Поиск
Шырав ĕçĕ:
Фестиваль Имре Кальманӑн «Фиалка Монмартра» опереттипе уҫӑлӗ.Фестиваль откроется опереттой Имре Кальмана «Фиалка Монмартра».
Оперетта фестивалӗ иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/38234.html
Хӗвел ӑшӑтса тӑракан тайлӑк вырӑнсенче ҫуркунне ирех ҫеҫпӗл, фиалка чечекӗсем ҫурӑлаҫҫӗ.Ранней весной на склонах, пригретых солнцем, зацветают подснежники и фиалки.
Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ҫук, фиалка шӑрши марччӗ пуль шыранӑ кӗввӗн сӑлтавӗ, темскер урӑххиччӗ…»
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Фиалка шӑрши?..
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Эпӗ, утнӑ май, ҫултан пӑрӑнкаласа, сарӑлса ӳсекен, ҫирӗп туналлӑ, анчах сар хӗвел пӑхнипех куҫӑхнӑ хитре чечексем (шӑнкӑрав курӑкӗ, лантӑш, фиалка, кӑвак ҫеҫпӗл, кӑвакарчӑн куҫӗ, шур чечек, кукшапуҫ, чӗп куҫ курӑкӗ) тататӑп та алла пухатӑп.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Ҫӑра йывӑҫ ҫулҫисем кӑштӑртатнинче, ҫӗрлехи фиалка чечекӗсемпе вӑрман хӑяхӗн шӑршинче ылтӑн ҫӑлтӑрӗсемпе ялтӑртатса тӑракан пӑчӑ ҫӗр канӑҫа пӗлмен тӑмана пек кӑшкӑрса янтраса тӑнӑн туйӑнчӗ.
XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Такам та пӗлекен Мацестӑри ҫав тери чаплӑ курортра та фиалка шӑрши кӗмест.Мацеста, столь прославленная и известная широко, тоже не пахнет фиалками.
Курорт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Ҫурхи аслатиллӗ ҫумӑр хыҫҫӑн вӑрманти тӗлӗнмелле ырӑ шӑршӑ, хурӑнпа фиалка, ҫӗршӗннӗ ҫулҫӑпа кӑтра кӑмпа, ҫӗмӗрт шӑршисем ытарайми илӗртӳллӗ; эпӗ кӳмере ларса пыма чӑтӑмлӑх ҫитереймерӗм, пускӑч ҫинчен сиксе антӑм та тӗмсем патне чупса кайрӑм, хам ҫине ҫумӑр тумламӗсем шӑпӑртатнине пӑхмасӑр, чечек ҫурнӑ ҫӗмӗртӗн йӗпе тураттисене хуҫатӑп та вӗсемпе питӗмрен ҫапатӑп, ырӑ шӑршӑпа киленетӗп.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗри те пирӗн позывнойсем мар: темӗнле «Хурӑн», темӗнле «Фиалка».
IV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вырӑн тӗлӗнче унӑн сӑнӗ ҫакӑнса тӑрать, сӗтел ҫинче Китай вази ларать, ваза ҫинче вӑл юратнӑ фиалка чечекӗсем пур.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Беридзе умне вӑл пиҫиххи ҫумне кӑвакал ҫакса, ҫыххи-ҫыххипе фиалка е примула, е тата ытти тӗрлӗ чечексем йӑтса тухать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кӑкӑр ҫине фиалка, ландыш чечекӗ пек тунӑ брошкӑсем ҫакма юрать.Для нагрудного букетика выбираются маленькие по размеру и нежные цветы — фиалки, ландыши и т. д.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Примула е азали ятлӑ чечексене, фиалка е ландыш ҫыххине парне ҫумне ҫирӗплетсе хурсан аван.Маленький цветок примулы или азалии, букетик фиалок или ландышей можно прикрепить к подарку.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫуркуннехи фиалка букечӗ парнелесе ӑшӑ кӑмӑл-туйӑма ытларах палӑртма пулать.Иногда маленький букетик весенних фиалок может передать больше нежности и теплоты.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хӗрупраҫа ландыш, сирень, фиалка, гвоздика парнелеҫҫӗ.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
«Фиалка» тесе ҫырни тӗлӗнче вӑл: «Эсир мана питӗ килӗшетӗр» тенине вуларӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
тӑсрӗ те шӑппӑн: — Фиалка, — терӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
«Ҫеҫен хир ҫинче ҫулнӑ курӑкӑн пуҫа ҫавӑракан, яланах кӑштах салхулантаракан ырӑ шӑрши тӑрать, ҫул хӗррипе ларса тухнӑ юманлӑхсенчен сулхӑн тата ҫӗрме тытӑннӑ ҫулҫӑсен чуна ҫӗклекен шӑрши перет; каврӑҫӑн пӗлтӗрхи ҫулҫинчен вара темшӗн ҫурхи шӑршӑ, кӑштах тата фиалка шӑрши те кӗрет.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ну, Гаврюха, «Фиалка» шывӗ санӑн кӑмӑлна кайрӗ-и?
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
ҫурӑмне ӑшӑтма чупса тухнӑ симӗс калта та, урипе чултан ҫакӑнса, ача ҫине куҫне хӗссе пӑхать, вӑл та ӑна: «Пӑхӑр-ха ку телейлӗ ача ҫине, вӑл «Фиалка» шывӗ ӗҫет!» — тесе каланӑ пек туйӑнать.
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1
- 2