Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӑхатӑп та тӗлӗнсех каятӑп: Ваня танк ҫумне таяннӑ та темӗн чӑмласа тӑрать.
Вӑрҫӑ ахрӑмӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Сӗтел пуҫӗнче хуҫӑлнӑ йывӑҫ кӗреҫе авринчен тунӑ туя ҫине таяннӑ хуралҫӑ тӗлӗрсе ларать.
II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Алӑка ытла хыттӑн шартлаттарса хупса: «Анне! Анне, ҫыру!» — тесе вӗҫсе кӗрсе тӑрать шутсӑрах ҫунатланса кайнӑ Шӑнкӑрч, анчах амӑшне ҫӗр ҫинчи мӗнпур япала кирлӗ пулма пӑрахнӑ тейӗн: епле ларнӑ вӑл хывӑнмасӑрах сак ҫине, мӗнле таяннӑ майласа хунӑ тӳшексемпе ҫытарсем ҫине — ҫаплипех ҫывӑрнӑ та кайнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Вӑл тӗпелелле иртмен, алӑк янаххи ҫумне таяннӑ та нимӗн хускалмасӑр, Петр Петрович ҫинчен куҫне илмесӗр тӑнӑ.
5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Йӑмра ҫумне таяннӑ та тӑрать.
XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Малтанах вӑл юмахсемпе халапсем ҫине таяннӑ, каярах вара хӑй тӗллӗн вӑй илнӗ.
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Ял ҫумӗнчи вӑрман ҫине таяннӑ хӗвел тавралӑха кӗрен пайӑркисемпе ачашлать.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Хӗҫ ҫине таяннӑ, ларать.
Шурикпа калаҫни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вӑл тунката ҫумне таяннӑ та, ансах ҫитеймен хӗвел ӑшшипе лӑпкӑн ҫывӑрать.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Сылтӑм аллипе чӳрече каррине сирнӗ, сулахайӗпе туя ҫине таяннӑ, пуҫне каҫӑртса, кӑвак тӳпенелле тинкерсе тӑрать.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Хуҫи, ҫил вӗҫтерсе каясран, хӑрах аллипе хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне ҫулса тытнӑ, тепринпе мӑрье ҫине таяннӑ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Тарса ҫӳремен-ҫке, — хӗр ача таяннӑ хул пуҫҫине илсе ун аллинчен вӗҫерӗнчӗ каччӑ.
8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӗнер таврӑнсан пӗр саманта канма ларнӑ пулмалла старик, стена ҫумне таяннӑ та ҫывӑрсах кайнӑ.И Яндул увидел старика, полулежащего на лавке. Видимо, он прикорнул здесь ночью.
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кравать ҫинче темиҫе минтер ҫине таяннӑ Марье куҫӗсене хупса ларать.
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Вакун ураписем пӗр майлӑн шакӑлтатса пынине тӑнланӑ май Павлуш та, тутар та ыйха путрӗҫ: пӗри хӑйӗн миххисем ҫине выртнӑ, тепри карҫинкки ҫумне таяннӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Унӑн урисем шуса кайнӑ та, вӑл, вӑйран ӳксе, хурӑн ҫумне таяннӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Пысӑк слон кӑшт ҫеҫ хапха ҫине таяннӑ.
Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Курать вӑл: куккӑшӗ сулахай чавсипе хӳре тытакан кӗсмен ҫине таяннӑ та хӗрсех сылтӑм аллипе авӑсать, кимӗ ҫаврӑнать те тӗттӗмелле кайса ҫухалать, часах кимми те, куккӑшӗ те курӑнми пулаҫҫӗ, тӗттӗмлӗхре ҫыхса лартнӑ хӗрлӗ хунарсен ҫутисем ҫеҫ сиккелеҫҫӗ.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Костя ывӑннӑ сӑн-питлӗ хӗрарӑм енне ҫаврӑнса пӑхать, анчах лешӗ ҫыхӑ ҫинелле таяннӑ та тутлӑн тӗлӗрет.Костя оглядывается на женщину с усталым лицом, но та уже совсем склонилась на узел и сладко спит.
«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Хӑй вӑл пӗчӗккӗ те шап-шурӑ аллипе минтер ҫине чавсаланса таяннӑ.Опершись локтем о подушку, она поддерживала голову маленькой белоснежной рукой.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.