Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Никитинсен ҫемйи – «Ҫемье ҫулталӑкӗ-2019» конкурса хутшӑннӑ

Автор: И.ДАНИЛОВА

Источник: http://gazeta1931.ru/gazeta/3614-nikitin ... -khutsh-nn

Добавлен: 2019.12.21 00:13

Предложений: 25; Слово: 291

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Семья

Чӑваш Енре ҫемье пурнӑҫӗн ӑнӑҫлӑхне, ҫемье йӑли-йӗркисемпе ӑс-хакӑл пуянлӑхне пропагандӑлакан, ашшӗпе амӑшӗн статусне ӳстерекен, аслӑ ӑрусене хисеплеме вӗрентекен «Ҫемье ҫулталӑкӗ - 2019» конкурс иртрӗ. Декабрӗн 4-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче ЧР пуҫлӑхӗ М.Игнатьев хутшӑннипе конкурсантсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысларӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене чыслама пуҫличчен чи малтанах регион Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тӗрлӗ куравсене пӑхса тухнӑ. Вӑл ачасен, ашшӗ-амӑшӗсен ал ӗҫ япалисене пысӑка хурса хакланӑ. Ачасене мӗн пӗчӗкрен ӗҫе кӳлӗнтерни ӳссе ҫитсен те патшалӑхшӑн лайӑх ӗҫсем тума витӗм кӳнине палӑртнӑ вӑл. Ӗҫ кӑмӑл-туйӑма, ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма та пулӑшасса асӑннӑ ЧР Пуҫлӑхӗ. Хӑшӗ-пӗрисем чӑнласах та 2020 ҫулта Чӑваш автономине йӗркелесе янӑранпа 100 ҫул ҫитнине хатӗрленекен куравра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнасса палӑртнӑ.

«Ҫулталӑк ҫемйи» конкурс Чӑваш Республикинче 2004-мӗш ҫултанпа пырать. Ҫултан ҫул ӑмӑртӑва хутшӑнакансен йышӗ ӳсет. 2004-2019-мӗш ҫулсенче пӗтӗмпе 2692 ҫемье хутшӑнса хӑйсен кӑмӑлне тултарнӑ. Кӑҫал вара 138 мӑшӑр хӑйсен ӑсталӑхне пур енлӗн кӑтартса пама килӗшнӗ.

Вӑрмар районӗнчен ку уява Кивӗ Вӑрмарти Никитинсен ҫемйи хутшӑнчӗ. Никитинсене ялта ӗҫчен те яваплӑ, пултаруллӑ та маттур пулнӑран, сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗп пӑхӑнса пынӑран хисеплеҫҫӗ.

Ҫемье пуҫлӑхӗ Андрей Вячеславович Никитин «Никитин А.В.» хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ, ачасене спортпа физкультура тӗлӗшӗнчен тӗреклентерсе, ӗҫе юратса ҫитӗнтерессишӗн тӑрӑшать. Мӑшӑрӗ — Алина Витальевна Никитина «Вӑрмар районӗнчи культура аталанӑвӗн центрӗ» культурӑн муниципаллӑ бюджет учрежденийӗнче делопроизводитель пулса ӗҫлет. Алина Витальевна ӗҫри хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлас енӗпе яваплӑхӗпе палӑрса тӑрать, ӗҫтешӗсем хушшинче те хисепре. Никитинсем 4 ача пӑхса ҫитӗнтереҫҫӗ: Софья, Степан, Семен, Савелий. Софья 6-мӗш класра «5» паллӑсемпе вӗренет. Степанпа Семен 3-мӗш класра вӗренеҫҫӗ, футболла выляма, йӗлтӗрпе ярӑнма кӑмӑллаҫҫӗ. Чи кӗҫӗнни Савелий ача садне ҫӳрет.

Никтинсен ҫемйинче ӑнланупа юрату, пӗр-пӗрне хисеплесси, хӗрхенме пӗлесси, пулӑшу парасси, яваплӑха туясси — тӗп вырӑнта. Ачисем те пӗчӗкренех кил ӑшшине туйса, юратура ҫитӗнеҫҫӗ. Вӗсене ҫемье хаклӑхӗсене хӑнӑхтараҫҫӗ, аслӑ ӑру ҫыннисене хисеплеме вӗрентеҫҫӗ. Ашшӗпе амӑшӗ вӗсемшӗн ялан тӗслӗх вырӑнӗнче.

Андрей Вячеславовичпа Алина Витальевна ачисене тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтерме тӑрӑшнӑшӑн, тӗрлӗ мероприятисемпе ӑмӑртусене хутшӑннӑшӑн тав ҫырӑвӗсемпе грамотӑсене тивӗҫнӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней