Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ

Автор: Хресчен сасси

Источник: «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Добавлен: 2016.03.20 19:02

Предложений: 32; Слово: 292

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Здоровье

Павел Александрович Федоровпа вулакансене маларах паллаштарнӑччӗ эпир. Вӑл Тӑвай районӗнчи Тенеялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шупашкарта пурӑнать пулсан та тӑван килне пӑрахмасть, час-часах кайса ҫӳрет. Ҫуллахи вӑхӑтра унта пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтерет. Ытларах кавӑн ӳстерме кӑмӑллать, унран варени хатӗрлет.

Павел Александрович сакӑр теҫеткене ҫывхарать пулсан та сӑнӗ-пуҫӗпе ҫамрӑк курӑнать, вӑй-халӗпе те паттӑр. Ара, 20 ҫул вӑл кӗлеткине пиҫӗхтернӗ: кунсерен 5-шер ҫухрӑм чупнӑ (хӗлле те), хӑй тӑрӑх 50-шар витре сивӗ шыв янӑ, 10-шар минута яхӑн юр ӑшӗнче выртнӑ. Шкулсенче «Организма ҫапла пиҫӗхтеретӗп» уроксем ирттернӗ. Сеанссене хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, Хусан, Иваново, Волгоград, Геленджик хулисенче те ирттернӗ. Асӑннӑ тапхӑрта 15 сеанс кӑтартнӑ, хӑй тӑрӑх 4,5 тонна шыв янӑ. «Ҫамрӑк чухне сивӗрен хӑраттӑм. Тӑвайӗнче шкулта вӗреннӗ чухне питӗ вӑйлӑ чирлерӗм. Аран сывалтӑм, ума хул-ҫурӑма пиҫӗхтерме ҫирӗп тӗллев лартрӑм», - аса илет иртнине ватӑ.

Ҫара уран чупма, ӳт-пӳне юрпа сӑтӑрма пуҫланӑ вӑл чи малтан. Каярахпа Атӑлта шыва кӗме тытӑннӑ. Пӗрремӗш сеанса хӑй пӗлӳ илнӗ Тӑвай шкулӗнче ирттернӗ. 15 градус сивӗре 1 ҫухрӑм ҫарамас чупнӑ хыҫҫӑн хӑй тӑрӑх 3 витре шыв янӑ. Каярахпа унӑн шутне ӳстерсех пынӑ.

Организма пиҫӗхтерес текенсене ҫапларах сӗнӳ парать вӑл: пӗрремӗшӗнчен, ку ӗҫе ҫулла е ҫуркунне тытӑнмалла. Сӑмахран, Павел Александрович пуш уйӑхӗнчех хӗртӗнме тытӑннӑ. Ун чухне хӗвел ӑшши усӑллӑрах пулнине пӗлтерет. Кӗркунне вара ультрафиолет пайӑркасем вӑйлӑрах, вӗсем организмшӑн сиенлӗ. Юр тӑрӑх ҫарран ҫӳрени те сывлӑха ҫирӗплетет. Ҫавна май малашне шӑнса пӑсӑлассинчен шикленмелле мар. Ҫынна сивӗ шыв чир-чӗртен сывалма та пулӑшать. Иккӗмӗшӗнчен, ытларах пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла ҫи-мелле. Аша вара эрнере 1-2 хутчен ҫеҫ. Ҫӗрулмине кӑмакара е духовкӑра чӑмӑрла пӗҫерсен аван.

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пурӑннӑран Павел Федоров халӗ пачах та чирлемест. Ахальтен мар ӗнтӗ 100 ҫул пурӑнма ӗмӗтленет вӑл. Хальхи вӑ-хӑтра малтанхи пекех йӗркене ҫирӗп пӑхӑнмасан та кашни ир гимнастика тӑвать ватӑ. Унсӑр пуҫне эрнере икӗ хутчен те пулин 2-шер ҫухрӑм чупма ӗмӗтленет. Ҫитес вӑхӑтра хӑйӗн кун-ҫулӗ ҫинчен кӗнеке кӑларма хатӗрленет. Унта сывлӑхне епле ҫирӗплетни пирки те ҫырса кӑтартӗ вӑл.

Сайт:

 

Статистика

...подробней