумеров с египтянами?

Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай? // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4803-%D0%A7% ... C%D0%B0%D0

Ҫак ваттисен сӑмахне аса илсе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене ҫуракине кӗске вӑхӑтра тата пысӑк пахалӑхпа ирттерме сунчӗ.

Вспомнив пословицу, глава администрации района Леонид Николаев пожелал земледельцам закончить весенний сев в короткое время и качественно.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Уй-хир патши – кукуруза – валли 2045,5 гектар ҫӗр уйӑрӗҫ, ҫав шутра 500 гектарӗ тӗшӗ, 1545 гектарӗ симӗс апат туса илме пулӗ.

Для царицы полей – кукурузы – выделят 2045,5 гектаров земли, в том числе можно будет сделать 500 гектаров зерна, 1545 гектаров зеленых кормов.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Кӑмӑл-туйӑм ҫӗкленӳллӗ пулни, ыранхи куна шанни ҫӗр ӗҫченне питех те кирлӗ.

Эмоциональный подъем, вера в завтрашний день очень нужны работнику на земле.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Ҫӗрпелсен производство валли пӗтӗмпе 1173 гектар ҫӗр пур.

У янгорчинцев есть в общем 1173 гектара земли под производство.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней