Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Кил пуҫӗн кӗлли (16)

Автор: халӑх пултарулӑхӗ

Источник: Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 17 с.

Добавлен: 2016.07.04 14:51

Предложений: 10; Слово: 47

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

Ҫӳлти Турӑ! Турӑ, ҫырлах! Турӑ, ан пӑрах! Ҫырлах, ҫӗрти патша, ывӑлтан, хӗртен, тырӑран, пылран!

Турӑ патӑр ӗҫмешкӗн, ҫимешкӗн. Сывлӑхне Турӑ патӑр!

Выльӑхран-чӗрлӗхрен туллиех карта, утпа карта, ӗнепе карта, сурӑхпа карта Турӑ патӑр!

Катаран шӑнса килекене, выҫса килекене ӑшӑтса канмалӑхне Турӑ татах патӑр!

Шуйттана хӑваласа яр! Ҫырлах, Турӑ!

Сайт:

 

Статистика

...подробней