Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Кил пуҫӗн кӗлли (1)

Автор: халӑх пултарулӑхӗ

Источник: Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13 с.

Добавлен: 2016.07.04 14:45

Предложений: 8; Слово: 62

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

Виҫӗ пайӗнчен пӗр пайне ӗҫме-ҫиме пар, ик пайне пуҫтарса хума пар.

Кил-ҫурт пуҫӗ пулма, кил-йыша тӗрӗс тытса тӑма пар.

Пихампар, эсӗ кайӑк-хуҫана ан яр, кайӑкран-хуҫаран хӑтарса пыр, сыхла.

Эпир, айван ывӑлӗ-хӗрӗ, юмӑҫ-курмӑҫ каларӑшӗпе тасаран чӳклетпӗр.

Карманта мул тытма пар.

Картана кӗрсен карта турри сыхласа тӑтӑр.

Чикекентен-касакантан эсӗ сыхласа эсӗ упрӑсӑнччӗ. Пуплерӗмӗр капла сӑмахсене, — тен, малтан калас сӑмах кая юлчӗ пуль, — Турӑ, каҫар.

Сайт:

 

Статистика

...подробней