Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Саккӑрмӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Иккӗмӗш пай. Шухӑшламалли пурах ҫав

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.08.30 12:41

Предложений: 41; Слово: 527

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Шкул театрӗ

Лайӑххинчен урӑх мӗн кӗтме пултарнӑ эп ҫак паллашуран? Анчах эп вӗсен патӗнче ҫур ҫул та пурӑнаймарӑм, мана хӑваласа ячӗҫ…

Ку истори шкул театрӗнчен пуҫланчӗ, шкул театрӗн историйӗ вара пӗр ырӑ кунхине Кораблев занятие пырсан, ҫитес кунсенчех актовӑй залра спектакль пулать, тесе пӗлтернинчен пуҫланчӗ.

Пиллӗкмӗш класс пухӑвӗнче Ковычка хӑй сӑмахӗнче ҫав курайман «Мӑйӑха» бойкот евитлемелле тенӗ вӑхӑтсем тахҫанах иртнӗччӗ ӗнтӗ. Урӑх никама та ҫиллентермерӗ пирӗн географӑн вӑрӑм алли-ури, унӑн сӑпайлӑхӗ, «ют ҫын ӗҫне пӗлме юратни те» урӑх никама та тарӑхтармарӗ, Пӗрне хӑй Индире чӗрӗ иогсене курнӑшӑн каҫарчӗҫ, теприне — вӑл Китайра ҫӗрӗшнӗ ҫӑмарта ҫинӗшӗн. Халӗ тата вӑл ҫӗнӗ япала туртса кӑларчӗ — шкул театрӗ. Театр тӑвас тесен, режиссерсем, актерсем, художниксем, платниксем, сӗтел-пукан тӑвакансем, ҫӗвӗҫсем кирлӗччӗ — сасартӑк ҫак профессисене ӑста пӗлекенсем хамӑр шкултах тупӑнчӗҫ. Поэт-драматург та тупӑнчӗ — Настя Шекачева.

Пирӗн театрӑн пӗрремӗш сезонӗ «Вӑхӑт ҫитрӗ» ятлӑ трагеди кӑтартса панипе уҫӑлчӗ, унта мӗн ҫинчен каланине ӗнтӗ эпӗ астусах каймастӑп. Темле пӗр ача-пӑчасӑр пурӑнакан баронесса хӑй патне тӑлӑх ачана илетчӗ пулас та, ачи еврей иккенне вӑл пӗлмен те. Анчах вӑл еврей иккенне нянька пӗлет — няньки киревсӗр ҫын, юла-юпаканскер — вӑл укҫа ыйтать, укҫа памасан, ача еврей иккенне каласа пӗтӗм тӗнче умӗнче ятна ярӑп, мӑшкӑл кӑтартатӑп, тет. Ачи, хай, ӳссе те ҫитӗнет, авланасшӑн. Ҫакӑнта трагеди пуҫланать те.

Иван Павлович (ҫапла чӗнеттӗмӗр эпир Кораблева) пӗтӗм лайӑх рольсене шанчӑксӑр ачасене пани пӑртак вырӑнсӑртарах пек тухатчӗ. «Вӑхӑт ҫитрӗ» трагедире амаҫури ывӑлне — ыр кӑмӑллӑ та чипер герой — Гриша Фабере пачӗҫ, вӑл педагогсен инкекӗччӗ, пур хулиганла ӗҫсене те чи малтан пуҫарса яраканниччӗ. Вылясса лайӑх вылятчӗ вара, анчах ытлашши кӑшкӑратчӗ. Спектакль пӗтсен, ӑна сцена ҫине вунпӗр хут чӗнсе кӑларчӗҫ. Чаршав хыҫӗнчеччӗ вӑл, чӑм шыва ӳкнӗччӗ, хӑй пултарнине хӑй ӗненмесӗр шиклӗ питлӗ тӑратчӗ, ӑна каллех ҫине-ҫине сцена ҫине тухма чӗнетчӗҫ. Ҫапла чапа тухрӗ вӑл. Унтан ҫак чапа тухнӑ актер мухтанкалакан та пулчӗ, анчах хулиганла ӗҫсене пӗтӗмпех пӑрахрӗ.

Тӳррипе каласан, театр пирӗн тӑваттӑмӗш шкула кӗтмен ҫӗртен ҫӗнетсе ячӗ. Шкула пыракан ачасем, Кораблев каларӗшле, «вӗренессинчен ытла ҫиме ҫӳрекенсем» кӗтмен ҫӗртен «пикенме тытӑнчӗҫ».

Ытла мухтанмасӑрах каласа хӑварас кӑмӑлӑм пур, театр чӑнах та питӗ лайӑхчӗ. Эпир гастрольпеле ытти шкулсене те ҫитсе кураттӑмӑр. Кунсерен вара Кораблев патне ҫӳреттӗмӗр — вӑл Воротниковски урамра пурӑнатчӗ — пирӗн актерсем мӗнле репетициленине итлеттӗмӗр. Гришка Фабер ирттерекен репетицие итлемешкӗн хваттере кӗмесӗрех урамран та итлеме пулатчӗ. Мӗн тесен те ҫаксем акӑш-макӑш интереслӗччӗ. Малтанласа эпӗ афишӑсем ҫыпӑҫтараканниччӗ, унтан эп вӗсене сӑрласа ҫыраканни пултӑм, вӗсенчен пӗри, симӗс попугайли, питӗ лайӑхчӗ те, Кораблев ӑна хӑй валли асӑнмалӑх тесе илчӗ.

Тӑваттӑмӗш шкул ҫинчен Мускавра калаҫа пуҫларӗҫ, тӑваттӑмӗш шкулта вара Кораблев ҫинчен: вӑл аслӑ режиссер, вӑлах аслӑ гример та, бутафор та, декоратор та. Аслӑ классенче вӗренекен хӗрсем Кораблев илемлӗ иккенне те курчӗҫ. Илемлех мар пулин — интереслентерекен ҫын эппин! Мӗнех вара! Вӑл чӑнласах та интереслентерекен ҫын, ҫӗнӗ кӑвак костюмне тӑхӑнса пырсан, тӳрӗ кӑна ҫын, хулӑн мар, туртасса вӑрӑм муштукпа туртать, кулкаланӑ май пӳрнисемпе мӑйӑхне тӳрлеткелет.

Пирӗн театр ытти педагогсен кӑмӑлне кайрӗ-ши, пӗлейместӗп. Николай Антоныч кашни премьерӑрах чи малти ретре ларатчӗ те пуринчен хытӑ ал ҫупатчӗ. Килӗшнӗ пулмалла ҫав. Анчах халӗ ӗнтӗ шкулта кашни утӑмрах Кораблев ятне асӑнни «Эпӗ Иван Павлыча калатӑп» та «Мана Иван Павлыч хушрӗ» тени ӑна килӗшсех каймастчӗ пулмалла. Николай Антоныча Кораблев кӑмӑллӑ та лайӑх ҫын иккенне ытла калама та кирлӗ марччӗ пулӗ.

Николай Антоныч интересленсех итлекелерӗ, пӳрнисене выляткаласах тӑчӗ, кулкаланӑ май шуралкаларӗ те.

Сасартӑк катастрофа пуҫланчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней