Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пӗчӗк хӗвеле аса илтерет

Автор: Сывлӑх

Источник: «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Добавлен: 2016.07.23 15:38

Предложений: 45; Слово: 342

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Здоровье

Кашни пахчарах тенӗ пек ӳстерекен хӗвелҫаврӑнӑшӑн тӑван ҫӗршывӗ Мексика иккен. Ҫак ҫӗршывра пурӑнакансем ӑна сӑваплӑ ӳсен-тӑран вырӑнне хунӑ. Унӑн янкӑр сарӑ чечекӗсем вӗсене ҫӗр ҫине аннӑ пӗчӗк хӗвеле аса илтернӗ. Ҫавӑнпа «хӗвел чечекӗ» ят панӑ.

Шел те, чылайӑшӗ хӗвел-ҫаврӑнӑшӑн сиплӗ енӗсене тивӗҫлипе хаклама пӗлмест. Ытларах чухне вӑррине кӑна ӑшаласа ҫиме хӑнӑхнӑ. Тӗрӗссипе, хӗвелҫаврӑнӑша чӑн-чӑн аптека тесен те йӑнӑш пулас ҫук.

Вӑрринче белок 20 процента яхӑн, ҫав шута нимӗнпе те улӑштарма ҫук аминойӳҫексем кӗреҫҫӗ. 50-60 грамм вӑрри организма ҫӑра мар ҫуллӑ йӳҫексен, Е, А витаминсен талӑкра кирлӗ виҫипе туллин тивӗҫтерет. Сӑмсалантарнӑ вӑррипе вар-хырӑм чирӗсенчен хӳтӗленме тата сипленме усӑ кураҫҫӗ. Вӑл иммунитета ҫирӗплетет, холестерин шайне чакарать, ӑс-тӑна, куҫ ҫивӗчлӗхне, ӳте, ҫӳҫе лайӑхлатать, ватлӑх юхӑмне вӑрахлатать. Ача кӗтекен хӗрарӑмсене питӗ усӑллӑ, токсикоз витӗмне хытах чакарать.

Бронхит, колит, астма

Хӗвелҫаврӑнӑшӑн вӗтетнӗ типӗ 1 апат кашӑкӗ чечекне тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, 10 минутран сӑрӑхтармалла. Кӑштах пыл хушма юрать. Кунне 2 хут 1-ер стакан ӗҫмелле. Курс — сывлӑх лайӑхланиччен.

Сарамак, грипп

Вӗтетнӗ чӗрӗ е типӗ 2 апат кашӑкӗ чечеке тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла. Вӑйсӑр ҫулӑм ҫинчи майӗпен вӗрекен шыв мунчине 1,5 сехете лартмалла. Сӑрӑхтармалла, малтанхи калӑпӑшне ҫитерме вӗренӗ шыв хушмалла. Кунне 3 хут апат умӗн 2-шер апат кашӑкӗ ӗҫмелле. Курс — сываличчен.

Витамин пухма

Организма витаминсемпе тивӗҫтерме кунне 1-2 апат кашӑкӗ сӑмсалантарнӑ хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри ҫисен лайӑх. Ӑна салата хушма та пулать. Шӗкӗлченӗ 1 стакан тӗшшине ҫумалла та 2-3 стакан шыва ямалла, савӑта хупӑлчапа витсе 2 сехет лартмалла. Шыва тӑкмалла, тӗшӗсене каллех ҫумалла, шыв кӑштах /вӑрра нӳретмелӗх/ хушмалла, хупӑлчапа витсе ӑшӑ вырӑнта 8-10 сехет лартмалла. Лайӑх тӗшӗ ҫак вӑхӑтра кирлӗ пек сӑмсаланать.

Сыпӑсене тасатать

Хӗвелҫаврӑнӑш тымарӗн чейӗ организмри тӑварсене ирӗлтерет. Чӗртавара кӗркунне хатӗрлемелле, тымарӑн тачка пайне кӑна хӑвармалла, ыттине кӑларса пӑрахмалла. Ҫумалла, типӗтмелле, усӑ курас умӗн шалча пӑрҫи пысӑкӑш касӑксем туса вакламалла.

Эмальленӗ кастрюле 1 стакан тымар хумалла, 3 литр шыв ямалла, 1-2 минут вӗретмелле. Сивӗнсен сӑрӑхтармалла. Тымарне пӑрахмалла мар, татах усӑ курма холодильнике хумалла. Шӗвеке чей вырӑнне 2-3 кун ӗҫмелле. Ӑна ӗҫсе ярсанах холодильникри тымара 3 литр шыва ямалла, 5 минут вӗретмелле. Сивӗнсен сӑрӑхтармалла. Халӗ тымарне пӑрахма юрать. Шӗвеке ӗҫсе ярсан ҫӗнӗ чӗртавартан татах хатӗрлемелле. Сиплев курсӗ — 1 уйӑх. Шӑк тӑрӑлса ҫитмесен малалла сипленме юрать.

Организма хӗвелҫаврӑнӑш тымарӗпе тасатнӑ чухне пӑрӑҫлӑ, тӑварлӑ, уксус хушнӑ апат ҫимелле мар. Ӳсен-тӑран диетине пӑхӑнсан лайӑхрах.

Сайт:

 

Статистика

...подробней